Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Халăх тумĕ арчасенче те пулин упрантăр

Яла анне патне кайсан унăн арчинчи япаласемпе интересленетĕп вара. Чăланта виçĕ пысăк арча ларать. Паян пỹртсенче чаплă шкафсем пулсан та кин арчасем пысăк вырăн йышăнаççĕ тесе ỹпкелешмест. Унта япаласем лайăх упраннине пĕлтереççĕ ваттисем. Аннен тахçанхи чăваш кĕписем миçе тĕрлĕ, ытти пусма-таварĕ мĕн чухлĕ тата?! Аннен япалисем пĕр арчара, асаннен тупри вара -тепринче. Мĕн кăна çук-ши унта? Ачасем пĕрин хыççăн теприне тăхăнса пăхаççĕ. Паян пир, улача кĕпесене вĕсем музейсенче е кĕнекесем çинче çеç кураççĕ-çке. Чăваш халăхĕ ĕмĕртенпех типтерлĕ халăх пулнипе палăрса тăнă. Вăл хăйĕн авалхи культурине упраса, аталантарса пыма пултарнă. Кил хушшинче тăхăнмалли çипуçĕ пĕр тĕрлĕ пулнă пулсан, хăнана каймаллине вара çĕрĕ-çĕрĕпе илемлетнĕ. Тĕрленĕ тĕрĕ, тĕртнĕ эреш, шăрçа тĕрĕ, ахах-мерчен ăсталăхĕ палăрнă вĕсенче. Чăваш тумĕнче халăхăн савăнăçĕ те, хуйхи-суйхи те пытарăннă. Акă, чăваш хĕрарăмĕн уяв тумĕ питĕ хаклă пулнине калаççĕ. Анатри чăвашсен тумĕнче шурă пир кĕпе тĕп вырăн йышăннă. Ăна аялалла кăшт сарлака çĕленĕ, çаннисене пĕр тан пиртен тỹрĕ касса янтăланă. Икĕ ĕмĕр каялла çипуçа тĕрĕпе сăн кĕртнĕ. Арăм кĕпин кăкăрĕ умĕнче сакăр вĕçлĕ çăлтăрсем _ кĕскĕсем _ иккĕ е тăваттă пулнă. Вĕсем хĕрарăмăн сумĕпе илемне палăртнă. Кĕпине вара кĕскĕллĕ кĕпе тенĕ. Уяв кĕпин çаннисене тăрăхла майлă тĕрĕсемпе эрешленĕ. Кĕпене килте тĕртсе тунă хăюсемпе те капăрлатнă. Хăш-пĕр йышши кĕпесен кăкăр умне тайлăк тăваткалсем е кукăр-макăр йĕрсем илем кỹнĕ, вĕсене хăюсенчен е сайра хутра хăмач йăрăмĕсенчен хайланă. 19 ĕмĕр вĕçĕнче шурă кĕпесене чылайрах хăмач хăюпа сăн кĕртнĕ, аркă вĕçне те çавăн пек йăрăм çĕлесе хăварнă. 19 ĕмĕр вĕçĕнче анатри чăвашсен улача кĕпе йăлана кĕме пуçланă. Тĕпчевçĕсем палăртнă тăрăх, тĕрлĕ çипрен килте тĕртсе тунă пир _ улача_ тутарсен витĕмĕпе сарăлма пуçланă. Малтанах ку пиртен ĕç тумĕ тата кулленхи çипуç çеç çĕлеме юранă. Çапах та улача кĕпе майĕпен сарăлса пынă. Улача ытларах кăвак е хĕрлĕ пулнă. Шурă çип хушнă та йăрăмлă-йăрăмлă пир тĕртнĕ, хĕрлĕпе шурă çипсене ылмаштарса ывăтсан пĕчĕкçĕ тăваткалсем тухса выртнă. Çипписене килте хатĕрленĕ е сутăн илнĕ сăрăсемпе хăйсемех пĕветнĕ. Самана улшăнса пынă май та хĕрарăмсем илемлĕх туйăмне иксĕлтермен. Ăстасем кĕпелĕх, саппунлăх е тутăрлăх валли тĕрлĕ йышши тăваткаллă та йăрăмлă пирсем тĕртнĕ. Улача тĕррисем майĕпен шултраланса пынă, тĕссен çĕнĕлле шайлашăвĕсем палăрнă. Халăх тумĕ арчасенче упранни те питĕ лайăх. Кăларса пăрахас марччĕ вĕсене. Хам та мĕн пĕчĕкрен ал ĕçĕпе аппаланма юратнăран çĕлеме, çыхма, тĕрлеме ỹркенместĕп. Елчĕкри культурăпа кану центрĕнче "Галина патĕнче хăнара" кружок йĕркелерĕмĕр. Ăна ертсе пыратăп. Алă ĕçне кăмăллакансене хаваспах кĕтетпĕр хамăр патăмăрта.


"Елчĕк Ен"
25 августа 2009
00:00
Поделиться