Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Тавах, вĕрентекенсем

Учительсем хăйсен професси уявне çулран-çул чаплă лару-тăрура паллă тăвассине çирĕп йăлана кĕртнĕ. Кăçал та вĕсем Елчĕкри культурăпа кану центрне лăк тулли пуçтарăнчĕç. Савăнма сăлтавĕсем те пысăк: районти педагогсем этемлĕхĕн ăс-хакăл никĕсне йĕркелес, çирĕплетес тивĕçе тĕплĕн пурнăçлаççĕ, вĕренекенĕсем çеç мар, хăйсем те республика, Раççей шайĕнче палăраççĕ. "Вĕрентỹ" наци проекчĕ ĕçе кĕме пуçланăранпа районти 20 учитель Раççей Президенчĕн 100000 тенкĕлĕх грантне çĕнсе илме пултарчĕç. 2009 çулта Раççей Федерацийĕнчи чи лайăх учительсен конкурсĕнче районти ултă вĕрентекен çĕнтерỹçĕ ята тивĕçрĕ: О.Викентьева (Çĕнĕ Пăва, информатика, биологи тата географи), Г.Енейкина (Патреккел, чăваш чĕлхипе литература), В.Николаев (Елчĕк, историпе обществознани), А.Петрова (Елчĕк, акăлчан чĕлхи), Ф.Порфирьева (Курнавăш, кĕçĕн классен), Р.Федорова (Кивĕ Эйпеç, ют чĕлхе). Çĕнтерỹçĕ-педагогсене уявра профессин пысăк ăсталăхĕшĕн, вĕрентĕве аталантарнă çĕрте тỹпе хывнăшăн РФ Вĕрентỹпе наука министерствин Хисеп грамотисемпе чысларĕç. Хальхи вăхăтра маларах асăннă пултаруллă педагогсем мастер-классем, тренингсем ирттереççĕ. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче республикăри олимпиадăсенче районти шкул ачисем малтисен йышне кĕме пултарнинче, паллах, вĕрентекенсен тỹпи çав тери пысăк. Вĕсем-çке ачасен творчествăлла шухăшлавне аталантараççĕ, тĕрлĕ проектсем хатĕрлеме хăнăхтараççĕ. Çак енĕпе тивĕçлĕ педагогсем районта ỹссех пыраççĕ. Уйрăмах В.Вороновăна (Курнавăш), С.Голубевăна (Кушкă), С.Долгова (Елчĕк), Г.Елисеевăна (Аслă Пăла Тимеш), Л.Крыловăна (Елчĕк), Р.Макаровăна (Таяпа Энтри), И.Павловăна (Лаш Таяпа) палăртмалла, вĕсен вĕренекенĕсем районти, республикăри олимпиадăсенче, ăслăлăхпа практика конференцийĕсенче, Пĕтĕм Раççейри конкурссенче пысăк çитĕнỹсем тума пултарнă. Çавăн пекех ытти пуçаруллă вĕрентекенсене те палăртма кăмăллă. Курнавăшри А.Ефимова, Л.Пупина вĕрентекенсене Пĕтĕм тĕнчери "Планета эрудичĕсем _ 2008" олимпиадăра активлă пулнăшăн йĕркелỹ комитечĕ тав тунă. Елчĕкри В.Левая вĕрентекен хими предмечĕпе ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри интернет-проектра пиллĕкмĕш вырăна тухни те пысăк утăм. Çавăн пекех Пĕтĕм Раççейри "Пĕлỹ тата пултарулăх" конкурс-проектра Елчĕкри Н.Кузьминăпа Т.Лапшина вĕрентекенсем лауреат ятне çĕнсе илнĕ, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Н.Карчикова вĕренекенĕсем Раççей шайĕнчи "Симĕс планета" конкурсра лауреат ята тивĕçсе Мускавра иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери экологи форумне хутшăннă. Курнавăшри С.Прохорова вĕрентекенпе А.Корнилова вĕренекен Мускавра Д.Менделеева халалланă ăслăлăхпа практика конференцине хутшăнма тивĕçни те пысăк ỹсĕм. Елчĕкри 10-11-мĕш классенче пĕлỹ илнĕ пилĕк вĕренекен хими предмечĕпе ирттернĕ республикăри дистанци олимпиадинче иккĕмĕш вырăн йышăннине палăртма кăмăллă. Çак олимпиадăрах Лаш Таяпари А.Павлов та çут çанталăк тата ăслăлăх номинацире çĕнтернĕ. Вĕренекенсем çитĕнỹсем тунă çĕрте В.Левая, И.Павлова педагогсен тỹпи пысăкки каламасăрах паллă. Çĕнĕ Пăвари С.Иванова, Л.Турхан, Хăвăлçырмари Р.Карсакова, А.