Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пысăк ялăн пысăк савăнăçĕ

Патреккелте 1742 çулхи çурла уйăхĕн 28-мĕшĕнче хальхи Елчĕк районне кĕрекен ялсенчен чи малтан чиркỹ уçнă. Çветтуй Турă Амăшĕ ĕмĕрлĕхех канлĕх тупни ятлă пулнă вăл. Анчах иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенчи пăтăрмахлă самана саламачĕ ялтан пăрăнса иртмен. Икçĕр çула яхăн ларнă чиркĕве хупнă. Çапах та Патреккелсем чиркỹ уçнă куна ял уявĕ вырăнне хурса паллă тăваççĕ. Юлашки çулсенче ял уявне Патреккелсем пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсем туса ирттернипе палăртаççĕ. Акă, 2003 çулхи çурла уйăхĕн 28-мĕшĕнче яла çут çанталăк газĕ çитрĕ. Икĕ çул каялла çак кун пĕтĕмĕшле врач практикин уйрăмĕ уçăлчĕ. Кăçал вара пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул уçăлчĕ тата тĕпрен юсанă хыççăн тĕслĕх культура çурчĕ ĕçлеме пуçларĕ. Шкулăн йывăçран тунă шкул çурчĕ вĕрентỹ условийĕсене тивĕçтерменни тахçанах паллăччĕ. Çавăнпа пĕлтĕр Комсомольскинчи "Энергосервис" ООО икĕ хутлă çĕнĕ шкул çурчĕ хăпартма тытăнчĕ те çак ĕçе нумаях пулмасть вĕçлерĕ. Успени кунĕ çĕнĕ шкул çурчĕ умне ял-йыш, вĕренекенсем, хуларан килнĕ ентешсем, хăнасем пуçтарăнчĕç. Вĕсене чи малтанах район пуçлăхĕ Н.Миллин саламларĕ. Ял уявĕн кунĕнче çĕнĕ шкул уçни ял çыннисене, вĕренекенсемпе вĕрентекенсене çав тери пысăк парне. Кунта ачасене лайăх вĕренме, вĕрентекенсене ĕçлеме мĕнпур услови туса панă, терĕ вăл. Николай Петрович республика ертỹçисене çĕнĕ шкул туса лартма укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен пулăшнăшăн тав турĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ, Елчĕк районĕн хисеплĕ гражданинĕ М.Михайловский республикăра юлашки çулсенче çакнашкал 156 объект туса лартни, вĕсем унччен тунă шкулсенчен хăтлăхĕпе, хитрелĕхĕпе, вĕренме условисем лайăхраххипе уйрăлса тăнине палăртрĕ. Çĕнĕ шкулăн усси пулмалла, ачасен тăрăшса вĕренмелле, педагогсен ачасене тарăн пĕлỹ парассишĕн çине тăрса ĕçлемелле, терĕ вăл. Вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министрĕ Г.Чернова Патреккел ялĕнче хăтлăхĕпе, условисемпе хулари чи лайăх гимназирен уйрăлса тăман шкул уçăлнине палăртрĕ. Вăл шкула министерство интерактивлă доска парнелени çинчен пĕлтерчĕ. Ун пек оборудовани хальлĕхе хулари шкулсенче те сахал-ха. "Чăвашрегионгаз" ООО ертỹçи, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ К.Мифтахутдинов, шкул выпускникĕ, республикăри ветерансен канашĕн ертỹçин çумĕ А.Скворцов, шкул выпускникĕсем кермен шкул уçăлнă ятпа саламларĕç, шкула парнесем пачĕç. Генподрядчик представителĕ, "Энергосервис" ООО ертỹçи П.Лебедев шкулăн символ уççине шкул директорне Н.Иванова пачĕ. Кăçал пĕрремĕш класа килекенсем тата шкул ачисем хаклă парнешĕн сăвăсем каласа тав турĕç. Çĕнĕ шкул уçăлнă ятпа пĕрремĕш шăнкăрав янăрарĕ. Ăна кăçал пуçласа шкула вĕренме килекен С.Маркова тата çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче шкултан вĕренсе тухакан Н.Миллин пачĕç. Акă кĕтнĕ самант та çитет. Савăнăçлă лару-тăрура хĕрлĕ хăйăва М.Михайловский, Г.Чернова тата Н.Миллин касаççĕ. Хăнасем, шкул ачисем, ашшĕ-амăшĕсем шкулпа паллашма шала кĕреççĕ. Тул енчен кăна мар, шалта та хитре, илĕртỹллĕ çĕнĕ шкул. Классем çутă та таса. Вĕсене сĕтел-пукан, вĕрентỹре кирлĕ хатĕрсем вырнаçтарнă. Шкул музейĕ, информатика кабинечĕ, библиотека, пĕр харăсах 50 ача вырнаçса апатланмалли столовăй, пысăк акт залĕ _ пурте куçа илĕртеççĕ. Кун пек шкулта начар вĕренме намăс та, палăртрĕç шкулпа паллашнă хыççăн хăнасем. Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан 150 ача вырнаçмалăх шкулта Патреккел, Акчел, Элекçей Тимеш, Вăрăмхăва ялĕсенчи ачасем вĕренĕç. Çĕнĕ шкулпа юнашарах ача сачĕ, пĕтĕмĕшле врач практикин уйрăмĕ, спорт залĕ, хоккей площадки, культура çурчĕ вырнаçнă. Тĕпрен юсанă хыççăн çĕнĕрен ĕçлеме пуçланă культура çурчĕ палласа илмелле мар улшăннă. Хăнасене зал тулли халăх кĕтсе илчĕ. Чăваш Республикин Президенчĕн "Чăваш Республикинчи ялти культура учрежденийĕсене аталантарас енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен" Указĕ тухнă хыççăн çĕнетсе улăштарнă виççĕмĕш культура çурчĕ вăл районта. Çĕнелнĕ культура çурчĕ ĕçлеме пуçланă ятпа ял-йыша М.Михайловский, Чăваш Республикинчи культура, наци ĕçĕсен тата информатика политикин, архив ĕçĕн министрĕн çумĕ В.Бондарев саламларĕç. В.Бондарев культура çурчĕн директорне Е.Добронравовăна тĕслĕх клуб учрежденийĕ пулса тăнине çирĕплетекен свидетельство тата çутă, сасă аппаратури, ытти техника, сцена костюмĕсем уйăрни çинчен документ пачĕ.


"Елчĕк Ен"
02 сентября 2009
00:00
Поделиться