Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Кĕр аки те çитрĕ

Районĕпе пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене çапса тĕшĕлесси, тĕпрен илсен, вĕçленчĕ. Халĕ тепĕр яваплă самант _ кĕр тыррисене вăхăтра тата пысăк пахалăхпа акса хăварасси. Вĕсене акмалли чи лайăх вăхăт _ çурла уйăхĕн 15-мĕшĕ - авăн уйăхĕ 1-мĕшĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче кăçал кĕрхи культурăсене 6500 гектар акса хăвармалла. Кĕр тыррисенчен ытларах тухăç илме пулнине шута илсе унăн лаптăкне юлашки çулсенче чылай ỹстернĕ. Кăçалхи ĕç кăтартăвĕсене малтан пĕтĕмлетнĕ тăрăх та, кĕрхи культурăсем, çурхисемпе танлаштарсан, 3-4 центнер ытларах тухăç панă. "Комбайн" ЯХПКра, тĕслĕхрен, кăçалхи уяр çанталăкра та кĕр тыррисене кашни гектартан 51 центнер таран пухса кĕртме пултарнă. "Клевер" ОООри, "Прогресс" ЗАОри, "Знамя" ЯХПКри кăтартусем те пысăк _ 41-37 центнер. Асăннă ял хуçалăх предприятийĕсенче кĕрхи культурăсенчен пысăк тухăç илнин вăрттăнлăхĕ _ акăнакан лаптăксене технологие пăхăнса тивĕçлĕ шайра ĕçлесе хатĕрленинче. Кирлĕ пек сухалайман анара вăрлăх лайăх варăнса юлаймасть. Агротехника ыйтнипе килĕшỹллĕн ыраша, кĕрхи тулла 4 сантиметр тарăнăшне акмалла. Тепĕр вăрттăнлăх _ çĕнĕ вăрлăхсемпе усă курни. "Клевер" ОООра кĕрхи культурăсен пĕтĕм лаптăкĕнче (250 гектар) çĕнĕ, малашлăхлă вăрлăхсен сорчĕсемпе анлăн усă курнă. Куратпăр, ĕç кăтартăвĕ куç умĕнче. "Комбайн", "Прогресс" ял хуçалăх предприятийĕсенче те вăрлăхсене çĕнетесси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Акнă чухне вăрлăхсене им-çамласси те чи кирли шутланать. Мĕншĕн тесен кĕрхи культурăсен çанталăкăн тĕрлĕ условийĕсене чăтма тивет. Чирлĕ, вăйсăр вăрлăх вара хĕл сиввисене епле чăттăр? Вĕсене акнă чухне минераллă удобренисемпе усă курни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кăçал кĕр тыррисенчен пысăк тухăç илнĕ ял хуçалăх предприятийĕсенче шăпах минераллă удобренипе кирлĕ таран усă курнă. Районта çĕнĕ культура _ кĕрхи тритикале ĕçе кĕрсе пырать. Малтанхи çул ăна "Комбайн", "Колос" ЯХПК акнă пулсан, халĕ "Прогресс", "Эмметево", "Рассвет", "Нива", "Сатурн" хуçалăхсенче те çитĕнтереççĕ, вăл кĕрхи тулăран та, ырашран та тухăçлăрах çитĕнет. Иртнĕ çул "Комбайн" хуçалăхра ăна 18 гектар çинчен кашни гектартан 58 центнер пухса кĕртнĕччĕ. Хальхи вăхăтра районĕпе кĕрхи культурăсене 1200 гектар çинче (18 процент) акса хăварнă. Çав шутран 320 гектарне акционерсен "Прогресс" обществинче, 250 гектарне "Эмметево" ОООра, 90 гектарне "Арланово" ОООра акнă. Çав вăхăтрах кĕр тыррисене 200 гектар çине акма палăртнă Ленин ячĕпе хисепленекен хуçалăхра çакăн валли пĕр пусăм çĕр те ĕçлесе хатĕрлеймен. "Кушкă" хуçалăхра та çак ĕçе тин анчах пуçăннă.


"Елчĕк Ен"
24 августа 2009
00:00
Поделиться