П.В.КУЗНЕЦОВ: "Тăван халăхăмăра упраса хăварасчĕ"
Елчĕк тăрăхĕ пултаруллă çынсемпе пуян. Наукăра палăрнисем те чылай. Пирĕн районтан 3 академик, наукăсен 20 ытла докторĕ, 100 ытла кандидачĕ тухнă. Вĕсем ытларахăшĕ хуласенче ĕçлесе пурăнаççĕ. Тин çеç философи наукисен кандидачĕ ята хỹтĕленĕ Петр Васильевич Кузнецов районти ăсчахсенчен ялта пурăнакан пĕртен-пĕр çын. Вăл _ Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул директорĕ. _ Петр Васильевич, эсир хỹтĕленĕ наука диссертацийĕн ячĕ хăйне евĕрлĕ: "Национальное самосознание чувашского этноса как объект социально-философского исследования". Мĕн хистерĕ сире чăваш халăхĕн аталанăвне тĕпчеме? _ Кашни халăхăн хăйĕн шăпи, хăйĕн аталанăвĕ, кун-çулĕ. Пытарма кирлĕ мар, чуна ыраттаракан хыпар та пур: ЮНЕСКО пĕлтернĕ тăрăх, чăваш чĕлхине пĕтсе пыракан чĕлхесен шутне кĕртнĕ иккен. Çавăнпа пирĕн пĕр тĕллеве пăхăнса ĕçлемелле _ чăваш халăхне упранса юлма пулăшасси. "Эпир пулнă, пур, пулатпăр" тĕп шухăш пулмалла. Çакна пăхăнсан халăхшăн усăллă, пархатарлă ĕç тума пулатех. Хамăн наука ĕçĕнче çак шухăша мала хутăм та. _ Наука ĕçне хатĕрлеме вăхăт та, тĕпчев те сахал мар кирлĕ... _ Философи наукисен кандидачĕн ятне хỹтĕлеме чылай вăй хума тиврĕ. Чăваш патшалăх университечĕн профессорĕ, наука ĕçĕн ертỹçи Г.Н.Матвеев сĕннипе чи малтанах мероприятисен планне туса хатĕрлерĕмĕр. 2003 çултанпа тĕрлĕ ĕç-хĕл туса ирттерме тиврĕ: ялсенче пурăнакансем, шкулсенче вĕренекенсем хушшинче чăваш нацийĕн, чĕлхин аталанăвĕ, малашлăхĕ пирки ыйтса пĕлесси, тĕпчев ĕçĕсене пĕтĕмлетсе Раççей, Чăваш Ен шайĕнчи тĕрлĕ журналсенче материалсем пичетлесси чи малти вырăнта пулчĕ. Чăвашсем тĕрлĕ вырăнсенче сахал мар пурăнаççĕ. Тĕнче тăрăх сапаланнă йăхташăмăрсемпе те çыхăнусем йĕркелеме тиврĕ. Мускав хулинчи, Самар, Тутарстан, Мари Эл тата ытти тăрăхри ентешлĕх ертỹçисемпе те нумай курнăçнă. Вĕсенче чăваш нацине аталантарас, унăн малашлăхĕшĕн тăрăшни чуна савăнтарать, кăмăл-туйăма çĕклет. Мĕн каласан та, хамăр халăх малашлăхĕшĕн ытти республикăсемпе облаçсенчи ентешлĕхсем пирĕнтен те лайăхрах ĕçлеççĕ тесе калама пулать: вĕсенче чăваш наци фестивалĕсем, Акатуйсем, паллă çынсене халалласа тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Тен, çаксене пурнăçлама Чăваш Енрен аякрах вырнаçни те хистет пулĕ _ ытти регионсенче, ман шутпа, тăван халăх чĕлхине сыхласа хăварассипе питĕ нумай тимлеççĕ. Тĕпчев ĕçĕсене йĕркеленĕ вăхăтра Чăваш наци конгресĕн Аслă пухăвĕсенче тухса калаçма та чылай тиврĕ. Вĕсенче яланах ăс-тăна, тĕнче курăма, идеалсене çĕнетес енĕпе тĕрлĕ сĕнỹсем те панă. Кивĕ шухăшпа пурăнмалла мар, яланах малалла талпăнмалла, хамăрăн улшăнма тăрăшмалла, ăрусем хушшинчи çыхăнăва хавшама памалла мар. Диссертацине хатĕрленĕ тапхăрта тĕрлĕ юбилейсен ячĕпе ирттернĕ наука-практика конференцийĕсене те хутшăннă. Чăваш халăхĕн ăнланулăхĕ пирки шухăшсене палăртнă. Чăваш Енре çут çанталăк пуянлăхĕ сахал. Ытти тăрăхра пулсан, унти халăх майĕпен "сỹннĕ" пулĕччĕ. Пирĕн чăваш халăхĕ хăйĕн ăнланулăхне, ĕçченлĕхне, тараватлăхне, хастарлăхне пула аталанать, малашлăха шанать, пысăкран та пысăк тĕллевсем палăртать. Çакăнта пирĕн пуласлăх! _ Петр Васильевич, наука ĕçне хатĕрленисĕр пуçне, ăна хỹтĕлеме те пĕлмелле. Сирĕн ĕçе мĕнле хакларĕç? _ Маларах палăртрăм, тĕпчев ĕçне тĕплĕнрех хатĕрлеме эпĕ 2003 çултах пуçларăм. Маларах шкулта ĕçленĕ чухне те чăваш наци аталанăвĕн, малашлăхĕн ыйтăвĕсем хумхантарнă. Вĕсене татса парассинче мана Чăваш патшалăх университечĕн профессорĕ, наука руководителĕ Г.