Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

18 тултарман - эрех-сăра сан мар

Юлашки çулсенче çамрăксем эрех-сăра енне туртăнни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Лавкка-киосксен умĕнче пĕр алăра пирус, тепĕр алăра сăра кĕленчи тытса тăракан яш-хĕрсенчен тĕлĕнме те пăрахса пыратпăр мар-и? Статистика çирĕплетнĕ тăрăх, Раççейри кашни виççĕмĕш çамрăк спирт шĕвекĕ тутанни паллă. Сăра та спирт шĕвекĕ шутланнине вара чылайăшĕ темшĕн пуçа чикесшĕн мар. Çурла уйăхĕн 12-13-мĕшĕсенче сутуçăсем çул çитменнисене эрех-сăра сутнипе-сутманнине тĕрĕслес тĕллевпе "Алкоголь - суррогат" операци йĕркелерĕмĕр. Чи малтанах Курнавăш ял тăрăхĕнче пултăмăр. Тĕрĕслев вăхăтĕнче Çĕнĕ Пăвари "Диана" лавккари (С.Волкова уйрăм предприниматель лавкки) С.Чермакова, Кипеçри "Родничок" лавккари (А.Краснов) А.Старостина сутуçăсем çул çитмен çамрăксене 1,5 литрлă сăра сутни палăрчĕ. Кавалти "Букет Чувашии" лавккара (Л.Ахмерова) А.Тарасова, Кушкăри "Ручеек" (В.Горбунов) лавккара А.Самарина сутуçăсем те çул çитмен çамрăксене сăра кĕленчи тыттарчĕç. Çав вăхăтрах тĕрĕслев вăхăтĕнче Çĕнĕ Пăвари "Перекресток", "Марина", Курнавăшри "Жасмин", "Жемчужина", Кивĕ Эйпеçри виçĕ лавккара та, Кушкăри райпо системинче тăракан лавккари сутуçăсем çул çитмен çамрăксене сăра-эрех сутманнине палăртма кăмăллă. Мĕн калама пулать çак тĕслĕхсенчен? Çитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани парса çитĕнтересси пиртен _ обществăри кашни çынран килет. Енчен те эпир укçа-тенке мала хурса çул çитмен çамрăксене те эрех-сăра ăшне "путма" пулăшатпăр пулсан, малашне вĕсенчен мĕн кĕтме пулĕ? Çакăн çинчен мĕншĕн шухăшламаççĕ сутуçăсем? Çул çитменнисене эрех-сăра сутнăшăн тивекен айăплав вара çирĕп. Раççей Федерацийĕн КоАП 14.76 статйин 4 пайĕпе килĕшỹллĕн, çул çитмен çамрăка сăра сутнăшăн уйрăм çынсене тивекен штраф виçи 2000 тенкĕрен пуçласа 3000 тенкĕ таран, организацисемпе предприятисене _ 20000 тенкĕрен пуçласа 30000 тенкĕ таран. Енчен те эрех сутсан _ РФ КоАП 14.16 статйин 3 пайĕпе килĕшỹллĕн уйрăм çынсен 3000 тенкĕрен пуçласа 4000 тенкĕ таран, организацисемпе предприятисен 30000 тенкĕрен пуçласа 40000 тенкĕ таран штраф тỹлеме тивет.


"Елчĕк Ен"
24 августа 2009
00:00
Поделиться