Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Тĕшши пурах

Чăваш Республикин Культура министерстви çумĕнчи Национальноçсен канашĕ хăйĕн ĕçне тĕрлĕ енлĕ пурнăçласа пырать. Çак кунсенче унăн членĕсем районсемпе хула администрацийĕсен культура пайĕсен ертÿçисемпе пĕрле Елчĕк районне çитсе курчĕç. Кунта вĕсем “Елчĕк районĕнчи культура учрежденийĕсен республикăн тĕллевлĕ “Чăваш Ен культури: 2006-2011” программин “ЧР патшалăх наци политикин концепцине пурнăçа кĕртесси” хушма программине пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе туса пыракан ĕç опычĕ çинчен” семинар-канашлăва хутшăнчĕç.

Елчĕк район администрацийĕн ĕçченĕсем хăнасене тарават пулни, вĕсене хăйсен паха опычĕпе паллаштарма тăрăшни кашни утăмрах палăрчĕ. Семинар-канашлу умĕн район администрацийĕн культура тата информаци пайĕн ертÿçи А.А.Александрова ертсе пынипе Национальноçсен канашĕн членĕсемпе районсемпе хуласен культура пайĕсен пуçлăхĕсем Елчĕкри культура объекчĕсемпе - ял тăрăхĕсен хушшинчи тĕп вулавăшпа, историпе тавра пĕлÿ халăх музейĕпе, ачасен искусство шкулĕпе, районăн культурăпа канăвăн тĕп центрĕпе - паллашрĕç. Унтан пурте пĕрле Патреккелне çул тытрĕç. Хăнасемшĕн кунта та кăсăкли чылай пулчĕ. Асăннă культура çурчĕ нумаях пулмасть “тĕслĕх” ята тивĕçнĕ. Районта тата иккĕшĕ - Елчĕкри тата Курнавăшри - кăçалхи нарăс уйăхĕнче никĕс культура учрежденийĕ пулса тăнăччĕ. Патреккелсен ĕçĕ - нумайăшĕшĕн ырă тĕслĕх. Кунта районта, республикăра çеç мар, Раççейре те палăрма пултарнă халăх хорĕ ĕçлет. 87 çул хушшинче унта ялти çĕр-çĕр çын хутшăннă, чăваш юррин чапне çĕкленĕ, малалла тăснă.

Тĕслĕх культура çуртне йĕркелесе ярас ĕçри çĕнĕлĕхсем ыттисемшĕн те пĕлтерĕшлĕ. Акă хăшĕсене фойери стендсене мĕнле йĕркелени кăсăклантарать, теприсем чÿрече каррисен эрешĕсене, сцена чаршавне ÿкерсе илеççĕ, виççĕмĕшĕсем пÿлĕмсене епле илемлетнине тишкереççĕ.

“Патреккел çăлĕ” архитектура палăкне çитсе курас тесен “Прогресс” хуçалăх уйĕ витĕр каймалла. Ял çыннин ĕçченлĕхĕ куç умĕнчех - пушă выртакан, усă курман çĕр çук. Чылай лаптăк хĕле хатĕр ĕнтĕ: сухаланă, кĕрхи культурăсене акса хăварнă.

Чăваш Енри çармăс культура центрĕн ертÿçи В.В.Аксакова çакна курсан чăтса тăраймарĕ: “Мари Элре те тăван çĕре çаплах хисеплеттерес килет-çке. Тырă акман, сухаламан, çум курăк айне пулнă уй-хире тухсан чун ыратать”.

Семинар-канашлу районти культурăпа канăвăн тĕп центрĕнче иртрĕ. Ун ĕçне çавăн пекех ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин министрĕ Р.М.Лизакова, Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Л.В.Левый хутшăнчĕç.

Роза Михайловна Национальноçсен канашĕ хăйĕн умне лартнă тĕллевсене ăнăçлă пурнăçласа пынине палăртрĕ. Кăçал республикăра тата çĕнĕ пĕрлĕх - Казак наци культура центрĕ - чăмăртаннине пĕлтерчĕ. Çапла майпа Чăваш Енре халĕ унашкал ушкăнсем 23 çитрĕç, вĕсем 13 халăх çыннисене пĕтĕçтерсе тăраççĕ.

