Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ватă çынна çул парар

Ĕçпе вăрçă ветеранĕсен районти канашĕн президиумĕн ларăвĕ пулса иртрĕ. Ĕçпе вăрçă ветеранĕсен районти канашĕн председателĕ С.А.Терентьева президиум ларăвĕн кун йĕркине тĕрлĕрен ĕçлĕ ыйтусем кĕртнĕ. 2009 çулхи юпа уйăхĕн пуçламăшĕнче районти ветерансен пуçламăш организацийĕсенче отчетпа суйлав пухăвĕсем ирттермелле. Суйлав тапхăрĕнче ялсенчи ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕсен председателĕсем пулма активлă, пуçаруллă, пенсионерсен прависене кирлĕ шайра хỹтĕлеме пултаракан, анлă тавра-курăмлă ватăсене суйламалла. Канаш членĕсем те çакăн пек çынсем пулччăр тесе палăртрĕ Серафима Терентьева. Çĕнĕрен суйланнă ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕсем 1941-1945 çулсенчи Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 65 çул çитнине уявлама тивĕçлĕ шайра хатĕрленмелле. Кун йĕркинчи тепĕр тĕп ыйту Чăваш Республикинче Çĕнтерỹ кунĕ 65 çул çитнине паллă туса ĕçпе вăрçă ветеранĕсем валли "Ветерану глубинки _ народное внимание и заботу" ятлă пулăшу акцийĕ ирттерме палăртни çинчен пулчĕ. Асăннă акци пирĕн районта та иртмелле. Ăна район центрĕнчен аякра вырнаçнă, автобус çỹремен ялсенчи ватăсене пулăшас тĕллевпе йĕркелеççĕ. Социаллă хỹтлĕх пайĕн ертỹçи И.Н.Аникина президиум ларăвне хутшăннă май социаллă хỹтлĕх пайĕ ку тĕлĕшпе мĕнле ĕçсем туса ирттерме палăртнине каласа кăтартрĕ. Социаллă хỹтлĕх пайĕ аякри ялсенче пурăнакан ватăсене (хĕрарăмсене 55 çултан, арçынсене _ 60 çултан аслăраххисене) шута илнĕ, ял тăрăхĕсемпе ял хуçалăх предприятийĕсене ватăсене пулăшма сĕннĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисем çак акцие хутшăнса ватăсене тỹлевсĕр тырă уйăрса пама килĕшнĕ. Шкулсем те çак акцие хутшăнма пултараççĕ, ачасем ватăсене шефа илеççĕ, вĕсене кил хушшинчи тата хуçалăхри ĕçсенче пулăшаççĕ. Ларура çывхарса килекен Ваттисен кунне уявласа ирттересси пирки те калаçу пулчĕ. П.Н.Чернов президиум членĕ Ваттисен кунне уявлассине йĕркелеме культура ĕçченĕсене явăçтармаллине палăртрĕ. Районти кашни организаципе предприяти хăйсем патĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă ватăсене уяв сĕтелĕ хатĕрлесе чыслама йышăннă. Юлашкинчен районти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕн председателĕ С.А.Терентьева ветерансен ĕçне тивĕçлипе йĕркелесе пыракан, пур çĕрте те активлă, пуçаруллă пенсионерсене 70 çулхи юбилей ячĕпе Хисеп грамоти парса наградăлама Чăваш Республикинчи ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашне сĕнỹпе тухасси çинчен пĕлтерчĕ. Президиум ларăвĕнче пăхса тухнă ыйтусене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе социаллă хỹтлĕх пайĕ тата ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕсем ял тăрăхĕсемпе пĕрле ĕçлемелле.



"Елчĕк Ен"
24 сентября 2009
00:00
Поделиться