Пĕлĕвне Германире ÿстернĕ
Кăçалтан Елена Петровна шкулта акăлчан чĕлхи те вĕрентет. Педагог тахçантанпах пысăк ĕмĕтпе хавхаланса пурăннă. “Нимĕç чĕлхине чун ыйтнă пек вĕрентетĕп. Германи çĕршывне кĕнекесем тăрăх çеç мар, хамăн çитсе курасчĕ, çыннисемпе нимĕçле калаçасчĕ”, - тесе çунатланакан ĕмĕте нумаях пулмасть пурнăçа кĕртрĕ Елена Петровна.
- Хальхи вăхăтра тавра курăма анлăлатас, пурнăçран тăрса юлас мар тесен интернетпа çыхăну тытни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Нимĕç чĕлхине лайăхрах пĕлес тĕллевпе Германири аслă вĕренÿ заведенийĕсем ирттерекен конкурссене хутшăнатăп. Иртнĕ çулхи чÿк уйăхĕнче Мюнхенри Гăте институчĕ ют чĕлхене ытти çĕршывра мĕнле вĕрентнипе интересленсе конкурс йĕркелерĕ. Электрон почтипе уроксен планĕсене ярса патăм. Раштав уйăхĕнче манăн ĕçсене илнине пĕлтерчĕç. Вĕсене малтанах Мускавра пăхса тухнă. Ака уйăхĕнче вара çыру килчĕ. Унта мана Бремен хулине квалификацие ÿстерекен курса чĕннине пĕлтернĕ. Ака уйăхĕнче çул тăкакĕсене саплаштарма укçа ярса пачĕç, - тет Е.Петрова. - Ăçта пурăнмаллине, вĕренмеллине малтанах пĕлтернĕ. Мускавран Амстердама, унтан Бремен хулине самолетпа вĕçрĕмĕр. Мана Дрик çемйи кĕтсе илчĕ.
Вĕренме килнисем халăх хушшинче ытларах пулччăр, калаçчăр тесе çапла тăваççĕ иккен. Ентеш лекнĕ çемье пуçлăхĕ Вернер 75 çулта, мăшăрĕ Эльга унран тăватă çул кĕçĕнрех. Арçын тинĕс карапĕн капитанĕ пулнă. Арăмĕ ниçта та ĕçлемен. Питĕ чаплă пурăнаççĕ. Çурчĕ виçĕ хутлă. Вĕсемпе Елена Петровна литература чĕлхипе калаçнă. Малтанах вăл, чăн та, шикленнĕ, каярахпа хăнăхнă. Кăмăллă çынсем пулнă Дриксем. Чăваш çĕршывĕ пирки вĕсем илтмен те-мĕн. Вăл Атăл хĕрринче вырнаçнине пĕлтерсен карттă çинче ăна шыраса тупнă. Хăнана лайăх пăхнă. Анчах эпир хăнăхнă яшка пулман. Ытларах бутерброд çиеççĕ. Мĕн пур çимĕçе лавккаран туянаççĕ. Çăкăра та хăйсем касмаççĕ, вакланине илеççĕ. Вĕреннĕ çĕрте лайăх апатлантарнă. Курс ертÿçи эрнене 100-120-шер евро панă. Вĕренекенсем хăйсем тăкакланман. Икĕ эрне сисĕнмесĕрех иртсе кайнă.
“Унта кайса курнишĕн савăнтăм. Тăхăр сехетрен пуçласа 16 сехет те 30 минутчен вĕреннĕ. Лекцисем итленисĕр пуçне методика, валеçсе памалли материал чылай парса ячĕç. Музейсенче пулса курни мĕне тăрать тата! Тĕрлĕ шкулта уроксем итлеме илсе çÿрерĕç. Пуçламăш шкулта пĕр-пĕр класăн икĕ кабинет. Шкулĕсем номерпе мар, урам ячĕпе хисепленеççĕ. Класра - 18 ача. Кĕçĕннисен урок вăхăтĕнче тем тума та юрать. Вăйă кабинечĕсем, музыка класĕсем тĕрлĕ оборудованипе пуян. 4 класс таран пĕр учитель вĕрентет. Шăпăрлансем шкула 6 çулта каяççĕ. Пире ют çĕршыв ачисем пурăнакан шкула илсе кайрĕç. Вырăс хĕрачипе Алинăпа вырăсла та калаçрăмăр, - тет Елена Петровна. - Бремен хули сип-симĕс пулнипе тĕлĕнтерчĕ. Ăна унăн музыканчĕсем чапа кăларнă. Пĕрремĕш кунах хула бургомистрĕ йышăнчĕ. Кунтах пире Германи Республикин федераци канцлерне Ангела Меркеле курма тÿр килчĕ. Раççейрен пиллĕкĕн пултăмăр. Иккĕшĕ - Новокузнецкран, тепри - Дон çинчи Ростовран, тăваттăмĕшĕ - Рязаньтен тата эпĕ. Китайран, Пакистанран, Перуран, Бразилирен те пулчĕç. Çакă тĕлĕнтерчĕ: Грузирен килнисем пирĕнпе вырăсла калаçмарĕç. Чылайăшĕ çак курсра темиçе хут пулнине пĕлтерчĕ. Пирĕн, çак предмета вĕрентекенсен, тĕрлĕ конкурса хутшăнма ÿркенмелле мар. Ĕмĕте пурнăçа кĕртесси хамăртан килет”.