Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Перекетлĕн усă кураççĕ

Елчĕкри Мир урамĕнче вырнаçнă нумай хваттерлĕ çуртсене уйрăм хутса ăшăтас система çине куçарас ĕçе кăçал вĕçленĕ. Хальхи вăхăтра Андреев, Комсомольски, Юбилей урамĕсенчи нумай хваттерлĕ çуртсенче те асăннă система çине куçас ĕçе пуçăннă. Çапла туни çуртсенче пурăнакансене перекетлĕхе мала хума хистет. Çуртсенче тата хваттерсенче электричествăна, шыва, газа мĕн чухлĕ тăкакланине палăртакан приборсене вырнаçтарнин усси те пысăк. Мĕншĕн тесен укçа-тенке çуртсенче пурăнакансем хăйсен тăкакĕсемшĕн анчах тỹлеççĕ. Республика программипе килĕшỹллĕн тĕпрен юсама палăртнă кашни çуртрах сивĕ шыв мĕн чухлĕ тăкакланине палăртакан приборсем вырнаçтарнă. Октябрь урамĕнчи 18-мĕш тата 24-мĕш çуртсенче вара ăшша шута илекен прибор, хваттерсене ăшă парассине ỹстерме тата чакарма май паракан регуляторсем лартнă.


"Елчĕк Ен"
19 августа 2009
00:00
Поделиться