Президент палăртнă тĕллевсене пăхса тухнă
Чÿк уйăхĕн 18-мĕшĕнче районта Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Унăн тĕп теми Раççей Президенчĕн Д.Медведевăн Федераци Пухăвне янă Çырăвĕнче палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртесси тата социаллă пĕлтерĕшлĕ тĕп задачăсене татса парасси çинчен пулчĕ.
Çак кун ĕçлĕ визитпа районта пулнă Чăваш Республикинчи конкурентлă политикăпа тата тарифсемпе ĕçлекен патшалăх службин ертÿçи А.Журавлев «Улăп» Спорт керменĕнче, Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта тăрăшакансемпе тĕл пулнă.
Çырăва сÿтсе явнă чух вĕрентекенсем ытларах вĕрентÿ системине пырса тивекен улшăнусем çинче чарăнса тăнă. Чăн та, паянхи шкул информаципе пултарулăх центрĕ пулмалла. Чи кирли – уйрăм вĕрентÿ программисемпе усă курас енĕпе тата укçа-тенке тăкаклас тĕлĕшпе шкулсен хăй тĕллĕнлĕхне аталантарни. Çитес çултан «Вĕрентÿ» наци проекчĕн конкурсĕнче çĕнтернĕ, автономи учрежденийĕ ята илнĕ шкулсем хăй тĕллĕнлĕх илĕç. Çав шкулсен обязательнăй отчетлăхĕ палăрмаллах пĕчĕкленĕ. Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕ пĕлÿ пахалăхне тĕрĕслемелли никĕс пулмалла, анчах пĕртен-пĕр мел мар текен шухăша та ырламалла. Çавăн пекех çитес çултан физкультура занятийĕсен çĕнĕ нормативĕ вăя кĕрессине, ачасен сывлăхне упрасси чи пĕлтерĕшлĕ тĕллевсенчен пĕри пулмаллине тата ытти нумай-нумай шухăша палăртнă Д.Медведев Çырура. Асăннă тĕллевсене пурнăçа кĕртес тесе учительсем паян анчах ĕçлемеççĕ. Ку енĕпе малашне те пысăк хавхаланупа вăй хурĕç вĕсем.
Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин Медицинăра усă куракан хатĕрсен çаврăнăшне тишкерекен, шута илекен тата тĕпчекен центр директорĕ Ю.Алексеева районти тĕп больницăн коллективĕпе тĕл пулса кунти лару-тăрупа паллашнă. Федераци Пухăвне янă Çырури тĕп тĕллевсене – медицина пулăшăвĕн пахалăхне лайăхлатмаллине, çамрăксене ача çуратма хавхалантармаллине, социаллă сфера тухăçлăхне мĕнпур енĕпе ÿстермеллине пурнăçа кĕртес ыйтусем тавра пынă калаçу.