Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Республика форумне хутшăннă

Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ умĕн пуçламăш классене вĕрентекенсен республикăри форумне районти учительсем те активлă хутшăннă. "Чăваш Республикинче "Пирĕн çĕнĕ шкул" наци вĕрентỹ пуçарăвне пурнăçа кĕртесси" ятпа иртнĕ форумра вĕрентỹ стандарчĕсене çĕнетес, ачасене аталанма пулăшу кỹрес, хальхи шкул инфратытăмне туса хурас, шкул ачисен сывлăхне çирĕплетес ыйтусем çинче тĕплĕн чарăнса тăнă, педагогсем валли пултарулăх лапамĕсем, автор лабораторийĕсем ĕçленĕ. Раççей Президенчĕн грантне тивĕçнĕ Ф.Порфирьева (Курнавăш), Т.Титова (Çĕнĕ Пăва), аслă категориллĕ В.Молоствова (Елчĕк) учительсем форумра хăйсен ĕç опычĕпе паллаштарнă.


"Елчĕк Ен"
31 августа 2009
00:00
Поделиться