Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ача выляса, ăмăртса тĕрекленет

Ачасене сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хăнăхтарса ỹстересси _ çемьен тĕп тивĕçĕ. Ку енĕпе шкулсем те яваплă. Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров хăйĕн Чăваш Патшалăх Канашне янă "Чăваш Ен çитĕнĕвĕ _ кашнин пуçарулăхĕнче" Çырăвĕнче те çак ыйтăва çивĕч çĕкленĕ: "Пирĕн вĕрентекенсемпе шкулсем паян вĕренекенсене, ашшĕ-амăшне, тăвансене пĕрлештерекен общество тата культура пурнăçĕн чи тухăçлă, интереслĕ, усăллă центрĕсем пулса тăма пултараççĕ тата тивĕç те. Юлашки вăхăтра йĕркеленĕ пурлăх никĕсĕ çакна тума май парать. Кашни шкул район тата республика шайĕнчи ăмăртусене тăтăшах хутшăнакан футбол, волейбол, хоккей, баскетбол командисене йĕркелеме пултарать". Чылай вĕренỹ учрежденийĕ сывă пурнăç йĕркине тытса пырассипе, ачасен сывлăхне тĕреклетессипе çине тăрсах ĕçлет. Ырă тĕслĕх вырăнне манăн Кĕçĕн Таяпари шкула палăртас килет. Шкулта сывă пурнăç йĕркине мĕнле тытса пынипе паллашас кăмăлпа эпир шкул директорĕпе М.Скворцовпа курса калаçрăмăр: _ Тĕпчевçĕсем палăртнă тăрăх, хальхи вăхăтра ачасен сывлăхĕ, 20-30 çул каярахрипе танлаштарсан, хавшасах пырать. 1-мĕш класа килекен ачасен 25-30 проценчĕн тĕрлĕ чир аталанни паллă. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра вĕсен хисепĕ тăватă хут ỹсет. Шкул вĕренсе пĕтернĕ тĕле вара ачасен вунă процентне анчах сывлăхлă тесе калама пулать иккен. Чăн та, ỹссе тата аталанса пыракан организма хускану нумай кирлĕ. Шкулта ирттерекен вăхăтăн 80 процентне ача парта хушшинче ларса ирттерет. Киле çитсен те уроксене ларса пурнăçлать, унтан телевизор е компьютер умĕнче ларать. Çавна май çамрăк организм кахала хăнăхать, пысăках мар йывăрлăхсене те çăмăллăн парăнать. Шкулта эрнере 2-3 хут иртекен физкультура урокĕсем çамрăк организмшăн питĕ çителĕксĕр. Çакна тĕпе хурса эпир шкулта "Хусканусем туса сывлăх патне" программа йĕркелерĕмĕр. Унпа килĕшỹллĕн, уроксем пуçланичченех коридорта е уçă сывлăшра ачасем зарядка тăваççĕ. Уроксем вăхăтĕнче ларса ывăннине ирттерме физкультминуткăсем йĕркелетпĕр. Пысăк тăхтав вăхăтĕнче ачасен пĕр пайĕ спорт залне çул тытать, теприсем коридорта шашкăлла е шахматла, теннисла (пурĕ 3 теннис сĕтелĕ вырнаçтарнă) выляççĕ. Урамра выляса та ĕлкĕрме пулать. Уроксем хыççăн спорт секцийĕсем ĕçлеççĕ, уйăхра 2-3 хут сывлăхпа спорт кунне, кашни уйăхрах спортăн тĕрлĕ тĕсĕпе ăмăртусем ирттересси йăлара. Шкулта "Ярмат" çамрăксен клубĕ ĕçлени ачасене тĕллевсĕр çапкаланса çỹресрен упрать, пушă вăхăчĕсене усăллă ирттерме май парать. Спортзал алăкĕсем 18-20 сехетсенче шкул ачисемшĕн, ун хыççăн ял çамрăкĕсемшĕн яланах уçă. Çавăн пекех шкулта ашшĕ-амăшĕсемпе çемье ăмăртăвĕсем йĕркеленине те асăнмалла. Кашниех хаваспа хутшăнать вĕсене. Çăмăл атлетикăна, йĕлтĕрпе чупассине, футбол, шашка-шахмат, сĕтел çи теннис вăййи-сене, кире пуканĕ йăтассине уйрăмах кăмăллаççĕ вĕренекенсем. Çавна май шкул командисем район, республика шайĕнче палăраççĕ. Ĕçленине кура результатсем те пурри, сывлăх хавшанине пула уроксене сиктерекен ачасен йышĕ чакни савăнтарать. Юлашки 5 çул хушшинче шкултан вĕренсе тухнă 2 çамрăк Раççей спорт мастерĕн, 6-шĕ спорт мастерĕн кандидачĕн нормативĕсене пурнăçларĕç. Е.Козлова шкулта вĕреннĕ чухнех кире пуканĕ йăтассипе Раççей шайĕнчи ăмăртусенче палăрчĕ. Паллă, кашни ачах спортра пысăк çитĕнỹ тăваймасть. Çапах та вĕсене тĕреклĕ те сывлăхлă ỹстересси пирĕн _ ашшĕ-амăшĕн, вĕрентекенсен тĕп тивĕçĕ.


"Елчĕк Ен"
31 августа 2009
00:00
Поделиться