Сăпайлă, ăш пиллĕ, канăçсăр
Альбина кĕрхи тĕксĕм те лапăрчăк çанталăка пит килĕштерсех каймасть пулин те, Туррăн кашни кунне тарават кĕтсе илет, унпа савăнать. Ыйхăпа нушаланмасть вăл, вăрансанах вырăн çинчен ваштах сиксе тăрать. Ирхи апат пĕçерме лартса янă хыççăнах картишне ĕне сума васкать. Çак вăхăтра мăшăрĕ те выльăх-чĕрлĕх патне тухнă ĕнтĕ. Скворцовсем ĕне тытмасăр хăйсене ял çыннисем пек туймаççĕ. Хальхи вăхăтра кăна пĕр ĕне-ха вĕсен. Маларах, çĕнĕ çурт-йĕр çавăрма укçа-тенкĕ пуçтарнă çулсенче, ытларах та усранă. Ытти выльăхне те сахал мар тытнă. Скворцовсем 1 гектар çĕрпе те туллин усă кураççĕ. Унта нумай çул ÿсекен курăк, çĕр улми лартса ÿстереççĕ. Ытти ял çыннисем пекех çăвĕпе пĕр канăç курмаççĕ. Выльăхĕсем валли ытлă-çитлĕ апат хатĕрлеççĕ, çавăнпах çавапа курăк çуласси те нимĕн те мар хĕрарăмшăн. Кил хуçи утта хиртен мотоблокпа турттарать. Хĕрĕпе ывăлĕ те ÿркенекеннисен йышĕнче мар. Çемье яланах пĕрле пулма тăрăшать. Шăкăл-шăкăл калаçса, пĕр çăвартан пурăнаççĕ вĕсем. Ирхи апат хыççăн яланхи кун йĕркипе Скворцовсем шкула васкаççĕ. Канмалли кун çук мăшăрĕн, яланах ăмăртусем, тренировкăсем... Хĕрарăм упăшки чылай чухне килте çуккине хăнăхнă. Ăнланать арăмĕ мăшăрне. Шкул директорĕн ĕçĕ ответлă. Уроксем пуçланиччен канашламалли, татса памалли ыйтусем сахал мар. Альбина Алексеевнăпа Алеша ывăлĕ кăшт каярах тухсан та ĕлкĕреççĕ. Тăххăрмĕшсен класс ертÿçи паян уроксем хыççăн кĕрхи уяв ирттерме планланă. Çавăнпа та Альбина Алексеевна уява ертсе пыракансемпе ирех тепĕр хут канашларĕ. Вĕренекенсен пит-куçĕсем çиçеççĕ, кăмăллаççĕ вĕсем уроксем хыççăн йĕркелекен мероприятисене. Çавăнпах тĕрлĕ ыйтусем хускатаççĕ вĕсенче. Уявсенче вĕренекенсен интересĕсене, характерĕсене ытларах пĕлме пулать те. Кашни ачан кăмăлне, вăл мĕнле çемьере çитĕннине лайăх чухлать вĕрентекен. Вĕренекенсемпе пĕр чĕлхе тупнăран Альбина Алексеевнăпа уççăн калаçаççĕ ачасем, хăйсен иккĕмĕш амăшĕ вырăнне хурса хисеплеççĕ. – Учителĕн, уйрăмах класа ертсе пыраканăн, паянхи пурнăçпа тан утмалла, унсăрăн паянхи вĕренекене тĕлĕнтереймĕн, урокра кăсăклантараймăн. 22 ача хушшинче тĕрлĕ шухăш-кăмăлли пур. Кашнин чунне пĕлме уçă тупма тăрăшатăп,– тет А.Скворцова. Пĕр çулхине районти «Чи класлă класснăй» конкурса та хутшăнчĕ ачасен чи çывăх тусĕ. Унăн пултарулăхне начар мар хак пачĕç. Вĕсен класĕнче тирпейлĕ те çутă. Кашни япалана пĕлсе вырнаçтарнă. Чечексем нумай ÿстереççĕ. Сасă хăпартса калаçмасть çирĕм виççĕмĕш çул класс руководителĕн тивĕçне çÿлти шайра пурнăçлакан педагог. Шкултан вĕренсе тухса кайнă ачасем паян та юратнă учительницăна, пултаруллă класс ертÿçине