Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Укçа-тенкĕ шута юратать

Çурла уйăхĕн 31-мĕшĕнче район администрацийĕн пысăк залĕнче Елчĕк районĕнчи Депутатсен пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна районти Депутатсен пухăвĕн ертỹçи Р.Молодова ертсе пычĕ. Ларăва район пуçлăхĕ Н.Миллин, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, райадминистрацин структура подразделенийĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисем хутшăнчĕç. Чи малтанах райадминистрацин экономикăпа пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Л.Дмитриева районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн кăçалхи пĕрремĕш çур çулти итогĕсемпе паллаштарчĕ. Районти предприятисем 2009 çулта хальхи хаксемпе 48,2 миллион тенкĕлĕх (пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан 21 процент нумайрах) промышленность продукцийĕ туса кăларнă. Районти аграри секторĕ экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕнче тĕп вырăн йышăнать. Ял хуçалăхĕнче пурĕ 284,6 миллион тенкĕлĕх продукци туса илнĕ. Продукци калăпăшĕн индексĕ пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен 101,9 процентпа танлашать. Пурĕ 15156 тонна сĕт, 1932 тонна аш-какай туса илнĕ. Сĕт суса илесси, 2008 çулхи 6 уйăхри тапхăрпа танлаштарсан, 2 процент ỹснĕ, аш-какай туса илесси 101 процентпа танлашнă. Мăйракаллă шултра выльăх йышĕ кăçалхи утă уйăхĕн пĕрремĕшĕ тĕлне 13463 пуç шутланнă. Пысăк тата вăтам предприятисенче ĕç укçине 20 процент таран ỹстерме пултарнă. Ваккăн сутакан тавар çаврăнăшĕ пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 15 процент таран ỹснĕ, пурĕ 239,1 миллион тенкĕпе танлашнă. Халăха 27,7 миллион тенкĕлĕх тỹлевлĕ пулăшупа тивĕçтернĕ. Отчетлă тапхăрта 479 хушма ĕç вырăнĕ туса панă, çав шутран 169-шĕ _ пĕчĕк бизнесра. Пĕчĕк тата вăтам предприятисем хăйсен вăйĕпе 131,6 миллион тенкĕлĕх тĕрлĕ ĕç пурнăçланă (иртнĕ çулхинчен 31,9 процент нумайрах). Тĕп капитала аталантарма пурĕ 86,1 миллион тенкĕ укçа-тенкĕ хывнă. Çакă иртнĕ çулхи 6 уйăхри тапхăрпа танлаштарсан 11 процент нумайрах. Докладчик социаллă аталанури, социаллă политикăри лару-тăрăва тишкерсе хак пачĕ, малашлăх тĕллевсем çинче чарăнса тăчĕ. Пухура депутатсем районăн 2009 çулхи бюджетне 6 уйăхра пурнăçланин отчетне çирĕплетрĕç. Йышăну проекчĕпе райадминистрацин финанс пайĕн ертỹçи Г.Анисимова паллаштарчĕ. Отчетлă тапхăрта район бюджечĕн тупăшĕ 168,6 миллион тенкĕлĕх пуçтарăннă (çулталăкра пăхса хăварнин 54,7 проценчĕ). Налукран, налук шутне кĕмен тỹлевсенчен пырса кĕрекен тупăшсен виçи _ 10,9 процентпа, предприниматель ĕçĕнчен тата ытти ĕç-хĕлтен _ 3,2 процентпа, Чăваш Республикин бюджетĕнчен уйăракан тавăрса памалла мар укçа-тенкĕ 85,9 процентпа танлашнă. Район бюджечĕн тăкаксен пайĕ 158,8 миллион тенкĕпе танлашнă (51,5 процент). Г.Анисимова районти кашни отрасль мĕнле ĕçлени, тĕллевлĕ укçа-тенке епле расхутлани çинче чарăнса тăчĕ. Депутатсем çавăн пекех Депутатсен пухăвĕн 2007 çулхи ноябрĕн 20-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕн 15Ỹ10 номерлĕ, 2005 çулхи ноябрĕн 18-мĕшĕнчи 2Ỹ1-c номерлĕ, 2007 çулхи сентябрĕн 24-мĕшĕнчи 14Ỹ5-с номерлĕ йышăнăвĕсене, Чăваш Республикин Елчĕк районĕн Уставне улшăнусем кĕртрĕç, çĕрпе тата пурлăхпа усă курнăшăн тỹлемелли аренда ставкисене çирĕплетрĕç. Район пуçлăхĕн çумĕ _ вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый çул çитменнисемпе тата вĕсен прависене хỹтĕлессипе ĕçлекен районти комиссин ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Район пуçлăхĕн çумĕ _ капиталлă строительство тата коммуналлă хуçалăх пайĕн ертỹçи И.Кузнецов 2009 çулхи пĕрремĕш çул çулта административлă комисси пурнăçланă ĕçсем çинчен отчет туса пачĕ. Депутатсем кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене те пăхса тухрĕç.


"Елчĕк Ен"
02 сентября 2009
00:00
Поделиться