Тăван енĕм - савнă ял
Елчĕк районĕнче тухăçлă та тупăшлă ĕçлесе пыракан хуçалăх чылай. Пĕлтĕрхи ĕç кăтартăвĕсем тăрăх ку енчи тăхăр предприяти республикăри «АГРО 100» клуба кĕме тивĕçнĕ. Çав шутра «Комбайн» производство кооперативĕ те. Вун пилĕк çул ĕнтĕ ăна пĕр улшăнмасăр РФ тата ЧР ял хуçалăх тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Гурий Иванович Федоров ăнăçлă ертсе пырать.
«Пуян хуçалăхăн çыннисем те пуян»
Çĕрле çумăр вăйлă çунипе ир енне те типсе çитеймен-ха хура çĕр, пусмассерен урана пылчăк çыпçăнать. Çавна май «Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕн уй-хирĕ те вăхăтлăха шăплăха путнă. Машина-трактор паркĕнче вара ĕç вĕрет: комбайнерсемпе водительсем техникăна тĕрĕслеççĕ - вырмара нимĕнле кăлтăк та ан чăрмантартăр.
- Çумăр тек çумасан кăнтăр тĕлнелле тырă пуссине тухатпăр, - терĕ вĕсене Петр Ильич Анисимов тĕп агроном.
Çĕр ĕçченĕсем халь тесен халь ĕçе тытăнма хатĕррине пĕлтерчĕç. «Тĕлĕнмелле, кÿршĕ хуçалăхрах пĕр тумлам та ÿкмен, пирĕн патра вара витререн тăкнă пек чашлаттарчĕ», - сăмахлаççĕ механизаторсем. Ĕç чарăнса тăни пăшăрхантарать-çке, анчах хура пĕлĕтсем сирĕлме тытăнни шанчăк парать. Эппин, каçчен чылай лаптăк пушанĕ.
Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем
Хуçалăхра кивелсе пыракан вăрлăхсене çулсерен çĕнетсе улăштараççĕ. Кăçал та Çĕрпÿри сăнав станцийĕнчен пилĕкшер тонна урпа, тулă вăрлăхĕсем туяннă. Суперэлита вăрлăх акса хăварса хăйсем те сутма хатĕрлеççĕ. Ытти хуçалăха 50-60 тонна ытла акма ăсатаççĕ кунтан. Кавал енчи лаптăксен 30-40 проценчĕ элита вăрлăх. Çавăнпа тухăç та пысăк. Кăçал та кашни гектартан вăтăр центнертан кая мар пухса кĕртме палăртнă.
Çĕр пулăхĕпе ĕçлени ÿстерет кăтартусене. Гектар пуçне 200-
Паян хуçалăхăн яваплă, хĕрÿ тапхăр. Тăрăшни, ĕçлени сая ан кайтăр тесен çитĕнтернине вăхăтра, тăкаксăр пухса кĕртмелле. Вырмана 4 комбайн хутшăнать. Пурте пекех çĕннисем: «Дон», «Енисей», «Нива».
- Паркра та ытларах çĕнĕ техника. Усă курас вăхăчĕ тухсанах пăрахăçлатпăр, - теççĕ хуçалăх ертÿçисем. - Киввине юсани тăкаклă.
Уйра шăпах пулсан механизациленĕ йĕтем шăв-шавпа тулнă. Комбайнсем хире тухиччен çынсем тырра сортласа кĕлете хывасшăн.
- Ирхине 7 сехетрен пуçласа вуннăчченех ĕçлетпĕр, - пĕлтерет Петр Воробьев кладовщик.
Çак ĕçе аслисемпе пĕрлех çамрăксене те явăçтарнă. Куллен 50-55 тонна сортласа тасатаççĕ вĕсем. «Тырă таса, типĕ, ĕçлеме те аван, тăкак та сахалрах», - кăмăллăн палăртать Михаил Андреев бригадир.
