Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ырă хыпарпа çеç килмелле пултăр

Халăх пурнăçĕн шайне социаллă-демографи кăтартăвĕ аван кăтартса парать. Тĕнчере экономика кризисĕ хуçаланни, япаласем кунран-кун хакланса пыни, ĕçсĕррисен йышĕ чакманни ял çыннисен пурнăç шайĕнче аван палăрать. Темле йывăр пулсан та ялта пурăнакансем çемье çавăраççĕ, туй-çăнăхтине шавлă кĕрлеттереççĕ, пепки çуралсан ача пăтти тăваççĕ, çывăх çыннисене юлашки çула тирпейлĕ те сумлă ăсатаççĕ. Пурнăçăн хăйĕн саккунĕ. Унтан ниçта та пăрăнаймастăн. Районта кăçал 102 çĕнĕ çемье чăмăртанчĕ. Çурла уйăхĕн саккăрмĕшĕ уйрăмах туйсемпе пуян пулчĕ. 8 мăшăр пĕр чăмăра пĕрлешме шухăш тытнине пĕлтерчĕç çак кун. 100-мĕш мăшăрсем Елчĕкри Лазаревсем пулчĕç. Район центрĕнче çуралса ỹснĕ Александр Самар облаçĕн хĕрне качча илчĕ. ЗАГС пайĕ çĕнĕ çурта куçнăранпа мăшăрланнине, ача çыртарассине чаплă лару-тăрура йĕркелетпĕр. Çĕнĕ çынсем пурнăçри пĕрремĕш пысăк уява нихăçан манса ан кайччăр. Çемье чăмăртанни пирки пĕрремĕш документ панă чухнех иккĕмĕш ăшă хыпарпа _ ача çуралнине çирĕплетекен документа çыртарма килессе кĕтнине пĕлтеретпĕр. Çичĕ уйăхра районта 113 ача çуралнине регистрацилерĕмĕр. Кăтарту иртнĕ çулхипе пĕр шайра. Калас пулать, ача çуратакансем йышĕнче вăтăр урлă каçнă хĕрарăмсем пурри савăнтарать. Юлашки çулсенче хушаматне, ятне, ашшĕ ятне улăштаракансем йышланчĕç. Хальлĕхе хăйĕн хушамачĕпе кăмăлсăр тăхăр гражданинăн ыйтăвне тивĕçтертĕмĕр. Вилекенсен йышĕ çулран-çул ỹссе пырать. Çичĕ уйăхра 229 çын çут тĕнчерен уйрăлса кайрĕ. Ку кăтарту пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен пысăкрах. Шурă халатлă ĕçченсем пĕлтернĕ тăрăх, çынсем ытларах ватăлнипе çĕре кĕнĕ. Пĕр-пĕринчен йăлăхса çитнĕ, çемьере юрату çулăмĕ ялкăшма пăрахнă 28 мăшăра уйрăлу хучĕ çырса пама тиврĕ. Пĕлтĕр мăшăрсем уйрăлнă тĕслĕхсем сахалрахчĕ. Пурнăç вăл пурнăçах: усалли те нумай тĕл пулать унта, ырри те. Çапах та пирĕн пата ырă та савăнăçлă хыпарпа çеç килмелле пултăр. В.СПИРИДОНОВА, ЗАГС пайĕн начальникĕ. Ырă хыпарпа çеç килмелле пултăр Халăх пурнăçĕн шайне социаллă-демографи кăтартăвĕ аван кăтартса парать. Тĕнчере экономика кризисĕ хуçаланни, япаласем кунран-кун хакланса пыни, ĕçсĕррисен йышĕ чакманни ял çыннисен пурнăç шайĕнче аван палăрать. Темле йывăр пулсан та ялта пурăнакансем çемье çавăраççĕ, туй-çăнăхтине шавлă кĕрлеттереççĕ, пепки çуралсан ача пăтти тăваççĕ, çывăх çыннисене юлашки çула тирпейлĕ те сумлă ăсатаççĕ. Пурнăçăн хăйĕн саккунĕ. Унтан ниçта та пăрăнаймастăн. Районта кăçал 102 çĕнĕ çемье чăмăртанчĕ. Çурла уйăхĕн саккăрмĕшĕ уйрăмах туйсемпе пуян пулчĕ. 8 мăшăр пĕр чăмăра пĕрлешме шухăш тытнине пĕлтерчĕç çак кун. 100-мĕш мăшăрсем Елчĕкри Лазаревсем пулчĕç. Район центрĕнче çуралса ỹснĕ Александр Самар облаçĕн хĕрне качча илчĕ. ЗАГС пайĕ çĕнĕ çурта куçнăранпа мăшăрланнине, ача çыртарассине чаплă лару-тăрура йĕркелетпĕр. Çĕнĕ çынсем пурнăçри пĕрремĕш пысăк уява нихăçан манса ан кайччăр. Çемье чăмăртанни пирки пĕрремĕш документ панă чухнех иккĕмĕш ăшă хыпарпа _ ача çуралнине çирĕплетекен документа çыртарма килессе кĕтнине пĕлтеретпĕр. Çичĕ уйăхра районта 113 ача çуралнине регистрацилерĕмĕр. Кăтарту иртнĕ çулхипе пĕр шайра. Калас пулать, ача çуратакансем йышĕнче вăтăр урлă каçнă хĕрарăмсем пурри савăнтарать. Юлашки çулсенче хушаматне, ятне, ашшĕ ятне улăштаракансем йышланчĕç. Хальлĕхе хăйĕн хушамачĕпе кăмăлсăр тăхăр гражданинăн ыйтăвне тивĕçтертĕмĕр. Вилекенсен йышĕ çулран-çул ỹссе пырать. Çичĕ уйăхра 229 çын çут тĕнчерен уйрăлса кайрĕ. Ку кăтарту пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен пысăкрах. Шурă халатлă ĕçченсем пĕлтернĕ тăрăх, çынсем ытларах ватăлнипе çĕре кĕнĕ. Пĕр-пĕринчен йăлăхса çитнĕ, çемьере юрату çулăмĕ ялкăшма пăрахнă 28 мăшăра уйрăлу хучĕ çырса пама тиврĕ. Пĕлтĕр мăшăрсем уйрăлнă тĕслĕхсем сахалрахчĕ. Пурнăç вăл пурнăçах: усалли те нумай тĕл пулать унта, ырри те. Çапах та пирĕн пата ырă та савăнăçлă хыпарпа çеç килмелле пултăр.


"Елчĕк Ен"
25 августа 2009
00:00
Поделиться