Районта "Пенси тытăмĕн модернизацийĕ" марафон вăй илсе пырать. Унăн тĕп тĕллевĕ _ пенси тытăмĕн 2010 çулта вăя кĕрекен улшăнăвĕсене ăнлантарса парасси. Çак вăхăтра çынсем пенси çумне хушма тỹлев, валоризаци, инвалидсене пенси памалли йĕркесенчи улшăнусем, çавăн пекех пулас пенсишĕн хушма укçа-тенкĕ тỹлемелли патшалăх программине хутшăнмалли йĕркесем çинчен ыйтса пĕлме пултараççĕ. Çавăнпа Пенси фончĕн районти управленийĕ юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа раштав уйăхĕн 1-мĕшĕччен тĕрлĕ мероприятисем йĕркелет. Акă, юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче Раççей Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕ социаллă хỹтлĕх пайĕн, халăха социаллă пулăшусемпе тивĕçтерекен центрăн ĕçченĕсемпе, ветерансен организацийĕсен представителĕсемпе, журналистсемпе аудиопресс-конференци ирттернĕ. Тепĕр кунне Раççей Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн представителĕсем пирĕн районта пулчĕç. Уйрăм управляющийĕн çумĕ Р.Дроздова, районти управленин ертỹçи З.Яковлева пенсионерсемпе, журналистсемпе, ветерансемпе инвалидсен организацийĕсен представителĕсемпе тĕл пулчĕç. Унта пенси тытăмĕнчи саккунсенчи улшăнусене тишкерчĕç. Тĕл пулу иртнĕ хыççăн Раççей Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕн специалисчĕсем _ Т.Дроздова, Т.Лисицина, М.Матвеева социаллă хỹтлĕх илме тивĕçлĕ çынсене уйрăммăн йышăнчĕç. Çынсене пенси тытăмĕнчи улшăнусене ăнлантарса парас енĕпе Раççей Пенси фончĕн районти управленийĕ тĕрлĕ майсемпе усă курать. Уйрăм çынсем информаци илес тесе "хĕрỹ линипе" _ 2-62-32, 2-53-56 телефонсемпе шăнкăравлаççĕ. Çавăн пекех ялсенчи библиотекăсенче консультаци пункчĕсем йĕркеленĕ. Çакă çеç мар, управлени специалисчĕсем ялсене те тухса çỹреççĕ. Хальлĕхе пенсионерсемпе, ветерансемпе 13 тĕл пулу йĕркеленĕ, 161 çынна уйрăммăн йышăннă. "Пенси тытăмĕн модернизацийĕ" марафон раштав уйăхĕн 1-мĕшĕччен пырать. А.ФЕДОРОВ. Марафон малалла пырать Районта "Пенси тытăмĕн модернизацийĕ" марафон вăй илсе пырать. Унăн тĕп тĕллевĕ _ пенси тытăмĕн 2010 çулта вăя кĕрекен улшăнăвĕсене ăнлантарса парасси. Çак вăхăтра çынсем пенси çумне хушма тỹлев, валоризаци, инвалидсене пенси памалли йĕркесенчи улшăнусем, çавăн пекех пулас пенсишĕн хушма укçа-тенкĕ тỹлемелли патшалăх программине хутшăнмалли йĕркесем çинчен ыйтса пĕлме пултараççĕ. Çавăнпа Пенси фончĕн районти управленийĕ юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа раштав уйăхĕн 1-мĕшĕччен тĕрлĕ мероприятисем йĕркелет. Акă, юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче Раççей Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕ социаллă хỹтлĕх пайĕн, халăха социаллă пулăшусемпе тивĕçтерекен центрăн ĕçченĕсемпе, ветерансен организацийĕсен представителĕсемпе, журналистсемпе аудиопресс-конференци ирттернĕ. Тепĕр кунне Раççей Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн представителĕсем пирĕн районта пулчĕç. Уйрăм управляющийĕн çумĕ Р.Дроздова, районти управленин ертỹçи З.Яковлева пенсионерсемпе, журналистсемпе, ветерансемпе инвалидсен организацийĕсен представителĕсемпе тĕл пулчĕç. Унта пенси тытăмĕнчи саккунсенчи улшăнусене тишкерчĕç. Тĕл пулу иртнĕ хыççăн Раççей Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕн специалисчĕсем _ Т.Дроздова, Т.Лисицина, М.Матвеева социаллă хỹтлĕх илме тивĕçлĕ çынсене уйрăммăн йышăнчĕç. Çынсене пенси тытăмĕнчи улшăнусене ăнлантарса парас енĕпе Раççей Пенси фончĕн районти управленийĕ тĕрлĕ майсемпе усă курать. Уйрăм çынсем информаци илес тесе "хĕрỹ линипе" _ 2-62-32, 2-53-56 телефонсемпе шăнкăравлаççĕ. Çавăн пекех ялсенчи библиотекăсенче консультаци пункчĕсем йĕркеленĕ. Çакă çеç мар, управлени специалисчĕсем ялсене те тухса çỹреççĕ. Хальлĕхе пенсионерсемпе, ветерансемпе 13 тĕл пулу йĕркеленĕ, 161 çынна уйрăммăн йышăннă. "Пенси тытăмĕн модернизацийĕ" марафон раштав уйăхĕн 1-мĕшĕччен пырать.
Мы используем файлы cookie для персонализации контента, предоставления функций авторизации и анализа
трафика.
Пользуясь данным сайтом, пользователь даёт согласие на обработку своих персональных данных, передачу (в т.ч.
в сторонние сервисы анализа посетителей Спутник.Аналитика, Яндекс.Метрика) и обработку данных о посетителе
(а именно IP-адрес, предполагаемое географическое положение, версия браузера, разрешение дисплея, версия
операционной системы и вспомогательного программного обеспечения, модель устройства, ресурсы, поисковые
системы, фразы, баннеры, с которых был переход на сайт, список посещённых страниц и проведённое время на
сайте), а именно - совершение действий, предусмотренных 152-ФЗ «О персональных данных». Файлы cookie не
содержат сведений, на основании которых можно идентифицировать пользователя. Если посетитель не согласен на
использование файлов cookie, он может соответствующим образом установить настройки своего браузера, что
может отразиться на корректности отображения содержимого сайта, или покинуть сайт.