Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Юратма пĕлекенсем телейлĕ

Мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен Елчĕкре пурăнчĕç Егоровсем. Петр Данилович _ Аттелĕхĕн Аслă вăрçин ветеранĕ. Тăшман пули çичĕ хутчен тивнĕ ăна. Çапах та çиес çăкăрĕ пулнах çав. Аманнăскере яла ăсатнă. Сурансем сипленсен тăван хуçалăхра тăрăшнă. Унтан Патреккел хĕрĕпе _ Надежда Скворцовăпа пĕр çемье çавăрнă. Кĕркунне вĕсем пĕрлешни 60 çул çитет. Калама кăна! Ĕмĕрĕсене колхозра ĕçлесе ирттернĕ мăшăр харсăр ĕçпе ял-йыш хисепне çĕнсе илнĕ. Петр Данилович хуçалăх правленийĕнчи хуралçă ĕçне пенсие тухсан та часах пăрахман. Надежда Васильевна бригадир хушнă пĕр ĕçрен те пăрăнман. Кăвакарчăнсем пек чĕвĕлтетсе пурăннă çемье. 4 ача çитĕнтернĕ. Аслă ывăлĕ Гена Çĕрпỹ районĕнче пурăнать. Тамара _ Шупашкарта. Хальхи вăхăтра ашшĕпе амăшне шăпах вăл пăхать. Малтанах хĕрĕн хваттерĕнче пурăнчĕç вĕсем. Иртнĕ çул Çĕнтерỹ кунĕ тĕлне Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров вăрçă тата ĕç ветеранĕсене сума суса пĕр пỹлĕмлĕ хваттер парнелерĕ. Ватăсем республика пуçлăхне тав туса пĕтереймеççĕ. Ватлăхра çакăн пек ырлăх курасса шанма пултар- нă-и вара сакăр вун пиллĕкри Петя пиччепе çывăх вăхăтра 91 çул тултаракан Надя аппа. Калас пулать, Петя пичче пĕрремĕш ушкăн инваличĕ. Ăна чылай чухне тепĕр çын пулăшăвĕ кирлĕ. Çапах та кăштăртатса пурăннине нимĕн те çитменнине пĕлтерет вăл. Александр ывăлĕ те тĕп хуларах хунав янă. Светлана хĕрĕ пурнăçне ачасене пĕлỹ парас ĕçе панă. Аслисем пурте юлашки çулсенче предприниматель ĕçĕпе тăрмашаççĕ. Хĕрĕсемпе ывăлĕсем юнашар пулнишĕн телейлĕ ватăсем. Туслă мăшăр пĕр-пĕринсĕр часах тунсăхлать. "Надюш",_ тесе чĕнет упăшки савнă арăмне ăшшăн пăхса. Çак тарана çитсе Егоровсем пĕр-пĕрне усал сăмах каласа кỹрентермен, çур сăмахран ăнланса ĕмĕре ĕмĕрленĕ. Вĕсем паянхи çемьесемшĕн пысăк тĕслĕх. Юратура-çке пурнăç телейĕ. Темле нуша-терт курсан та вĕсем пĕр-пĕриншĕн тăрăшнă, пĕр-пĕрне хисепленĕ, чун-чĕререн юратнă. Çавăнпах пĕрре килекен пурнăçа телейлĕ пурăнса ирттереççĕ. Ачисене, çичĕ мăнукне тата мăнукĕсен тăватă ачине ватăсем хăйсем пек телейлĕ пурăнма пиллеççĕ. Ват çын пилĕ вара ылтăнран хаклă.


"Елчĕк Ен"
25 августа 2009
00:00
Поделиться