Роза Лизакова министр Чăваш наци радиовĕн пĕлтерĕшĕ пирки те чарăнса тăчĕ. Унăн пирĕн хутлăхра тымар янă тĕрлĕ халăх çыннин пурнăçĕпе ĕç-хĕлне çутатма пулăшмалла. Наци радиовĕ тутарла е çармăсла, беларуçла е эрменле “калаçса” каяйманнин сăлтавĕсем пирĕн çав чĕлхене пĕлекен журналистсем çуккинче. Роза Михайловна ку енĕпе çитменлĕхе пĕтерме шантарчĕ.

Семинар-канашлу темин тĕп ыйтăвĕпе район администрацийĕн культурăпа информаци пайĕн пуçлăхĕ А.А.Александрова тухса калаçрĕ.

Вулакана пĕлме: 2002 çулхи çырав тăрăх Елчĕк районĕнче 25, 025 пин çын пурăннă. Çав шутра чăвашсем - 97, 1 процент, вырăссем - 0, 9, тутарсем 1, 9 процент.

Тĕрлĕ халăх çынни, йышĕпе пысăках мар пулсан та, хăйне Елчĕк çĕрĕ çинче хăтлă, тăван кĕтесĕнчи пек туйтăр тесе ĕçлеççĕ районти культура ĕçченĕсем. Кунти 24 библиотекăра, культурăпа канăвăн 34 учрежденийĕнче вĕсене яланах хапăл. Район 2007 çулта культура тытăмĕнче пурнăçа кĕртмелли “Тискер уй-2007” культурăпа истори еткерлĕхне упраса хăварасси тата аталантарасси” инноваци проекчĕпе ЧР Президенчĕн грантне тивĕçни культура пурнăçне тата витĕмлĕрех, туллирех тунă. Çак тапхăрта Чăваш Енри пур театр та района çитсе курнă. Вырăнтисем те Шупашкарсене çеç кĕтсе ларман, хăйсем конкурссем, фестивальсем йĕркеленĕ, проектсем çырса республика конкурсĕсене хутшăннă.

Елчĕксем Раççейри тата чикĕ леш енчи наци культура пĕрлĕхĕсемпе хутшăнусене çирĕплетме тăрăшаççĕ. Сăмахран, Беларуçри чăвашсен “Атăл” /Минск, ертÿçи Г.А.Александров/, “Шупашкар” /Б.Н.Миллин/ пĕрлĕхĕсемпе, Эстонири чăваш культура обществипе /Таллин, ертÿçи И.В.Захарова/ çыхăну йĕркеленĕ. Историпе çыхăннă вырăнсенче экскурсисем ирттерни те тăван тавралăха юратма, унпа çывăхланма пулăшать. Çамрăк ăрăва ентешсен тĕслĕхĕпе воспитани пани пĕлтерĕшлĕ. Елчĕксен ентешĕ, ЧР Хисеплĕ гражданинĕ, паллă академик Г.Н.Волков пирки сăмахăм. Вăл хăйĕн тăван кĕтесне, çуралнă çĕрне-шывне мĕнле юратнине унăн сăмахĕсемех лайăх çирĕплетеççĕ: “Тăван çĕрĕн тусанĕ те тăван, пылчăкĕ те пылак”.

Иртнĕ çул Пикшикре пурăнакансем çак ялта ÿссе çитĕннĕ Раççей наукăсен академийĕн чăн членĕ, СССР Патшалăх премийĕн лауреачĕ, химик-ăсчах Х.М.Миначев çуралнăранпа 100 çул çитнине паллă тунă. Уява ТР наукăсен академийĕн член-корреспонденчĕ А.Ш.Зиятдинов профессор хутшăннă. Елчĕк район ачисем аслисен ырă тĕслĕхне аталантарса пыраççĕ. Тутарстанри Пăва, Аксу, Кайпăç районĕнĕсече вĕренекенсемпе туслă пурăнаççĕ. Спорт ăмăртăвĕсенче, шкулсен уявĕсенче çулленех тĕл пулаççĕ.

