Хуçалăх аталанăвĕ - ертÿçĕрен нумай килет
Аслă Шăхаль, Çĕнĕ Пăва, Кĕçĕн Шăхаль тата Турхан ялĕсене пĕрлештерекен хуçалăхăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашас тĕллевпе эпир унта çул тытрăмăр.
Çÿлерех асăннă тăватă ял малтан “Колос” ЯХПК шутне кĕнĕ. 2002 çулта хуçалăх икке пайланать: “Сатурн” тата “Колос”.
- Юрий Семенович тăватă çул ĕнтĕ пирĕн пуçлăх. Çирĕп йĕркене пăхăнса ĕçлет вăл, пирĕнтен те çавнах ыйтать. Пÿлĕмре тупма çук ăна: хуçалăхра ĕçсем еплерех пынине хăйĕн куçĕпе курмалла унăн, - ĕçе хастаррăн кÿлĕннĕ хуçан ырă енĕсене сăпайлăн палăртрĕ 1981 çултанпа тĕп бухгалтерта вăй хуракан Г.Краснова.
Хуçалăхра тăрăшакансем пĕр çемьери пек туслă ĕçлеççĕ. Хăшĕ-пĕри тивĕçлĕ канăва тухсан та коллективран уйрăлма васкамасть. Сăмахран, 73 çулти А.Абрамовăн кăçал хăйне евĕрлĕ юбилей: 45-мĕш хут вырма ĕçне хутшăннă вăл. 73-ре тесе калаймăн ун пирки: вăр-вар та маттур. Килте те ахаль лармасть: сĕтел-пукан, чÿрече рами ăсталать.
- Халиччен ĕçсе те, туртса та курман. Маншăн чи лайăх эмел - ĕç. Пĕр вĕçĕмсĕр ура çинче пулма тăрăшатăп. Кĕсьере яланах хура шăккалат манăн. Пылак çак çимĕçе кунне пĕрререн кая мар çиетĕп. Тăтăшах пылпа чей ĕçни те питĕ усăллă, - чунне уçса калаçрĕ механизатор.
Паян “Сатурн” хуçалăхра 60-ăн вăй хураççĕ. Хуçалăхăн
- Тухăç та аптрамасть пек, гектартан - 150 центнер, - терĕ Юрий Семенович. - Кунта В.Лисицынпа Н.Крысов механизаторсем ĕçлеççĕ.
“Сатурн” вăкăрсем те усрать. Мăйракаллă шултра выльăх шучĕ сахал мар - 580 пуç. Сăваканнисем - 135. Пĕр ĕне пуçне вăтамран
Нумаях пулмасть хуçалăх дискатор, трактор туяннă. Техникăна çулсеренех çĕнетме тăрăшаççĕ вĕсем.
Республикăри çĕр чи лайăх ял хуçалăх предприятине палăртакан “Агро-
А.Никифоровăпа М.Спиридонова поварсем кунне икĕ хутчен тутлă апат пĕçереççĕ.
Мал ĕмĕтлĕ Юрий Семенович Викентьев паянхи çăмăл мар лару-тăрура хуçалăха ăнăçлă ертсе пыма, ăна аталантарма вăй çитерет. “Сатурн” ЯХПК малашне те ÿсĕм çулĕпе çирĕппĕн утасса шанас килет.