Ĕçлекенсене тивĕçлипе тÿлеме, хавхалантарма тăрăшаççĕ. Вĕсен интересĕсене вырăнти профсоюз та хÿтĕлет, кулленхи пурнăçне пуянрах та кăсăклăрах тăвасшăн тимлет. «Пуян хуçалăхăн çыннисем те пуян», - теççĕ кунта. Тĕрĕсех, çур çул кăтартăвĕсем тăрăх, ĕçченсен уйăхри шалăвĕ вунă пин тенке яхăн ларнă. Вырмана вăхăтра вĕçлесен, сăмахран, шалу икĕ хут та ÿсет, тырăпа, техникăпа тивĕçтереççĕ. Коллектива çамрăксем килсе тăни те савăнтарать.
- Эпир çур акине маларах тухатпăр, типпе кĕрсе каймастпăр. Вырмана та çумăрлă çанталăкчен вĕçлетпĕр, - палăртаççĕ Кавалсем, Кивэйпеçсем, Питтĕпелсем.
Хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх те йышлă усраççĕ. 1100 ĕне выльăх, çав шутра 275-ĕшĕ сăваканни, 1500 сысна тытаççĕ. Фермăри ĕç-хĕле механизациленĕ. Наци проекчĕпе çăмăллăх кредичĕ илсе ĕне витине çĕнетнĕ. Кĕтĕве ÿстерсех пырасшăн. Тырă хакĕ йÿннипе малашне чĕр тавара выльăх урлă кăларса тупăш илме палăртаççĕ. Паян ĕне пуçне талăкра
Кăçалхи январь-июль уйăхĕсенче хуçалăхра сĕт 11041 центнер, е пĕлтĕрхин 102 проценчĕ, илнĕ. Кашни ĕнен сăвăмĕ 4015 килогрампа танлашнă. «Çулталăк вĕçленнĕ тĕле ултă пинрен ирттеретпĕрех», - тет Гурий Иванович. Иккĕленмелли çук, пĕлтĕр те ĕçченсем сăвăмпа республикăра малти вырăна йышăннă. Аш-какай та 1303 центнер, е иртнĕ çулхин 127 проценчĕ, туса илме пултарнă. Тĕнче кризисĕ Елчĕксене тата тăрăшарах ĕçлеме хистет тейĕн.
Пахчи-пахчи, улма пахчи
Кавалсен, аякран хăнана килекенсен юратнă вырăнĕ - сад пахчи. Вулăсене хуçас пек йăтăнса ÿсекен пан улмисем куçа савăнтараççĕ. Илемлĕ те çăтмах пек вырăнта çăлкуç та пур. Çынсене ларса канма, киленме ятарлă вырăн та ăсталанă. Ял, хуçалăх уявĕсем шăпах çакăнта иртеççĕ те. «Пирĕн шыв сиплĕ, вăл чир-чĕртен хăпма пулăшать, вăй-хăват хушать», - тет Михаил Теллин пахчаçă. «Комбайн» производство кооперативĕшĕн сад - хушма тупăш. Пĕлтĕр Мускава кăна 200 тонна пан улми ăсатнă. Кунта вĕлле хурчĕсем те тытаççĕ. Сиплĕ пыла ытларах çĕр ĕçченĕсем валли янтăлаççĕ. Сăмах май каласан, вĕсене хĕрÿ тапхăрта кунне икĕ хут вĕри апатпа хăналаççĕ.
Хуçалăх ертÿçисем çĕнĕлле ĕçлеме пултарни, пĕр пусран виçĕ пус тума пĕлни пулăшса пырать кооператива. Кăçалхи çур çулта
«Комбайн» кооператив ял çыннисен пурнăçне пуян та интереслĕ тăвассипе, территорие аталантарассипе те нумай ĕç-хĕл тăвать. Ача-пăча, культура учрежденийĕсемпе, вырăнти власть органĕпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. Хуçалăх вăйĕпе спорт залĕ те тунă. Мероприятисем йĕркелеме те яланах пулăшса пырать. Ĕçлеме, канма, аталанма тивĕçлĕ условисем пулччăр тесе тăрăшаççĕ кунта.