Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ушкăнра _ вăй

Районта "Йывăç ларт тата ăна упра" акци пуçланчĕ. Акционерсен "Прогресс" обществин ертỹçисемпе специалисчĕсем, Елчĕк ял тăрăхĕнче ĕçлекенсем иртнĕ кунсенче Елчĕк ял тăрăхĕн территорийĕнче тĕрлĕ йывăç хунавĕсене лартрĕç. Хурăнвар çырми таврашне анчах пысăк пахалăхлă çăка, пилеш, юман, хурăн йывăçĕсене пурĕ 220 тĕп лартса хăварма пултарчĕç. Йышпа пулсан кирек епле ĕçе те çăмăллăн парăнтарма пулать. Çав кунхинех туслă ушкăн район центрĕнчи Совет урамĕнчи аллейăри тата Юбилей урамĕнчи паркри хăрнă йывăçсен вырăнне çĕнĕ хунавсем лартса хăварчĕ.


"Елчĕк Ен"
08 октября 2009
00:00
Поделиться