Космос паттăрĕ "Победа" колхозра
Чăваш каччи А.Г.Николаев космосра вĕçсе çỹресе çĕр çине ăнăçлă анса ларнă. Çакă вăл чăваш халăхĕшĕн питĕ пысăк чыс пулнă. Халиччен чăваш çинчен илтмен халăхсем пирĕн те паттăр ывăл пуррине пĕлнĕ. Çакăн пек космосра паттăрла ĕçсем тунă хыççăн Николаев летчик-космонавтăн çĕр çинче те мухтавлă çулĕсем пуçланнă. Тĕрлĕ çĕршывсемпе ĕç коллективĕсем йыхравланипе Андриян Григорьевич вĕсем патне тĕл пулусене çỹренĕ. Çакăн пек тĕл пулусенчен пĕри 1963 çулхи авăн уйăхĕн 12-мĕшĕнче Андриян Григорьевич шăпах пирĕн колхоз çĕрĕ çинче (Ленин орденлĕ "Победа" колхозра) пулса иртнĕ. Космос паттăрĕ хамăр колхоза килессине пĕлсен пурте савăннă, ăна курас, унпа калаçас кăмăл çĕкленнĕ. Çав çулхине хальхи Елчĕк районĕ Патăрьел районне кĕнĕ. А.Г.Николаев малтан Патăрьел районĕнчи "Гвардеец" колхоз ĕçченĕсемпе паллашнă. Хаклă хăнана "Победа" колхоз чиккинче питĕ нумай халăх çăкăр-тăварпа кĕтсе илнĕ. А.Г.Николаевпа пĕрле КПСС обкомĕн пĕрремĕш секретарĕ С.М.Ислюков, Чăваш АССР Министрсен Совечĕн председателĕ М.В.Зайцев, КПСС обкомĕн секретарĕ А.С.Ерлаков килнĕ. Çак тĕл пулу пирки 1955 çулта çуралнă З.И.Зайцева çапла аса илет: "А.Г.Николаев пирĕн колхоза килнĕ çул, шăп сентябрь уйăхĕнче, эпĕ пĕрремĕш класа кайнă. Паянхи пекех ас тăватăп хамăр ентешĕмĕре еплерех кĕтсе илме тухнине. Ялти мĕн пур çын, шкул ачисем пурте пĕрле шкул умĕнчен пуçласа Анат Туçа патĕнчи чикке çити "чĕрĕ коридор" туса чечек çыххисемпе Николаева кĕтсе илтĕмĕр. Пире, пĕчĕкскерсене, чи малти рете тăратнăччĕ. 8-мĕш класра вĕренекен Алексей Петров вара хăйĕн фотоаппарачĕпе çак сăн ỹкерчĕксене ỹкерсе пычĕ (вăл вăхăтра шкулта фотокружок ĕçленĕ пулнă). Хальхи вăхăтра Алексей Александрович Петров Кушкăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта ачасене тарăн пĕлỹ парать". Вăл вăхăтра "Победа" колхоза Социализмла Ĕç Геройĕ Василий Васильевич Зайцев ертсе пынă. Виçĕ Ленин орденне тивĕçнĕ В.В.Зайцевăн А.Г.Николаева кăтартмалли, каласа памалли питĕ нумай пулнă. Колхоз территорийĕнче Андриян Григорьевич кантăр заводĕнче, сад пахчинче, кукуруза анинче, хăмла плантацийĕнче, турнепс уйĕнче пулса курнă. Хальхи вăхăтченех çак сăн ỹкерчĕксем упранса юлнă. Вăл пирĕн ял, колхоз историйĕшĕн питĕ чаплă материал. Çак ĕçе пурнăçланă май эпĕ хам та çак тĕл пулура пулса курнăнах туйăнать. Паттăр çын хамăр колхозра пулса курни мана халĕ те савăнтарать. Шăпах çав кун Кивĕ Арланкасси ялĕнче пурăнакансем хăмла татнă. Колхозниксемпе шкул ачисем, учительсем, ялти ватă-вĕтĕ пурте