Симакова вĕрентекен ачасем республикăри дистанци олимпиадисенче тĕрлĕ номинацире призерсен йышне кĕни те савăнтарать. Районти вĕрентекенсем республикăри "Excelsior" конференцинчен пĕрре те пăрăнмаççĕ. Л.Енедерова (Тăрăм), М.Чернова (Елчĕк) вĕренекенĕсем тĕрлĕ секцире 2-мĕш тата 3-мĕш вырăнсене йышăнни ырă пулăм. Кирек мĕнле уявра та ăшă та ырă сăмахсем нумай янăраççĕ. Район пуçлăхĕн çумĕ _ райадминистрацин вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый иртнĕ вĕренỹ çулĕнче пысăк çитĕнỹсем тунă пуçаруллă педагогсене пурне те палăртма тăрăшрĕ. Районта кашни ачана куçран ăшă пăхакан, вĕсен чĕри таппине туякан, кашнине пĕр сăмахсăрах ăнланакан учительсем ĕçлеççĕ. Вĕсем професси шайне тĕрлĕ конкурса хутшăнса çирĕплетесси ырă йăлана кĕнĕ. М.Портнова (Кушкă), Т.Сусметова (Кивĕ Эйпеç), Л.Пупина (Курнавăш) Пĕтĕм Раççейри вырăс чĕлхи учителĕсен конкурсĕнче, А.Петрова (Елчĕк) вĕрентекенсем хушшинче йĕркеленĕ Пĕтĕм Раççейри Интернет-конкурсра çĕнтернĕ. Е.Смирнова (Курнавăш) географипе вĕрентекенсен республикăри фестивалĕнче "Учитель-мастер" номинацире палăрнă. Районти вĕрентỹçĕсем Чăваш Ен шайĕнче çулсерен иртекен меслетлĕх фестивалĕнчен те пăрăнмаççĕ. Е.Никифорова (Çуткỹл), Г.Дмитриев (Курнавăш), В.Бобин (Аслă Елчĕк), Э.Иванова (Патреккел) 20-мĕш фестивалĕн дипломанчĕсем пулса тăни те кăмăла çĕклет. Ачасене кулленех тарăн пĕлỹ, воспитани панипе çеç çырлахмаççĕ вĕрентекенсем. Хăйсен пĕлĕвне те тăтăшах ỹстерсе пыраççĕ. Мĕн каламалли, çĕнĕлĕхсене вĕренсе ан пыр-ха, часах пурнăçран тăрса юлатăн. Паянхи шкул ачи вара ĕлĕкхи мар, темĕнпе те интересленет, килĕсенче Интернетпа туллин усă курать. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче районти 141 педагог (40 процент) пĕлĕвне ỹстернĕ. Хăйĕн профессине чунтан парăннă вĕрентекен пĕр вырăнта лармасть, шав малалла талпăнать, умри тĕллевсене пурнăçлассишĕн çине тăрать. Акă, Таяпа Энтринчи ют чĕлхене вĕрентекен Е.Петрова нимĕçсен Гете ячĕллĕ культура центрĕнче ятарлă конкурс витĕр тухса Германири Бремен хулинче пĕлĕве ỹстермелли семинара хутшăннă. Районти учительсемпе мухтанмалăх пурах çав. Начар вĕрентекен педагог çук та пулĕ. Ун пеккисем вĕрентỹ ĕçĕнче тытăнса та тăраймаççĕ. Паян предмета специалист пек çеç вĕрентни çителĕксĕррине, этем пек килĕшỹллĕ аталанакан тата телейлĕ пулма пĕлекен çынна тата гражданина пăхса ỹстерессине тĕпе хурса ĕçлеççĕ те сăваплă та хисеплĕ, çапах çăмăл мар профессие суйласа илнĕ педагогсем. Уява пуçтарăннă учительсене, педагогика ĕçĕн ветеранĕсене район пуçлăхĕ Н.Миллин саламларĕ. Унтан вĕрентỹ ĕçĕнче палăрнă педагогсене РФ Вĕрентỹпе наука министерствин, Елчĕк район администрацийĕн, райадминистрацин вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн Хисеп грамотисемпе наградăларĕç. Пысăк чыса тивĕçнĕ вĕрентекенсем йышлă пулни кăмăла çĕклерĕ. Пĕр канăç курмасăр вăй хунине кура хисеплени кашнийĕн чĕрине ăшăтать, ĕçре хавхалану кỹрет. Елчĕкри культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсен, Елчĕк шкулĕнче вĕренекенсен юрри-сăввисем уява пуçтарăннисен пит-куçне савăнăç кỹчĕç. Шупашкарти филармонин "Çăлкуç" фольклор ансамблĕн концертĕнчен пĕри те савăк кăмăлсăр тухмарĕ пулĕ. Çитес çул _ Учитель çулталăкĕ. Çавна май вĕрентекенсем пархатарлă ĕçре, творчествăра пысăк ỹсĕмсем тăвасса шанатпăр.


"Елчĕк Ен"
08 октября 2009
00:00
Поделиться