манмаççĕ, шăнкăравлаççĕ, кĕрсе тухаççĕ. Тав сăмахĕсене сахал мар илтет Альбина Алексеевна. Коллективра та Альбина Алексеевна сăпайлăхĕпе, ачасене юратнипе, вĕсенчен çирĕп ыйтнипе, хăйĕн предметне тĕплĕ пĕлнипе, пысăк тавра курăмлă, ăста алăллă пулнипе палăрса тăрать. Ытлашши сăмах ваклас, каппайланас, хăйне пуçлăх арăмĕ пек тытас йăла çук унăн. Миçе хутчен пулман-ши çак шкулта, çапах та Альбина Алексеевна Михаил Петровичăн мăшăрĕ иккенне пĕлмен. Хăйне ытлашши кăтартасшăн мар вăл. Теприсем пек курнăçланма юратмасть. – Ыттисем пекех чуна парса вăй хуратăп. Мĕн пĕчĕкрен килĕштерсе вĕреннĕ профессие питĕ юрататăп. Ман çинчен çырма кирлех мар,– тет вăл сăпайлăн кăна. Кĕçĕн Таяпари Головинсен хĕрĕ Шупашкарти педагогика институчĕн ют чĕлхесен факультетĕнчен вĕренсе тухсан тăван тăрăха килнĕ. Ашшĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕрен амăшне пĕччен пурăнма йывăррине чĕрипе туйнă Альбина. Çамрăк специалиста Аслă Таяпари вăтам шкулта хаваспах кĕтсе илнĕ. Сисĕнмесĕрех çул хыççăн çул иртнĕ. Альбина Алексеевнан ĕç стажĕ ÿссе, опычĕ пуянланса пынă. Халĕ ĕнтĕ вăл Кĕçĕн Таяпари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта ĕçлет. Аслă Таяпа ачисене акăлчан чĕлхине вĕрентме те пăрахман. Виçĕ çырма урлă каçса çуранах çÿрет унта вĕрентекен. Хăнăхнă, нăйкăшмасть. Ара, мăшăрĕ районти чи маттур та ăста спортсмен, арăмĕ те унран юласшăнах мар. Ахальтен-им районти, республикăри спорт ăмăртăвĕсене çемйипех çÿренĕ, малти вырăнсене йышăннă. Паян та аптăрамасть-ха, çуран та, йĕлтĕрпе чупма та пултарать Альбина Алексеевна. Уроксене тĕрлĕ мелсемпе ирттерсе ачасене хавхалантарма тăрăшать вăл. Ыт ахальтен мар ют чĕлхесемпе кăсăкланакансем çулсерен нумайланса пыраççĕ. Педагог хăйĕн пĕлĕвне те тăтăшах ÿстерсе пырать. Çак тапхăрта пĕрре мар пĕлĕве ÿстермелли курссенче пулчĕ пĕрремĕш категориллĕ педагог. Хальхи вăхăтра самана таппинчен кăштах кăна юл – хăвна катăк пекех туятăн. Çавна май тăтăшах çĕнĕлĕхсемпе паллашать. Ял çынни тутлă тĕлĕксен ытамне путнă, Скворцовсен вара пÿртри çутă сÿнмест-ха. Компьютер умĕнчен часах пăрăнаймасть Альбина Алексеевна, уроксене интереслĕ йĕркелес тесе тĕрлĕ майсем шырать, Интернетпа туллин усă курать, презентацисем хатĕрлет. Хăйĕн предмечĕпе методика ĕçĕсем çырса харсăр педагог районта пĕрре мар палăрнă. Методика ярмăрккисенче яланах пысăк активлăх кăтартать хăйĕн ĕçне чунтан парăннă çын. А.Скворцова вĕрентекен ачасем çулсерен ÿсĕмсемпе савăнтараççĕ. Хăй те, ачасене те тĕрлĕ конкурссене хутшăнтарать вăл. Районти, республикăри, çĕршыври конкурссенчен те пăрăнса юласшăн мар. А.