Паттăра чысларĕç
Авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнче пирĕн районта Совет Союзĕн Геройĕ С.А.Андреев çуралнăранпа 85 çул çитнине анлăн паллă турĕç. Юбилее С.Андреевăн çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче тымар янă тăванĕсем _ Василий шăллĕн (вăл Кемерово облаçĕнче пурăнать, тепĕр çул 80 çул тултарать) пилĕк ачи, Еля (унăн 6 ача) тата Маюк (10 ача ỹстернĕ) аппăшĕсен хăш та пĕр ачисем, Патăрьел районĕнчи Тури Туçа шкулĕн (С.Андреев аслă классенче çак шкулта вĕреннĕ) вĕрентекенĕсемпе вĕренекенĕсем, Энтепе ялĕнче çуралса ỹснĕ поэтесса Любовь Федорова тата ыттисем те килсе çитрĕç. Чи малтанах вулаканăмăра кĕскен çеç паттăрăмăрăн кун-çулĕпе паллаштарар. С.Андреев вăрçа 18 çул тултарсанах тухса кайнă. Вăл Кăнтăр-Хĕвел анăç фронтĕнче 6-мĕш арминче 25-мĕш гварди стрелковăй дивизинче çапăçнă. Совет Союзĕн Геройĕ ята (ăна вилнĕ хыççăн 1944 çулхи нарăс уйăхĕн 22-мĕшĕнче панă) Днепр юхан шывĕ урлă каçса плацдарма тытса тăрассишĕн пынă çапăçура паттăрлăх кăтартнăшăн тивĕçнĕ. 1943 çулхи юпа уйăхĕн 29-мĕшĕнче хĕрỹ çапăçу вăхăтĕнче 19 çулхи ентешĕмĕр ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Унăн вил тăприйĕ Днепропетровск облаçĕнчи Солоняновск районĕнчи Вовничи ялĕнче упранать. Паттăра чысласа чи малтанах Елчĕкри Тĕп лапамра Совет Союзĕн Геройĕсене _ С.А.Андреева, Н.П.Иванова, А.Ф.Беляева халалласа лартнă аллея умĕнче митинг иртрĕ. Ăна райадминистрацин вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ Н.Малышкин уçрĕ. Вăл паттăрсене асăнса пĕр минут шăп тăма ыйтрĕ. Аттелĕхĕн Аслă вăрçинчи Çĕнтерỹре пирĕн район çыннисен те тỹпи пысăк пулнине, вĕсем ытти халăхпа кар тăрса хаяр тăшмана хирĕç вирлĕн кĕрешнине, вĕсенчен виççĕшĕ вара СоветСоюзĕн Геройĕ ята тивĕçнине палăртрĕ: "Иртнĕ çулхи çурла уйăхĕнче эпир Совет Союзĕн Геройĕ А.Ф.Беляев çуралнăранпа 100 çул çитнине чыслăн паллă турăмăр. Кăçал вара тепĕр паттăр С.А.Андреев çуралнăранпа 85 çул çитрĕ. Паян эпир ăна асăнма, унăн паттăрлăх çулне тепĕр хут куç умне кăларса тăратма пуçтарăнтăмăр. Елчĕк ялĕнче пĕр урам, вăхăтĕнче вăл пĕлỹ пухнă Энтепе шкулĕ тата аллея С.Андреев ячĕпе хисепленсе тăраççĕ. Паттăрсене малашне те асрах тытасчĕ, вĕсем пирĕншĕн яланах тĕслĕх вырăнĕнче пулччăр". Н.Малышкин хыççăн Энтепери пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул директорĕ В.Марков сăмах илчĕ. Вăл ентешпе мăнаçланнине, унăн ырă тĕслĕхĕ шкул ачисене патриотла воспитани парас ĕçре пысăк вырăн йышăннине палăртрĕ. С.Андреевăн Василий шăллĕн ывăлĕ И.Андреев та сăмах илчĕ. Илья Васильевич çак пысăк пĕлтерĕшлĕ уява йĕркеленĕшĕн, тăванĕн ятне çỹллĕ шайра упранăшăн, çитĕнекен ăрăва патриотизм туйăмне ăша хывма, паттăрсенчен тĕслĕх илсе çитĕнме май туса панăшăн хăйĕн тата тăванĕсен ятĕнчен тав сăмахĕ каларĕ. Паттăрăн бюсчĕ умне чĕрĕ чечексем хунă хыççăн пухăннисем районти тĕп библиотекăра, Елчĕкри историпе тăван тавралăх халăх музейĕнче пулса С.Андреева халалласа йĕркеленĕ презентаципе, куравсемпе паллашрĕç. Ун хыççăн уява пуçтарăннисем ентешĕмĕрĕн тăван ялне _ Энтепене çул тытрĕç, паттăр çуралса ỹснĕ тĕп килте асăну хăми уçрĕç ( кунта паянхи кун С.Андреевăн шăллĕн мăшăрĕ Елизавета Дмитриевна Андреева пурăнать). Асăну хăмине уçас умĕн район пуçлăхĕн çумĕ Л.Левый, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Рыбкин, Энтепере çуралса ỹснĕ Л.Федорова поэтесса, маларах шкул директорĕнче ĕçленĕ О.Андреев сăмах илчĕç, геройăн паттăрла ĕçĕсем пирки тепĕр хут асăнчĕç. Виталий Рыбкин паттăрăн тĕп килĕ вырнаçнă урама малашне С. Андреев ятне парас ыйтăва хускатрĕ. Вун икĕ сехетре Энтепери Михаил Архангел Архистратиг ячĕллĕ чиркỹри Валерий атте вăрçăра вилнисене асăнса панихида ирттерчĕ. Уяв Энтепери культура çуртĕнче малалла тăсăлчĕ. Энтепери тата Патăрьел районĕнчи Тури Туçа шкулĕсенче вĕренекенсен С.Андреева халалланă сăвви-юрри, Елчĕкри "Варкăш" ансамблĕн концерчĕ уява çутă сăн кĕртрĕç. Патăрьел районĕнчи Тури Туçа тата Кивĕ Ахпỹрт шкулĕсенчен килнĕ В.Явруковпа Ю.Салмин шкулта вĕреннĕ вăхăтра С.Андреевăн вил тăпри çинче пулса курнине пĕлтерчĕç, сăн ỹкерчĕксемпе паллаштарчĕç. Энтепе тата Тури Туçа шкулĕсенче вĕренекенсем çак кун паттăра халалласа йĕркеленĕ баскетбол турнирĕнче тупăшрĕç. Хуçасем хăнасене 32:22 шутпа парăнтарчĕç. Пухăннисем уяв вĕçĕнче Энтепе шкулĕпе паллашрĕç, маларах çак шкулта пĕлỹ илнисем шкул ырă енне палăрмаллах улшăннине палăртрĕç.
"Елчĕк Ен"