Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Патреккелсен пысăк савăнăçĕ

Елчĕк районĕнчи Патреккелсем хăйсен паллă та пĕлтерĕшлĕ уявĕсене çурла уйăхĕн 28-мĕшĕнче - Çветтуй Турă амăшĕ ĕмĕрлĕхех канлĕх тупнă кун - ирттересси йăлана кĕнĕ. Икĕ çул каялла шăпах çак кун ялта çемье врачĕн офисĕ ĕçлеме пуçланă, вырăнти “Арбат” уçăлнă.

Кăçалхи мĕнпе асра юлĕ-ха? Ĕнер асăннă ял ĕçченĕсемшĕн, унта пурăнакансемшĕн тата пысăкрах савăнăç “йăтăнса анчĕ”: тĕпрен юсанă хыççăн тĕслĕх культура çурчĕ ĕçлеме пуçларĕ тата пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкул уçăлчĕ.

Культура çурчĕ пирки çакна калама пулать: ăна 1967 çулта туса лартнă, 2004 çулта çут çанталăк газĕпе хутса ăшăтма пуçланă. Ялти “культура вучахĕ” çумĕнче ултă кружок ĕçлет, унта 144 çын хутшăнать. Çаксенчен пиллĕкĕшĕ ачасем валли йĕркеленисем. Халăх хорĕнче, 1922 çулта чăмăртаннăскерте, 35 çын юрлать. Ăна 1967 çултанпа Чăваш Ен тата Раççей культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Геннадий Борисов ертсе пырать.

Иртнĕ çул культура çуртĕнче 143 канупа культура мероприятийĕ ирттернĕ, вĕсенчен 41-ĕшĕ - ачасем валли.

Тĕслĕх клуб учрежденийĕ пулса тăнине çирĕплетекен свидетельствăна тата çутă, сасă аппаратурине, ытти техникăна культура çурчĕн директорне Елена Добронравовăна ЧР культура министрĕн çумĕ Виктор Бондарев пачĕ.

Шкул уçăлнă ятпа вĕренекенсемпе вĕрентекенсене, ял халăхне ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕ Галина Чернова, район администраци пуçлăхĕ Николай Миллин, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Михаил Михайловский, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, “Чувашсетьгаз” АУО генеральнăй директорĕ Кияметдин Мифтахутдинов, ыттисем саламларĕç. 150 ача вĕренмелли кермене шал енчен çеç мар, тулашран та хитрелетнĕ, стена çине кирпĕчпе Чăваш Республикин элемне эрешленĕ. Шкулпа юнашарах - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă ентешсене асăнса лартнă палăк. Кăшт леререх - фонтан. Йĕри-тавра - чечек клумбисем. Çак илеме курса, ăна упраса çитĕнĕç ачасем.



"Хыпар"
31 августа 2009
00:00
Поделиться