Николаева курма хăмла плантацине пуçтарăннă. Çак кун çанталăк питĕ ăшă, хĕвеллĕ пулнă. Янкăр тỹпере пĕр пĕлĕт татăкĕ те курăнман. Патвар, сăнĕпе маттур, илĕртỹллĕ Андриян. Пĕтĕм халăх ун çине ытараймасăр пăхса тăнă. Ялти ватă çынсем çак тĕл пулăва паянхи кун пулса иртнĕ пекех ас тăваççĕ. Вĕсен куçĕсем шывланаççĕ, мĕншĕн тесен "вăл вăхăтра эпир ĕçлекен вăй питти çынсем пулнă", теççĕ. Вăл вăхăтра пирĕн колхозра "Çĕнте-рỹшĕн" ятлă хаçат тухса тăнă. 1960-1964 çулсенче тухса тăнă хаçатăн номерĕсем паянхи кун та упранаççĕ. Вĕсене хамăр ял историйĕпе интересленекен Илья Матвеевич Трофимов пуçтарса пынă. А.Г.Николаев пирĕн колхозри сад пахчинче пулнă заметка та паянхи кунчченех упранса юлнă. Хуçалăха курса çаврăннă хыççăн Аслă Пăла Тимеш ялĕнчи чиркỹ умĕнчи лапамра (хальхи вăхăтра унта часавай вырнаçнă) нумай çĕр çынлă савăнăçлă митинг пулса иртнĕ. Митинг пуçлансанах А.Г.Николаева Альбина Портнова вĕренекен хĕрлĕ галстук çыхтарса ярать. Чăвашсен йăлипе ачасем тĕрлесе илемлетнĕ парнепе чысланă. А.Г.Николаев космоса алла илес ĕçри çитĕнỹсемпе паллаштарнă. Ял ĕçченĕсем те унăн сăмахĕсемпе хавхаланса çĕр ĕçĕнче пысăк çитĕнỹсем тума сăмах панă. Çак тĕл пулу вăхăтĕнче "Победа" колхоз председательне _ Социализмла Ĕç Геройне, СССР Верховнăй Совет депутатне В.В.Зайцева летчик-космонавт А.Г.Николаев çуралнă Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăлти колхоза ертсе пыма сĕннĕ. 1964 çулхи февраль уйăхĕнчен вара В.В.Зайцев Николаев ячĕпе хисепленекен колхоза ертсе пыма йышăннă, каярахпа çĕршыври малта пыракан колхозсен шайне çитернĕ. Митингра А.Г.Николаев çапла каланă: "Пире, космонавтсене, уйрăмах ачасем çыру нумай çыраççĕ, космонавт пулма мĕн кирлĕ тесе ыйтаççĕ. Тăрăшса вĕренĕр, ĕçе юратăр, мĕншĕн тесен ĕçпе паттăрлăх яланах пĕрле çỹреççĕ. Тăван çĕршыва юратăр, паттăр çынсем пулăр". Андриян Григорьевич каланă сăмахсем нихăçан та кивелмĕç, вĕсем паян ỹсекен çамрăк ăрушăн та усăллă пуласса шанас килет. Космосри паттăрлăх пире, çитĕнсе пыракан ăрăва татах та лайăхрах вĕренме, пурнăçра пысăк çитĕнỹсем тума хистет, хавхалантарать. Çапла вара, чăваш паттăрĕ, вĕçĕ-хĕррисĕр уçлăха вĕçсе тава тивĕçлĕ ĕçсем турĕ, космонавтика историне самаях пуянлатма пулăшрĕ. Çакна уйрăмах палăртасшăн: тĕнче уçлăхĕнче чи малтисен шутĕнче пулса курса, унта ĕçлесе Андриян Николаев, чăваш ятне çав тери çỹле çĕклерĕ, унăн чыс-сумне ỹстерчĕ. Çĕр чăмăрĕ çинче чăваш халăх пуррине тĕнчен мĕн пур кĕтесĕнче пĕлчĕç. Ахальтен мар А.Г.Николаев космоса Кăйкăр ятпа вĕçнĕ.
"Елчĕк Ен"