Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Чирлисене учета илетпĕр

"Сывлăх" наци программипе килĕшỹллĕн районта халăх сывлăхĕшĕн тăрăшса сахал мар ĕç туса ирттереççĕ. Чи малтанах эпир ĕçлекен çын хăйĕн сывлăхне упратăр, хушăран та пулин шурă халатлă ĕçченсем патĕнче тĕрĕслентĕр тесе тимлетпĕр. Ку енĕпе хушма диспансеризаци витĕр тухни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кăçал районти 589 çын сывлăхне туллин тĕрĕслеме палăртнă. Хальлĕхе районти организацисемпе предприятисенче тăрăшакансем, "Свобода" ял хуçалăх производство кооперативĕн ĕçченĕсем тĕплĕ тĕрĕслев витĕр тухрĕç. Çак кунсенче уйрăм предпринимательсем кашни врач патĕнче пулаççĕ. Сывлăхне тĕплĕн тишкернĕ 255 çын хушшинче ытларах юн пусăмĕ пысăк е пĕчĕк пулнине, пыр шыççи ỹснине тупса палăртнă. Çавăн пекех мăнтăр çынсем нумайланни те ырă пулăм мар. Вĕсене учета илетпĕр. Малашне вăхăтран-вăхăта хамăр патăмăра чĕнсе илсе сывату курсĕсем йĕркелелетпĕр. Чир тупса палăртнă çынсен врачсем хушнисене тĕплĕн пурнăçламалла. Сывлăх пуриншĕн те чи хаклă пуянлăх иккенне манса каймалла мар.


"Елчĕк Ен"
31 августа 2009
00:00
Поделиться