Елчĕксем ял уявĕнче савăнчĕç
Елчĕк тăрăхĕнче кашни ялăн тенĕ пекех престол уявĕ пур. Патреккелсем çулсерен Успение хаваслă ирттернине лайăх пĕлетпĕр. Тĕмерсем, Кармалсемпе Элпуçсем, ыттисем те ял праçникĕсенче тулли кăмăлпа савăнаççĕ. Аслă Елчĕксем те тăрăшсах уява хатĕрленеççĕ. Иртнĕ шăмат кун вара, Çветтуй кнеç Александр Невский кунĕнче, Елчĕксем пуçласа ял уявне чаплă лару-тăрура паллă турĕç. Халăх ыйтнипе. Финанс кризисне пăхмасăр. Районти тĕп библиотекăн, Елчĕкри историпе тăван тавралăх музĕйĕн, культурăпа кану центрĕн алăкĕсем кунĕпе уçă пулчĕç, вĕсенче хăнасене тивĕçлипе кĕтсе илчĕç. Уяв, йăлана кĕнĕ тăрăх, чиркỹри кĕлĕрен пуçланчĕ. Унта ытти чиркỹ пачăшкисем те пулчĕç. Кăнтăрла иртсен халăх районти тĕп стадиона васкарĕ. Кунти хаваслă юрă-кĕвĕ сасси инçете-инçете саланчĕ. Елчĕкри культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем "Ырă кун, тăван", "Елчĕк ен", "Саламлама, чыс тума" юррисемпе уçрĕç уява. Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Сайкин ял-йыша уяв ячĕпе саламларĕ. Тỹрех каласа хăварам, хăнана Куславкка районĕнчи Елчĕксем те килсе çитнĕ. Историрен паллă, çавăнти ял çыннисем куçса килнĕрен йĕркеленсе кайнă та пирĕн районти Елчĕк ялĕ. Куславкка районĕнчи Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Ларионов пухăннисене ял уявĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕ, малашне çыхăнăва тата та анлăлатмаллине палăртрĕ. Калас пулать, кăшт маларах кăна пирĕннисем Куславкка тăрăхĕнче хăнара пулнăччĕ. Унтан Елчĕкри чи илемлĕ урамра, уйрăм кил-çуртра, чи лайăх хушма хуçалăхра пурăнакансене чысларĕç. Юлашки çулсенче Елчĕк куç умĕнче хитреленсе, çуталса пырать. Района пырса кĕрекен Юбилей урамне палласа та илеймĕн. Тротуарсем сарнă, ун çумĕпе тĕрлĕ чечек лартса ỹстереççĕ. Кăçаллăха унти чечексене ял тăрăхĕнче ĕçлекенсем пулăшмалла лартса панă пулсан, малашне унта пурăнакансемех хăйсен умĕсене хитрелетессишĕн тăрăшасса шанас килет. "Чи илемлĕ урам" ята Совет Союзĕн Геройĕ А.Беляев ячĕпе хисепленекен урамра пурăнакансем тивĕçрĕç. Чăннипех те илеме юратакансем пурăнаççĕ унта, çулсерен тротуарсем çумĕпе, палисадниксенче кĕр кунĕнче те илемне çухатман чечексем лартса ỹстереççĕ, çуртсен умĕсем таса та тирпейлĕ. Çак урамра пурăнакан Е.Михайлова тухса илчĕ ятарлă приза. "Единая Россия" партин вырăнти политканашĕн секретарĕ ентешсене уяв ячĕпе саламларĕ, урамри илем унта пурăнакансен пичĕ пулнине те палăртрĕ. "Чи лайăх урам" ятшăн панă хавхалантару укçине çитес çул валли чечек вăррисем илме шутлаççĕ çак урамра пурăнакансем. Октябрь урамĕнче пурăнакан Елена Шашкован хуçалăхĕ "Чи лайăх кил-çурт çумĕнчи участок" ята тивĕçлипе çĕнсе илчĕ. Çĕр улми пахчинче те, пĕчĕк пахчасенче те пĕр çум курăк тăратмасть типтерлĕ кил хуçи хĕрарăмĕ. Район центрĕ пулнăран-ши Елчĕкре ĕне, сысна, хур-кăвакал е тата ытти выльăх нумай усракан сахалтарах. Çавăнпа та ытларах Елчĕк ялĕн хĕрринчи Титов урамĕнче пурăнакансен килти хушма хуçалăхĕсемпе интересленнĕ жюри членĕсем. "Чи лайăх хушма хуçалăх" ята Анатолий Яковлев çемйине панă. Вăл картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усрать. Хуçалăх территорийĕнче пур çĕрте те таса та тирпейлĕ. Елчĕкре 3067 çын пурăнать. Пĕрремĕш уяв нихăçан асран тухмасть пулĕ ялта пурăнакан чи ватă тата чи çамрăк çынсемшĕн. "Чи ватă гражданин" ята Евгения Кушникова