Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Район уй-хирĕсенче

Çурла уйăхĕн 18-мĕшĕ тĕлне районĕпе пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 14023 гектар (74,6 процент) вырнă, вырнин 99 процентне _ 13896 гектарне çапса тĕшĕленĕ. Пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç 27,4 центнер. Чи пысăк тухăç "Клевер" ОООра _ 47,5 центнер, "Прогресс" ЗАОра _ 41,1 центнер, "Комбайн" ЯХПКра _ 39,8 центнер. Чи пĕчĕк тухăç Ленин ячĕллĕ ЯХПКра _ 15,1 центнер. Районти ултă хуçалăх _ "Прогресс" ЗАО, "Слава картофелю _ Яльчики" агрофирма" ООО, "Родник" агрофирма" ООО, "Сатурн"" ЯХПК, "Рассвет" ЯХПК, "Победа" ООО пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пĕтĕмпех пухса кĕртессине вĕçленĕ. 10850 гектар çинчи улăма пухса хушăксене хывнă. 5113 гектар кĕрхи çĕртме сухи тунă. Ку ĕç уйрăмах "Прогресс" ЗАОра тата "Эмметево" ОООра лайăх пырать. 36734 центнер вăрлăхлăх тĕш тырă хывнă. 302 гектар кĕрхи культурăсем акнă. "Прогресс" ЗАОра 97 гектар кĕрхи тулă, "Арланово" ОООра 80 гектар, "Комбайн" ЯХПКра 70 гектар, "Эмметево" ОООра 50 гектар, "Знамя" ЯХПКра 5 гектар ыраш акнă.


"Елчĕк Ен"
19 августа 2009
00:00
Поделиться