Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ĕçпе юрă юнашар

Районта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пухса кĕртесси вĕçленсе пырать. Механизаторсемпе ял çыннисем вырмара пысăк тăрăшулăх кăтартаççĕ. Вырма культура работникĕсемшĕн те хĕрỹ тапхăр. Вĕсем халăх ĕçлекен вырăнсене тухса çỹресе "Çиçĕм" хаçатсем, боевой листоксем кăлараççĕ, ял çыннисем умĕнче концертсем лартса параççĕ. Районĕпе кашни ял тăрăхĕнче, пурĕ 11 агитбригада йĕркеленĕ. Курнавăш ял тăрăхĕнчи культура работникĕсем вара 3 агитбригада йĕркелеме пултарнă.


"Елчĕк Ен"
31 августа 2009
00:00
Поделиться