тивĕçрĕ. Евгения Витальевна кăçалхи ака уйăхĕнче 95 çулхи юбилейне уявланă. Ĕмĕрне ĕçлесе ирттернĕ ватă хĕрарăм паян та картишĕнче, пахчара кăштăртатать. Хăйне çапла чыс тунăшăн питĕ хĕпĕртенĕ вăл. Евгень аппа, пухăннисене кăштах хăйпе паллаштарнă май, район пуçлăхĕсене тав тума манмарĕ. Ĕмĕрĕпе Восточная урамри саккăрмĕш çуртра пурăннă вĕсен çемйи. Йĕри-тавра юшкăн, типĕ çанталăкра та пылчăк çăрăлать, пăралукка хĕррипе хĕлĕн-çăвĕн шыв юхать. Ураран атă е тарăн калуш каймасть. Çул çукки питĕ тарăхтарнă çав урамра пурăнакансене. Уйрăмах хĕрринчисене _ Кушниковсене. Паян вара вĕсен хапхи умĕнчен яка та асфальтлă çул иртет. Епле савăнать ватă çак çулшăн. Çакăншăн тав тумасăр мĕнле чăттăр ĕçпе вăрçă ветеранĕн чунĕ. Хăйĕн хĕпĕртĕвне пĕлтернĕ май ял çыннисене сывлăхпа пурăнма пехил пачĕ вăл. Уява Евгень аппа пĕччен килмен, пур тăванĕ те унпа юнашар пулни хăйне евĕр телей те. "Чи çамрăк гражданин" ята Наталия Нягина тивĕçрĕ. Уйăхран иртнĕ Наташăн аслашшĕ-асламăшĕ те тĕп Елчĕксем. Мĕн каламалли, паян район центрĕнче такам та хунав янă, тĕрлĕ наци çыннисем пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнаççĕ. Кусем вара_ тĕприсем. Пĕчĕк чиперукăн амăшĕ, Ольга Петровна, Патреккелти ача садĕнче медсестра пулса ĕçлет. Ашшĕ, Виталий Витальевич, ММППЖКХра. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Наташăна коляска парнелерĕ. Чи лайăххисен йышне кĕнĕ сумлă та тăрăшуллă çынсене пурне те асăнмалăх парнесем парса чыс турĕç. Çак уява малалла çулсерен йĕркелеме палăртнă. Унтан сцена çинчи артистсем пĕрин хыççăн та тепри улшăнчĕç. Культработниксем, искусство шкулĕн ĕçченĕсемпе вĕренекенĕсем, шкул ачисем чăваш-вырăс юррисене шăрантарчĕç, ташшисемпе тыткăна илчĕç. Сăмахăма хăнасем çине куçарнă май, чи малтанах çакна уйрăммăн палăртас килет. "Эткер" фольклор ансамблĕ чылай çул каялла йĕркеленнĕ Куславкка районĕнчи Елчĕкре. Ăна Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ работникĕ Людмила Георгиевна Ефимова ертсе пырать. Хăнасем чăваш халăх юррисене юрланă май куракансем тỹрех сцена çывăхнерех пыма пуçларĕç. _ Епле илемлĕ саслă, чăн-чăн чăвашлăх тапса тăрать вĕсенче,_ теççĕ куракансем кăмăллăн. Унтан хăнасемпе сăмах пуçаратăп. "Чăннипех те илемлĕ сирĕн патăрта. Таса, чаплă çуртсем, тирпейлĕ, культура керменĕсем хăтлă та пуян. Сирĕнтен ырă тĕслĕх илмелли нумай",_ теççĕ вĕсем. Район центрĕ çеç мар, юнашар вырнаçнă ялсенче (Патреккелте те пулнă йăхташăмăрсем), пуян та чыслă пурăннине кăмăллăн пĕлтерчĕç. Анчах хăнасене вырăнти артистсем фонограммăпа юрлани пит килĕшсех кайманнине те пытармарĕç. "Эпир кирек ăçта кайсан та чĕррĕн юрлатпăр",_ тет фольклор ансамбльне чылай çул çỹрекен Евгения Зуева. "Эткер" фольклор ушкăнĕн пултарулăхĕ куракансен кăмăлне чăннипех те кайни вĕсен калаçăвĕнчен уçăмлăн сисĕнчĕ. Уявран А.Московский, Н.Ĕнелпи юрăçсем те аякка пăрăнман. Вĕсем куракансене илемлĕ юрăсем парнелерĕç. Анчах стадионта халăх йышлă тесе калаймăн. Хĕртсе хĕвел пăхнă кун ял çынни пахчари юлашки ĕçсене вĕçлесшĕн пулнă-тăр, теприсем вара праçник çинчен илтмесĕрех юлнă пулĕ. Ял уявĕнче тĕрлĕ спорт вăййисем те иртрĕç. Футболла выляма юратакансем çеç 8 команда тăратнă. Çĕнтерỹçисем _ Элпуçсемпе Кармалсем. Вĕсем Елчĕксенчен 1:0 шутпа выляса илчĕç. Тĕп стадион çеç мар, шкулти спорт площадки те кĕрлесе çеç тăчĕ çак кун.
"Елчĕк Ен"