Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Чăн-чăн хăна çурчĕ тейĕн

АвтоВАС генеральнăй директорĕ В.К.ПАЛЕЕВ: “Елчĕкре ахаль станци çеç мар, паянхи пурнăç ыйтăвне чи туллин тивĕçтерекен «Автотур – Бизнесцентр» хута каять. Хальлĕхе ун пек хăтли тата илемли республикăра урăх çук-ха...”

Кăçал Елчĕкре те, районти ялсенче те уявсем нумай пулчĕç: Çĕр кунĕ, Раççей халăхĕн пĕрлĕхлĕх уявĕ, Аслă Елчĕк ялĕн юбилейĕ, кунта çуралнă, анчах республикипех е Раççейĕпех палăрнă вун-вун çынсен менелникĕсем... Сахал мар çын хутшăнчĕ вĕсенче, савăнăç, хавхалану тупрĕ. Анчах паянхи уяв пуринчен те паллăрах пулса, яланлăхах асра юлать пулĕ. Мĕншĕн тесен вăл кашни çыннах, мĕн пĕчĕккинчен пуçласа асатте-асаннесем таранах, кирлĕ. Сăмах ĕлĕкхи самаях тăвăрланса çитнĕ, пассажирсен тата хăнасен кăмăлне тивĕçтереймен автовокзал вырăнĕнче юмахри пек кĕске вăхăтра ÿссе ларнă, тĕлĕнмелле илемлĕ «Автотур – Бизнесцентр» çинчен пырать.

– Ара, мĕншĕн Автотур е Бизнесцентр; – ыйтнине те илтме тÿр килчĕ хăш-пĕр çынсенчен.

Акционерсен “АвтоВАС” уçă пĕрлешĕвне нумай-нумай çул ертсе пыракан В.К.Палеев генеральнăй директор транспорт ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе иртнĕ савăнăçлă ларура кăмăллăн та уççăн çапла пĕлерчĕ: “Ку вăл Европăри аталаннă çĕршывсенчен илнĕ паха тĕслĕх. Эпир çав пысăкран та пысăк çуртра автобуспа е ытти транспортпа çул çÿрекенсемшĕн халиччен пулман ырă майсем туса пама тăрăшрăмăр.”

Акă, эпир Елчĕке тата тавралăха илем кÿрекен çурт патне пыратпăр. Вăл пирĕн умра кĕрхи кун ăмăрлăхне сирес тесе йăл кулнă пекех çуталса ларать. Виçĕ хутлă, хăйне майлă истори палăкне аса илтерекен керменĕн чи çÿлти пайĕнче пурне те кăсăклантаракан информаци куç умне тухать. Вăл сире паян мĕнле уйăх тата кун пулни, халĕ мĕн вăхăт çитни е урамра сывлăш температури мĕн чухлĕ пулни çинчен хыпарласа тăрать.

Шала кĕрсен те тĕлĕнсех каятăн. Ирĕк залра кассăпа автобуссем çÿревĕн расписанийĕ ума тухать. Ларса канмалли вырăнсем ирĕк те таса. Кашни çын хăйне кирлипе каймалли пÿлĕмсем таранах.

Кăшт вăхăту пур пулсан иккĕмĕш хута хăпар. Унта кафе-столовăй, нумай-нумай тавар сĕнекен киосксемпе павильонсем тата ытти те хăй патне туртать. Виççĕмĕш хут та чылайăшне илĕртет. Унта бизнесменсем тĕрлĕ тĕл пулусем йĕркелеме, хăйсем валли хăтлă пÿлĕмсем суйласа илме пултараççĕ. Автобус е ытти транспорт саккас парас, экскурсисемпе туристла çул-çÿрев йĕркелес ыйтусене те кунтах, пĕр чăрмавсăр тата хăвăрт татса параççĕ.

«Автотур – Бизнесцентр» начальникĕ Светлана Лебедева уйрăмах кăмăллă. Кунта хăйне тата кассир-операторсемпе ытти ĕçченсем валли мĕнпур условисем туса панă. Ĕçле те савăн кăна! Фаина Соколовăпа Лилия Трифонова контролерсем, вун-вун çул автостанцире ĕçленĕскерсем, хăйсен савăнăçне пытараймаççĕ. Водительсем те (вырăнтисем кăна мар, Елчĕк урлă Чĕмпĕре е Пăвапа Теччĕ хулисене çÿрекеннисем таранах) хăйсем турттаракан пассажирсем чăн-чăн ырлăха лекнĕшĕн савăнаççĕ. Хăйсен сайрарах пулакан пушă вăхăчĕпе канăвĕ валли мĕн кирли пурте пурри хавхалану кÿрет вĕсене.

– Юлашки çулсенче Елчĕкрен ытти хуласене тата районти ялсене автобуссем çÿремелли вун-вун маршрут уçăлчĕ. Çĕнĕ «Автотур – Бизнесцентр» хута кайни пире çĕнĕлле ĕçлеме çунать хушать, татах çĕнĕ маршрутсем уçма çĕнĕ майсем туса парать, – тет Светлана Лебедева.

 



"Елчĕк Ен"
21 ноября 2009
00:00
Поделиться