Семинар-канашлура районти ял тăрăхĕсен хушшинчи тĕп библиотекăн тавра пĕлÿ секторĕн пуçлăхĕ Л.З.Иванова вулавăшсем наци культурине аталантарас тата упраса хăварас тĕлĕшпе тăвакан ĕçсем пирки чарăнса тăчĕ. Районта тутарсем икĕ ялта - Сăрьелпе Пикшикре /пурĕ 700 çын/ - пурăнаççĕ. Иртнĕ çул Наци кĕнекин фестивалĕнче Сăрьелсем палăрнă. “Атăлçи халăхĕсен туслă çемйинче” ятпа Тутар кĕнекин кунне ирттернĕ. Мĕн тетĕр? Унта 75 çулти Альфия Салахутдинова тутар фольклорне лайăх пĕлнипе тĕлĕнтернĕ. Çавăн пекех Согда Давлетшина та /ача амăшĕ-героиня/, 85 çулпа пыраканскер, хăйĕн сăввисене вуланă. Çавăн пек маттурсем татах пур. Сăмахран, Елчĕкре инçетри Таджикистанри кишлакра çуралса ÿснĕ, чăваш пикине качча илсе çемье çавăрнă, икĕ ача çитĕнтерекен Толошпо Саидов пурăнать. Лаш Таяпара унăн ентешĕ Назора Худойкулов тĕпленнĕ. Унăн та мăшăрĕ чăваш. Çаксем арăмĕсен тăван чĕлхипе яка та таса пуплеççĕ, вырăнти халăхпа туслă пурăнаççĕ. “Елчĕк ен” хаçат вĕсемпе хăйĕн вулаканĕсене паллаштарнă. Районта тата тутарсемпе вырăссем, мордвасем те пур терĕмĕр. Хаçат страницисенче вĕсем пирки те вуласа пĕлме пулать.

Культурăпа кану центрĕн директорĕ В.С.Портнова районта пурăнакансем тĕрлĕ регионпа культура çыхăнăвĕсем мĕнле йĕркеленсе пыни пирки пĕлтерчĕ. Пĕлтĕр Елчĕкре Пĕтĕм Раççейри “Раççей юррисем” марафон-фестиваль иртнĕ май унта çĕршывĕпе паллă юрăç Надежда Бабкина ертсе пыракан ушкăнпа пĕрлех Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчи коллективсем хутшăннă. Елчĕксем хăйсем те çул çÿревсенчен хăрамаççĕ.

Культура учрежденийĕсен тĕп тĕллевĕ - вырăнти халăхсен йăли-йĕркине упраса хăварасси. Тутарсем те хастар хутшăнаççĕ пархатарлă çак ĕçе. Сăмахран, Сăрьелти клубра “Рамазан”, “Курбан-байрам”, “Ураза-байрам”, “Науруз”, ытти уяв ирттересси йăлана кĕнĕ.

Семинар-канашлăва пĕтĕмлетнĕ май Национальноçсен канашĕн членĕсем хăйсен шухăшĕсене палăртрĕç. Республикăри мордва культура центрĕн председателĕ В.П.Седойкин кăмăллă пулнине пĕлтерчĕ. “Лайăх ĕçлеме вĕренес тесен çак района çитсе курмалла, кунта вăй хуракансен ĕç опычĕпе паллашмалла”, - терĕ. Чăваш Енри Пĕтĕм тутарсен общество центрĕн ертÿçи Ф.А.Гибатдинов та çак шухăшпа килĕшрĕ: “Лайăххине начар теме çук. Ырă тĕслĕх пайтах кÿршĕсен. - Эпĕ Сăрьелсен пултарулăх ушкăнне лайăх пĕлетĕп. Вĕсем патне килсех тăратпăр. Хăйсем те пирĕн мероприятисене хастар хутшăнаççĕ. Шансах тăратăп: Сăрьелти клуб та “тĕслĕх” ята тивĕçĕ”.

Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ В.С.Григорьев иртнĕ кĕркунне институтăн пĕр семинарне Елчĕкре ирттернине аса илчĕ. Çакăн пек çыхăнусем икĕ енĕшĕн те усăллине палăртрĕ ăсчах.

Пирĕн те иккĕленÿ çук: тĕрлĕ культура çывăхланни халăхсене пуянлатать, туслăха тĕрек парать, кĕскен каласан - тĕшши пурах.



"Хыпар"
22 сентября 2009
00:00
Поделиться