Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Культура халăхсене пĕрлештерет

Эрне кун Елчĕк районĕнче национальноçсен ĕçĕсен республикăри Канашĕн членĕсен, Чăваш Республикинчи районсемпе хуласен администрацийĕсен культура органĕсен, тĕрлĕ халăхсен наципе культура пĕрлешĕвĕсен ертỹçисен семинар-канашлăвĕ пулса иртнĕ. Унта "Чăваш Ен культури: 2006-2011 çулсенче" республикăри тĕллевлĕ программăн Чăваш Республикинчи патшалăх наци политикин Концепцийĕсене пурнăçа кĕртесси" çумпрограммăна пурнăçлас тĕлĕшпе Елчĕк районĕнчи вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен тата культура учрежденийĕсен ĕç опычĕ çинчен" ыйту пăхса тухнă. Семинар-канашлăва хутшăннисем чи малтанах район центрĕнчи Тĕп лапампа паллашнă, Çветтуй Николай Чудотворец часавайĕнче, Александр Невский чиркĕвĕнче, ял тăрăхĕсен тĕп библиотекинче, ачасен искусство шкулĕнче, "Улăп" физкультурăпа сывлăх комплексĕнче, Патреккелĕнчи çăл куç патĕнче, çĕнетсе улăштарнă культура çуртĕнче, ял библиотекинче, нумаях пулмасть уçăлнă пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта пулнă. Хăнасене пур çĕрте те тарават, наци тумĕсемпе, юрăсемпе кĕтсе илнĕ. Семинар-канашлăва хутшăннисенчен чылайăшĕ пирĕн района пуçласа е чылай вăхăт иртсен килнĕ. Нумайăшĕ республикăри тĕп хуларан аякра вырнаçнă яллă районта çынсене культура тĕлĕшĕнчен канма условисем туса панине, Елчĕксем тирпейлĕ те хăтлă пурăннине, район центрĕ, ялсем çĕнелсе улшăннине палăртнă. Кăнтăрла иртсен Елчĕкри культурăпа кану центрĕнче семинар-канашлăвăн тĕп пайĕ иртрĕ. Ăна Чăваш Республикинчи культура, национальноçсен ĕçĕсен, информатика политикин тата архив ĕçĕн министрĕ Р.Лизакова уçрĕ, национальноçсен ĕçĕсен республикăри канашĕн ĕçĕ-хĕлĕпе, семинар-канашлу тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ. Район пуçлăхĕн çумĕ _ район администрацийĕн вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый хăйĕн сăмахĕнче район, унăн экономикипе социаллă пурнăçĕ, культура аталанăвĕ çинче чарăнса тăчĕ. Культура тата информаципе тивĕçтерекен пай начальникĕ А.Александрова "Чăваш Ен культури: 2006-2011 çулсенче" республикăри тĕллевлĕ программăн Чăваш Республикинчи патшалăх наци политикин Концепцийĕсене пурнăçа кĕртесси" çумпрограммăна пурнăçлас тĕлĕшпе Елчĕк районĕнчи вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен тата культура учрежденийĕсен ĕç опычĕ çинчен" ыйтупа тухса калаçрĕ. Районта 24 ял библиотеки, 34 культурăпа кану учрежденийĕ ĕçлет. Вĕсем çумĕнче йĕркеленĕ кружоксене 3604 çын çỹрет. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем ялсенчи культура çурчĕсене çĕнетсе улăштарассине планпа пурнăçласа пыраççĕ. Унччен хутса ăшăтман культура çурчĕсен залĕсенчен спорт залĕсем тунă, культура мероприятийĕсем ирттерме пĕчĕк залсене юсаса майлаштарнă. "Чăваш Ен _ 2007 культура территорийĕ" ята, 2007 çулта Чăваш Республикин Президенчĕн грантне çĕнсе илни, культура марафонĕн сетьне, Атăл тăрăхĕнчи хуласенчи çарпа истори клубĕсен регионсем хушшинчи фестивальне ирттерни районти культура пурнăçне чĕрĕлĕх кĕртнĕ. Районта "халăх" ята çĕнсе илнĕ 3 коллектив ĕçлет: Елчĕкри халăх хорĕ, Патреккелти халăх хорĕ, Вырăскассинчи "Шанăç" халăх фольклор коллективĕ. Кăçал юсаса çĕнетнĕ виçĕ культура çурчĕ уçăлнă. Раççейри, ют çĕршывсенчи наципе культура пĕрлешĕвĕсемпе çыхăнусем çирĕпленсе пыраççĕ. Музейсен ĕçĕ-хĕлĕ лайăхланать. Малалла А.