Родионова, акă, «Еxcelsior 2009» конкурсра ют чĕлхепе юрлассипе виççĕмĕш вырăна тухрĕ. Ытти çулсенчи çитĕнÿсем те сулмаклă. А.Родионова, К.Зиновьева Курнавăш шкулĕнче ирттернĕ наукăпа практика конференцийĕнче районти паллă çынсене тĕпчес ĕçсемпе виççĕмĕш вырăна тухнă. «Британский бульдог» конкурсра А.Скворцов регионта пĕрремĕш вырăн йышăннинче Альбина Алексеевнăн тÿпи пысăк. Ют чĕлхесен районти олимпиадинче те Кĕçĕн Таяпасем халиччен маххă паман. «Марш парков» конкурс призерĕсен йышĕнче те вĕсемех.Тăхăр класс вĕреннĕ хыççăн унăн вĕренекенĕсем Елчĕкри вăтам шкула çул тытаççĕ. Альбина Алексеевнăн вĕренекенĕсем кунта та ют чĕлхесене лайăх пĕлнипе палăраççĕ, районти олимпиадăсене хаваспах хутшăнаççĕ. Ĕнерхи вĕренекенĕсем унăн çулне суйласа илнĕшĕн те хĕпĕртет вăл. Аслă шкулсенче вĕреннĕ тата вĕренекен О.Маркова, М.Степанова, В.Калинина, Д.Маркова паян та унран канашсем ыйтса шăнкăравлаççĕ. Вĕсен çитĕнĕвĕсемпе чăннипех те савăнать А.Скворцова. Учительсен çемйинче икĕ ача çитĕнет. Марина хĕрĕ вăтам шкула кĕмĕл медальпе вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Чăваш патшалăх университечĕн хими факультетĕнче пĕлĕвне малалла тăсать. Ялта чухне те тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсенчен пăрăнман хĕр хулара та сатурлăхĕпе палăрать. Шашкăлла выляссипе университетра иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Алеша та спортсмен. Футболла ăста вылять, кросс, йĕлтĕрпе чупма кăмăллать, вĕренÿре те харсăр. Пушă вăхăт мĕнне пĕлмеççĕ Скворцовсем, пĕрре те ахаль лармаççĕ. Çуллахи вăхăтра кил хуçи хĕрарăмĕн пушшех канăç çук. Пÿрт умĕнчи палисадникре тĕрлĕ чечексем ÿстерет, пахчара аппаланма кăмăллать. Унăнни пек чечек ялта урăх никамăн та çук. Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕ ирттернĕ «Чи лайăх пахча» ята ыт ахальтен мар вĕсем çĕнсе илнĕ. Тĕрлĕ методика журналĕсем çырăнса илнĕ чухне «Цветок» журнала та манса хăвармасть илеме юратакан хĕрарăм. Вăл çеç-и; Альбина Алексеевнăн аллисем чăннипех те ылтăн. Аллине йĕппе çип тытсан епле вылянса кăна тăраççĕ унăн. Ачисем пĕчĕккĕрех чухне мĕн кăна çыхса тăхăнтартман-ши; Укçалла кĕпе-тумтир сахал туяннă. Ытларах хăй аллипе ăсталанă çи-пуçпа çÿренĕ тĕпренчĕкĕсем. Халĕ те илемлĕ калпаксемпе кофтăсем çыхать, çак ĕçе кĕçĕн класс ачисене те хăнăхтарать. Чăннипех те талантне панă вара ăна Турă. Паллах, ăна аталантарас тесе хăй ÿркенменни, тăрăшуллă пулни пулăшнă. Çакăн пек маттур та ăш пиллĕ, харсăр, пултаруллă учительсем çинче тытăнса тăраççĕ те пирĕн районти шкулсем. Çитес çул – Вĕрентекен çулталăкĕ. Апла пулсан пултаруллисем çинчен сахал мар çырăпăр хамăр хаçатра. |