Н.Матвеев хавхалантарса пычĕ. Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул коллективĕ, С.Н.Николаев директор, район администрацийĕн вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕ те чылай пулăшу, сĕнỹсем пачĕç. Çавăн пекех Чăваш патшалăх университечĕн проректорĕн О.Н.Викторовăн, ентешсен сарлака хул пуççийĕн туйăмне те туйнă, туятăп та. Иртнĕ çул вĕçĕнче Чăваш патшалăх университетĕнчи Э.З.Феизов ертсе пыракан диссертаци канашĕ (унта тĕрлĕ регионсенчи аслă вĕренỹ заведенийĕсенчи 19 ăсчах) эпĕ хатĕрленĕ наука ĕçне тишкерсе тивĕçлĕ хак пачĕ. Унăн йышăнăвне Раççейри аттестацин аслă комиссийĕ çирĕплетрĕ, мана философи наукисен кандидачĕн ятне илме тивĕçлине палăртса 2009 çулхи нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче 6кỸ96 номерлĕ йышăну кăларчĕ. Наука ĕçне хỹтĕленĕ вăхăтра манăн оппонентсем тивĕçлĕ çынсем пулчĕç. Хамăрăн ентеш, Аслă Елчĕк ялĕнче çуралса ỹснĕ, тĕнчипе паллă этнопедагог Г.Н.Волков академик, Чăваш ял хуçалăх академийĕн профессорĕ, философи наукисен докторĕ Р.Н.Михайлова диссертацине тĕплĕн тишкерчĕç, "ăнăçлă" тесе хак пачĕç. Хама куллен пулăшса пынă çынсене чун-чĕререн тав тăватăп. _ Çĕнĕ ăсчаха тĕпчев çулĕнче тата та пысăк çитĕнỹсем тума ăнăçу сунатпăр. Çапах та эсир хăвăрăн кун-çулăра уçса параймăр-ши? _ 1963 çулта Курнавăш ялĕнче кун çути курнă. Çемье йышлă пулнă пирĕн _ 9 ача. Эпĕ _ çиччĕмĕш. Курнавăш, унтан ДОСААФăн Канаш шкулĕсене пĕтернĕ хыççăн 1981-1983 çулсенче Совет Çарĕн Германири ушкăнĕнче службăра тăнă. Унтан Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультечĕн истори уйрăмĕнче пĕлỹ пухнă. 1988 çулта тăван ене таврăннă, Тĕмер шкулĕнче директорăн çумĕ пулса тăрăшнă. 1991 çултанпа _ Курнавăш шкулĕнче _ учитель. Кăçалхи кăрлач уйăхĕнче çак шкулăн ертỹçин тилхепине тытса пыма шанчĕç. Наукăпа тĕпчев ĕçĕнче тăрăшакансем пирĕн йăхра, мансăр пуçне, тата та пур. Томскри патшалăх университетĕнче 1980 çултанпа иккĕмĕш сыпăкри пичче, физикăпа математика наукисен кандидачĕ К.Н.Ефимов тăрăшать. Тăван аппа, "Чăваш Республикин патшалăх истори архивĕ" патшалăх унитарлă предприятин директорĕ Г.В.Ертмакова _ истори наукисен кандидачĕ, унăн хĕрĕ Л.В.Ертмакова (Антонова) _ педагогика наукисен кандидачĕ. Нумаях пулмасть пиччен ачи П.Н.Кузнецов физикăпа математика наукисен кандидачĕн диссертацине хỹтĕлерĕ. Пирĕн тăрăхра, пытарма кирлех мар пулĕ, кĕвĕçỹ туйăмĕ, уйрăмах çын "çỹлерех" хăпарма пуçласан, палăрать. Эпĕ вĕсен йышне кĕресшĕн мар. Наука ĕçне хатĕрленĕ май çакна туйса илтĕм _ çынсен пулăшăвĕсĕр малалла кайма çук. Халăх аталантăр тесен, маларах палăртрăм, пĕр-пĕрне ăнланни лайăх. Çавăнпа наука çулĕ çине тăма кăмăл тăвакансене вăй çитнĕ таран пулăшма хатĕр. |
"Елчĕк Ен"