Александрова кашни çулах Чăваш чĕлхин кунне ирттерни, кăçал Елчĕк районĕнче наукăпа искусствăра тĕнчипех паллă çынсем пулни, тата ытти нумай-нумай культура мероприятийĕсем йĕркелени çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Тĕрлĕ наци çыннисен туслăхне, килĕштерсе пурăнассине сыхласа хăварасси тĕрлĕ шайри влаç органĕсен ĕçĕнче тĕп вырăн йышăнмалла. Ку вăл влаç органĕсен çеç мар, ученăйсен, культура, педагогика ĕçченĕсен, журналистсен тĕп тĕллевĕ те пулса тăрать. Елчĕк районĕнчи муниципаллă библиотекăсем наци культурине сыхласа хăварассипе тата аталантарассипе мĕнле ĕçлени çинчен ял тăрăхĕсен тĕп библиотекин краеведени секторĕн заведующийĕ Л.Иванова каласа пачĕ. Ку енĕпе коллектив тĕрлĕ ĕçсем туса ирттерет. Акă вĕсенчен хăшĕ-пĕри: Сăрьелĕнчи Тутар кĕнекин кунне, халăхсен пĕрлĕхĕн кунне ирттерни, чăваш халăхĕн фольклор уявĕсене йĕркелени, тĕп библиотека çумĕнчи халăх йăли-йĕркисене юратакансен клубĕ ĕçлени тата ытти те. Ялсенчи культура çурчĕсем çумĕнче, сăмахран, Çирĕклĕ Шăхалĕнче, Сăрьелте те чăваш, тутар халăхĕсен йăли-йĕркисене сарас тата аталантарас тĕлĕшпе ял çыннисене кăсăклантаракан мероприятисем иртеççĕ. Регионсем хушшинчи культура çыхăнăвĕсем мĕнле аталанса пыни çинчен Елчĕкри культурăпа кану центрĕн директорĕ В.Портнова паллаштарчĕ. "Районти культура учрежденийĕсен ĕçĕ-хĕлĕнче чăваш тата тутар халăхĕсен йăли-йĕркисене сыхласа хăварасси тата аталантарасси тĕп вырăн йышăнать", _ терĕ вăл. Сăрьелпе Пикшикре çулсерен "Рамазан", "Курбан-Байрам", "Ураза-Байрам", "Наврус" мероприятийĕсем йĕркелеççĕ, спектакльсем лартаççĕ, тутар халăхĕн наци тумĕсен выставкисем иртеççĕ. Пĕлтĕр Республика кунĕ умĕн "Раççей юррисем" Пĕтĕм Раççейри фестиваль-марафон иртнĕ. Унăн программипе килĕшỹллĕн Елчĕкре пысăк концерт пулнă. Унта Раççей халăх артистки Н.Бабкина хутшăннă. Халăх юратакан артисткăна курма Елчĕкри тĕп стадиона кỹршĕллĕ районсенче пурăнакансем те йышлă килнĕ. Куракансем çĕршыври паллă коллективсен, юрăçăсен пултарулăхĕпе те паллашнă. Концерт халăх асĕнче нумайлăха юлнă. Районти художество пултарулăх коллективĕсем республика тулашне те тухса çỹреççĕ. Акă, Патреккелти халăх хорĕ пĕлтĕр Мускаври чăвашсен Акатуйĕнче, Белорусь Республикин тĕп хулинче Минскра пулнă. Вĕсен пултарулăхне Мускавпа Минскра пурăнакан чăвашсем кăна мар, ытти халăхсен çыннисем те пысăк хак панă. Елчĕк районĕнчи юрă-ташă ăстисем чăваш эстрада юррисен "Вирьял шевлисем" фестивальте, "Варкăш" (Елчĕк), "Кĕçĕн Пăла" (Аслă Пăла Тимеш), "Шанăç" (Вырăскасси) фольклор коллективĕсем, Н.Васильева, В.Архипов, В.Панкратова юрăçсем республика шайĕнчи тĕрлĕ фестивальсенче палăрнă. Хамăр патăмăрта вара Çамрăксен уявне Намиби Республикинчи "Каванго" фольклор ансамблĕ хутшăннă. Аслă Таяпа ялĕ çывăхĕнчи "Тискер уй" çарпа истори клубĕсен фестивальне ирттересси йăлана кĕчĕ. 2007 çулта йĕркеленĕ фестиваль Чăваш Республикин Президенчĕн грантне тивĕçнĕ. Фестивале Мускав, Ульяновск, Димитровград, Улатăр, Шупашкар, Хусан хулисенчи çарпа истори клубĕсем хутшăннă. Çỹлерех асăннă культура мероприятийĕсем йĕркелесе ирттерни халăхсен хушшинчи туслăха çирĕплетет, пĕрлештерет. Семинар-канашлура "Елчĕк ен" хаçат редакторĕ Н.Алексеев патшалăх наци политикин Концепцийĕсене пурнăçлас ыйтăва хаçат мĕнле çутатни çинчен каласа пачĕ. "Елчĕк ен" хаçат районта пулса иртекен культура мероприятийĕсем, районта пурăнакан халăхсен туслăхĕ, вĕсен йăли-йĕрки, тĕрлĕ халăхсен çыннисем çинчен кашни номерте тенĕ пекех çырать. Семинар-канашлура Чăваш Республикинчи наука тĕпчев институчĕн директорĕ В.Григорьев, ытти наци пĕрлешĕвĕсен представителĕсем тухса калаçрĕç. Елчĕк районĕнчи культура, нацисем хушшинчи çыхăнусем лайăх аталанса пынине палăртрĕç. Семинар-канашлу ĕçне культура, национальноçсен ĕçĕсен, информатика политикин тата архив ĕçĕн министрĕ Л.Лизакова пĕтĕмлетрĕ.


"Елчĕк Ен"
16 сентября 2009
00:00
Поделиться