Лăпланса лармалла мар
Хĕрỹ тапхăр _ вырма вăхăтĕнче, йăлана кĕнĕ тăрăх, "Трактор" операци-уйăхлăх иртет. Çурла уйăхĕн 1-31-мĕшĕсенчи мероприятине патшалăх техника асăрхавĕн республикăри инспекцийĕпе Шалти ĕçсен Чăваш Республикинчи министерстви пĕрле йĕркеленĕ. Операци-уйăхлăх вăхăтĕнче тракторсемпе хăйсем тĕллĕн çỹрекен ытти машинăсен хуçисем техникăна патшалăх енчен регистрацилесси, техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларасси, çул çỹремелли йĕркесене пăхăнасси тата машинăсене ĕçре усă курасси мĕнле шайра пулнине тишкернĕ. Чылай механизатор тракторсемпе ытти машинăсене юсавлă тытса тăрать пулин те, йĕркене пăснă тĕслĕхсем те тĕл пулчĕç. "Трактор" операци-уйăхлăх вăхăтĕнче 243 техникăна тĕрĕсленĕ. Ĕçе явăçнă е çула тухнă 8 машина çул çỹремелли йĕркесене, 5-шĕ хăрушсăрлăх техникин, пĕри çут çанталăк сыхлавĕн, 4-шĕ патшалăх регистрацийĕн, 8-шĕ патшалăх техника тĕрĕслевĕн ыйтăвĕсене тивĕçтермен. Хăшпĕр механизаторсем çул çине е ĕçе тухнă чухне документсене илме "манаççĕ". Акă, операци-уйăхлăх вăхăтĕнче 3 механизатор удостоверенисĕр, 5-шĕ регистраци хучĕсемсĕр, 4-шĕ путевкăсăр, 5-шĕ патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларнине палăртакан талонсăр ĕçе е çул çине тухнă. 3 тракторпа ял хуçалăхăн ытти машинисем çинче патшалăх регистраци палли пулманни вара пачах килĕшỹсĕр. Çавăн пекех 2 техника çинчи агрегатсемпе узелсен номерĕсем регистраци докуменчĕсенчисемпе пĕр килменни те палăрнă. Çакă техникăна пăхса тăрас енĕпе ĕçлекен специалистсен явапсăрлăхне палăртать те ĕнтĕ. Айăплисене тивĕçлипе явап тыттарнă. 15 механизатора, предприятисемпе организацисенчи, учрежденисенчи должноçри 8 çынна, 2 предприятипе организацине административлă майпа айăпланă, 25 çынна 7800 тенкĕлĕх штрафланă. "Трактор" операци-уйăхлăх вĕçленчĕ пулин те, лăпланма юрамасть _ юсавлă техникăпа çеç усă курмалла.