Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Вĕренмелли хамăр патăмăртах пур

Тунти кун район администрацийĕнче райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисен канашлăвĕ пулса иртнĕ. Ăна район пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пынă. Канашлура эрне итогĕсене пăхса тухнă, малашнехи тĕллевсене палăртнă. Агропромышленность комплексне аталантарас ĕçе пысăк тỹпе хывнăшăн тата нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн "Выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешекен Елчĕк районĕнчи станцийĕ" патшалăх учрежденийĕн начальникне А.Скворцова Чăваш Республикинчи Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе наградăланă. Район пуçлăхĕ ăна Хисеп грамоти панă май ăшшăн саламларĕ, малашнехи ĕçре ăнăçусем сунчĕ. Ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ О.Карсаков вырма ĕçĕсемпе паллаштарчĕ. Районта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 74 процент лаптăк çинче пуçтарса кĕртнĕ. "Прогресс", "Родник", "Сатурн", "АСК Яльчики" ООО, "Победа", "Рассвет" хуçалăхсем çак ĕçе вĕçленĕ. Ытти хуçалăхсен пысăк пайĕ те çак эрнере тыр-пула пухса кĕртет. Анчах К.Маркс ячĕллĕ, Ленин ячĕллĕ, "Марс" хуçалăхсем, "Звезда" ООО вырма ĕçĕсен çуррине кăна пурнăçланă-ха. Вĕсене пулăшма ĕçе вĕçленĕ хуçалăхсенчи комбайнсене явăçтараççĕ. Районĕпе кашни гектартан тухакан тухăç 27,4 центнерпа танлашать. Кĕрхи культурăсем акма та вăхăт çитрĕ. "Прогресс" ЗАО, "Комбайн" ЯХПК, "Арланово" ООО, "Эмметево" ООО вĕсене акма тухнă. Кану кунĕсенче районти ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисен пĕр ушкăнĕ "Цветковсем" хресчен (фермер) хуçалăхĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Ю.Цветков ертсе пыракан хуçалăх темиçе çул ĕнтĕ тĕш тырă культурисем, çĕр улми, хăяр, кишĕр туса илессипе ĕçлет. Малтанхи тапхăртан пуçласах вăл çĕнĕ техникăпа ĕçлесси çине пысăк тимлĕх уйăрнă. Халĕ кунта пĕтĕм ĕçе çĕнĕ технологипе пурнăçласа пыраççĕ. Район пуçлăхĕ Н.Миллин палăртнă тăрăх, çĕнĕлĕхсене хуçалăх ертỹçисен, çав шутра чылай çул ĕçлекен ертỹçĕсен те ытти облаçсене кайса мар, Ю.Цветков хуçалăхĕнчех вĕренме пулать. Район пуçлăхĕн çумĕ _ вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый шкулсенче çĕнĕ вĕренỹ çулне мĕнле хатĕрленни çинчен каласа пачĕ. Кăçал шкулсене çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрленине тĕрĕслессине нихçанхинчен иртерех _ утă уйăхĕн 30-мĕшĕ тĕлне вĕçленĕ. Çакна асăрханă çитменлĕхсене çурла уйăхĕнче пĕтерес тĕллевпе ирттернĕ. Нумаях пулмасть комисси тĕрĕслев итогĕсене пĕтĕмлетнĕ, вĕренỹ çулне чи лайăх хатĕрленнĕ шкулсене палăртнă. Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсен хушшинче пĕрремĕш вырăна Çуткỹл шкулĕ йышăннă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Таяпа Энтри тата Энтепе шкулĕсем. Вăтам шкулсен ушкăнĕнче Елчĕк шкулĕ мала тухнă. Çирĕклĕ Шăхаль тата Курнавăш шкулĕсем _ иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче ачасене 22 шкул йышăнать. Çав шутран пĕри _ пуçламăш шкул, 14 тĕп шкул тата 7 вăтам шкул. Кăçал Вăрăмхăвари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкула пуçламăш шкула куçарнă. Тăрмăш ялĕнчи ачасене пуçламăш класран пуçласа юлашки çул вĕренекен таранах Елчĕкри шкула автобуспа турттараççĕ. Утă уйăхĕн 28-мĕшĕнче Патреккелти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулăн çĕнĕ çуртне уçаççĕ. Пур шкулта та кадрсем çителĕклĕ. Ачасене 334 вĕрентекен пĕлỹ парĕ. Партăсем хушшине 2800 ытларах ача ларĕ, çав шутран пĕрремĕш класа _ 221 ача. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ умĕн учительсен августри канашлăвĕ çурла уйăхĕн 20-мĕшĕнче иртет. Л.Левый ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисене канашлăва хутшăнма чĕнчĕ. Канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те сỹтсе яврĕç.


"Елчĕк Ен"
19 августа 2009
00:00
Поделиться