Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Район уй-хирĕсенче

Çурла уйăхĕн 28-мĕшĕ тĕлне районĕпе пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 18455 гектар (98 процент), пурĕ 480310 центнер çапса тĕшĕленĕ. Пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç 26,0 центнер. Кĕрхи культурăсене 4510 гектар (69 процент) акнă. Акционерсен "Прогресс" обществинче (пурĕ 600 гектар), К.Маркс ячĕллĕ ЯХПКра (210 гектар), "Сатурн" ЯХПКра (100 гектар), "Рассвет" ЯХПКра (130 гектар), "Комбайн" ЯХПКра (340 гектар), "Победа" ОООра (284 гектар) кĕр тыррисене акас ĕç вĕçленнĕ. 8650 гектар кĕрхи çĕртме сухи тунă. 16866 гектар (90 процент) çинчи улăма пухса хушăка хывнă. Çĕр улми авăрне 150 гектар çинче вырнă. Çав шутран "Прогресс" ЗАОра _ 30 гектар, "Слава картофелю _ Яльчики" агрофирмăра _ 50 гектар, "Клевер" ОООра _ 45 гектар, "Свобода" ЯХПКра _ 15 гектар, "Рассвет" ЯХПКра _ 10 гектар.


"Елчĕк Ен"
31 августа 2009
00:00
Поделиться