Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ячĕ çеç мар, ĕçĕ те çĕнĕлле...

Çак кунсенче Елчĕк районĕнче “Тĕслĕх культура учрежденийĕ” ята тивĕçнĕ виççĕмĕш объект - Патреккелĕнчи культура çурчĕ - савăнăçлă лару-тăрура уçăлĕ. Халĕ унта хатĕрленÿ ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ. 42 çул каялла çĕкленĕ çурта йăлтах çĕнетнĕ: шалтан та, тултан та, ютран пынисемшĕн вăл пач çĕнĕ çурт пек туйăнать. Эпир те çаплах шухăшларăмăр. Культура çурчĕн малтанхи сăн ÿкерчĕкне кăтартсан: “Ун чухне те япăх пулман”, - терĕмĕр. Çапах та пысăк ĕçе - ăна тĕпрен юсама - пуçăннă. Мĕнпе çыхăннă-ха çакă? Икĕ çул каялла ЧР Президенчĕ “Чăваш Республикинче ялти культура учрежденийĕсене аталантарас енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен” указ кăларчĕ. Шăпах ăна пурнăçа кĕртсе пĕлтĕр районти Елчĕк, Курнавăш культура çурчĕсене тĕпрен юсарĕç. Кăçалхи нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче вĕсене савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Унта ЧР Президенчĕ Николай Федоров та хутшăнчĕ. Çакăнпа ĕç чарăнса ларман. Аслă Елчĕкри, Патреккелĕнчи, Аслă Таяпари культура çурчĕсене те тĕпрен çĕнетме пикеннĕ. Республика конкурсĕнче Патреккелсем çĕнтернĕ, шăпах вĕсене “Тĕслĕх культура учрежденийĕ” ята тивĕçнине ĕнентерекен свидетельство, сасă, çутă хатĕрĕсем, хальхи вăхăтри ытти аппаратура, сцена тумĕ тата ытти - пурĕ 500 пин тенкĕлĕх - парĕç.

Патреккелĕнче пире район администрацийĕн культурăпа информаци пайĕн пуçлăхĕ Антонина Александрова, Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владислав Сайкин, культура çурчĕн директорĕ Елена Добронравова кĕтсе илчĕç. Антонина Анатольевна юлашки вăхăтра çакăнтах кун кунлать тейĕн. Ĕç вĕçленсе пырать, анчах вак-тĕвек те çук мар. Шăпах вĕсем пĕтĕм илеме, кăмăла хуçма пултараççĕ-çке.

- Ĕненес те килмест çакăн чухлĕ ĕçе хыçа хăварнине, - калаçу пуçарать Владислав Сайкин. - Виçĕм çул çурт тăррине черепицăпа витрĕмĕр. Пĕлтĕр маччана çĕнетнĕ, пушар сигнализацине, электропроводкăсене улăштарнă, ыттисене пĕтĕмпех кăçал пурнăçланă.

Вĕсене асăнса тухма кирлех те мар пулĕ, йăлтах - куç умĕнче. Шупашкартан туянса килнĕ пукансем, сценăна илемлетекен чаршав, чÿрече каррисем çĕнĕ сăн кĕнĕ зала тата пуянлатаççĕ. “Çакна пĕтĕмпех хамăр вăйпа пурнăçлаймастăмăр, - тет Владислав Владимирович. - Спонсорсем - “Прогресс” АХО, “Стройэнергосервис” ООО, “Яльчикская” ДПМ, “Ритуал” ООО - нумай пулăшрĕç.

Антонина Анатольевнăпа районти культура учрежденийĕсем пирки сăмах хускатрăмăр. 34 клубпа культура çуртĕнче 70 специалист ĕçлет. Çаксенчен 19-шĕ - аслă пĕлÿллĕ, 39-шĕ - ятарлă вăтам пĕлÿллĕ, 36-шĕ пĕр вырăнта вунă çул ытла вăй хурать.

- Елчĕкри, Курнавăшри тата Патреккелĕнчи пек тĕслĕх культура учрежденийĕсем тата хăш ялта уçма палăртатăр?

- Кашни ял тăрăхĕнчех пулĕç. Çывăх вăхăтра - Аслă Елчĕкпе Аслă Таяпара палăртнă. Пĕчĕк ялсен шăпи шухăшлаттарать. Акă Тăрăмри, Анатри Тимешри, Тÿскелти клубсене хупма тиврĕ. Вĕсемпе юнашарах хăтлă культура çурчĕсем пулнипе çапла турăмăр-ха. Таяпа Энтринче те лару-тăру çăмăл мар. Анчах халăх хуптарасшăн мар. Пысăк клуба юсама, тытса тăма вырăнти ял тăрăхĕн мехелĕ çитеймест. Пикшикре, Каркаларта, вĕсем те пĕчĕк ялсем, прокат-лапамсем хăвартăмăр.

- Тĕплĕнрех каласа кăтартăр-ха ун пирки.

- Вăхăтран-вăхăт çеç, пĕлтерĕшлĕ пĕр-пĕр мероприяти вăхăтĕнче кăна уçăлаççĕ унашкал клубсем. Вĕсене ял тăрăхĕсенчи культура çурчĕсен ĕçченĕсем пăхса тăраççĕ.

