Ертÿçĕ те, комбайнер та, тракторист та
Аслă Шăхаль, Çĕнĕ Пăва, Кĕçĕн Шăхаль тата Турхан ялĕсене пĕрлештерекен хуçалăхăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашас тĕллевпе эпир унта çул тытрăмăр.
“Колос” ЯХПКна малтанхи вăхăтра çÿлерех асăннă тăватă ял кĕнĕ. 2002 çулта хуçалăх икке пайланать: “Колос” тата “Сатурн”.
Алексей Николаевич “Колоса” виççĕмĕш уйăх çеç ертсе пырать-ха. Апла пулин те тăван хуçалăхшăн тăрăшни куç кĕрет. 25 çулти çамрăк пуçлăх чăн-чăн ертÿçĕ пулни кирек епле ĕçе те тиркеменнинче курăнать. Тепĕр чух Алексей Николаевич хăйех тракторпа çĕр сухалать, акать е комбайн çине ларса тырă вырать.
Паян кунта 50-ăн вăй хураççĕ. Çак йышпах хуçалăх
- Нимĕç пăрçи те акатпăр. Вăтамран
Паян, пурнăç космос хăвăртлăхĕпе малалла ăнтăлнă вăхăтра, ял хуçалăхне кивĕ техникăпа аталантарма май çуккине ертÿçĕ лайăх ăнланать. Нумаях пулмасть Дон-1500 Б комбайн, К-7001 трактор туяннă. Унпа хуçалăхри чи çамрăк механизатор Федор Абрамов ĕçлет. 22 çулти каччă çемье çавăрма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ, мăшăрĕпе ывăл çитĕнтереççĕ. “Колос” хуçалăхра ытларах яшсем тăрăшаççĕ. А.Павлов, Е.Васильев, А.Андреев механизаторсем те çамрăк-ха.
Ĕç укçи пирки никам та ÿпкелешмест. Уйрăмах механизаторсем аван илеççĕ. Унсăр пуçне ĕçре малта пыракансене тăтăшах канма илсе каяççĕ, санаторисенче сывлăха çирĕплетнисем те пур.
- Пирĕн тĕп тĕллев - хуçалăх çыннишĕн тăрăшасси, - калаçăва малалла тăсать ертÿçĕ. - Йывăрлăха та, савăнăçа та пĕр-пĕринпе çурмалла пайламалла. Ĕç укçи енĕпе парăмран хăтăлни, ăна вăхăтра тÿлеме пуçлани - пирĕншĕн пысăк ÿсĕм. Аслă Шăхальпе Кĕçĕн Шăхаль, çавăн пек Турхан та маншăн Çĕнĕ Пăва пекех чуна çывăх ялсем. Çак çĕр çинче çуралса ÿснипе-и, тен, манăн ăна малалла аталантарас килет. Эпир кунта çуралнă, çавăнпа та пирĕн кунтах тĕпленмелле, - вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне ăс-хакăл енчен çулне кура мар пуян ертÿçĕ.