- Районти культура учрежденийĕсенче специалистсем çитеççĕ-и?

- Шел те, музыкантсен, хореографсен енĕпе йывăртарах. Хальхи вăхăтра культура çуртĕнче ĕçлекенсем купăс калама пĕлни çеç çителĕксĕр. Çĕнĕ самана, çĕнĕ техника пĕлĕве ÿстерме, ăс-хакăла пуянлатма хистет. Çакна шута илсе вырăнти специалистсене республика шайĕнчи семинарсене май çитнĕ таран хутшăнтарма тăрăшатпăр, районта та вĕсем валли тĕрлĕ мероприяти йĕркелетпĕр.

Патреккел культура çуртне çитсе курнă май вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки асăнса хăварманни çылăх пулĕччĕ. Кунта вăй хуракансен опычĕ республикăри культура ĕçченĕсемшĕн пĕлтерĕшлĕ. Раççей, Чăваш Ен культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, “Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн” орден медалĕн кавалерĕ Геннадий Борисов ертсе пыракан халăх хорĕ хăй мĕне тăрать! Халăх пултарулăхĕн Пĕтĕм Союзри I, II, III фестивалĕсен лауреачĕсене Кремльти съездсен керменĕнче /1977/, Чăваш Енĕн Мускаври Литературăпа искусство кунĕсенче /1980/, Раççейри чăвашсен пĕрлехи Акатуйĕнче /2008/ ăшшăн йышăннă. Çавăн пекех халăх хорĕ чăваш юрри-кĕввине Эстони, Белоруç çĕршывĕсене, Пушкăрт, Мари Эл, Тутар республикисене, Самар, Ульяновск облаçĕсене çитернĕ.

Геннадий Арсентьевич коллективне çемьепе çÿрекенсем те йышлă. Петровсем, Клементьевсем, ыттисем вун-вун çул çыхăну тытаççĕ унпа. Сăмахран, Борисовăн мăшăрĕ Валентина Васильевна та, хĕрĕ Полина та пĕр концертран та юлман. Валентина Васильевна пĕр вăхăт культура çурчĕн директорĕнче ĕçленĕ. Полина та ашшĕн çулĕпех кайнă, музыка тĕнчипе çывăхланнă. Вăл чăваш эстрадинче те палăрчĕ - темиçе çул каялла “Кĕмĕл сасă” фестиваль лауреачĕ пулнăччĕ. Хальхи вăхăтра Полина Геннадьевна тăван ялĕнчи культура çуртĕнчи пултарулăх ертÿçи, çĕнĕлле каласан - культура мероприятийĕсен йĕркелÿçи.

Ашшĕпе хĕрĕ Патреккелĕнче 87 çул каярах чăмăртаннă хора малалла ĕçлеттерес, унта çамрăксене явăçтарас тĕлĕшпе сахал мар вăй хураççĕ. Ачасен “Алмакай” фольклор ушкăнĕнче, “Шăпăрлансем” хорĕнче юрласа сассине уçнисем каярах аслисен хорне çÿреме пуçлаççĕ. Ку çеç-и? Эстрада юррине кăмăллакансене “Ачалăх” коллективра ырă сунса кĕтеççĕ, ташлама ухатисене - “Хавас” ансамбльте. Аслисене, уйрăмах хĕрарăмсене, “Кил ăшши” клубра курма пулать. Аслă ăрурисене те манман, вĕсем валли “Ветеран” клуб ĕçлет. Спорт, шашкăпа шахмат тусĕсем те тунсăхламаççĕ Патреккелĕнче.

Кунти культура учрежденийĕнче ĕçлекенсен тĕрлĕ уяв йĕркелес тĕлĕшпе опыт пысăк. Сăмахран, Çимĕкре çулленех ял уявĕ иртет. “Вăййа тухса чуна уçар-и?” ят панă ăна. Ял варринчи лапамра сĕм тĕттĕмчченех юрă янăрать. Пуш уйăхĕнче хĕле ăсатаçĕ, кĕркунне Кĕр сăри уявне йĕркелеççĕ. Çак ĕçсене, паллах, икĕ-виçĕ çын вăйĕпе çеç пурнăçлама май çук. Библиотека, шкул, ача сачĕн ĕçченĕсене явăçтарнипе пысăк, курăмлă мероприятисем çăмăллăнах пурнăçа кĕреççĕ.

- Тĕслĕх культура учрежденийĕн ятне тивĕçни хисепе çĕкленинчен ытларах яваплăха ÿстерет, - тет культура çурчĕн директорĕ Елена Добронравова. - Пур енĕпе те маттур пулмалла: ĕçсене пурнăçлас тĕлĕшпе те, çурт-йĕре тирпейлĕ, хăтлă тытас, çамрăксен хушшинче кăмăл-сипет, воспитани ыйтăвне тытса пырас енĕпе те.

Тĕрĕс шухăшлать Елена Петровна. Тĕслĕх пулма çăмăл мар, анчах çав шая çĕкленнĕ хыççăн каялла чакас марччĕ.



"Хыпар"
25 августа 2009
00:00
Поделиться