Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Перечене чăваш чĕлхи те кĕнĕ

Раççейстат хушăвĕпе Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн-2010 "Л", "В", "П", "С" çырав листисен ыйтăвĕсен переченьне тата респондентсем валли Раççей Федерацийĕнчи халăхсен чĕлхисене, çавăн пекех ют чĕлхесене куçарассипе çыхăннă информацие куçармалли перечене пушкăрт, тутар, чăваш, çармăс, удмурт, мордва, бурят, тува тата якут чĕлхисене кĕртнĕ. Ют чĕлхесен йышĕнче _ акăлчан, француз, нимĕç, испан, китай, вьетнам, корея тата турккă чĕлхисем. Çырав ыйтăвĕсене Раççей Федерацийĕн халăхĕсен чĕлхисене тата ют чĕлхесене куçарас тĕлĕшпе çыхăннă ĕçсен заказчикĕ _ Раççейстатăн Халăх тата сывлăх сыхлавĕн статистикин управленийĕ. Ыйтусен листисене хатĕрлессине федераци бюджетĕнчен Раççейстата 2009 çулта статистика тата çырав ĕçĕсене пурнăçлама уйăрса паракан укçа-тенкĕпе тивĕçтереççĕ. Çырав ыйтăвĕсене Раççей Федерацийĕн халăхсен чĕлхисене тата ют чĕлхесене куçарассине Федерацин "Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ çинчен" Саккунĕпе килĕшỹллĕн пурнăçласа пыраççĕ. Раççейстат Раççей халăхĕсен чĕлхисен тата ют чĕлхесен переченьне Раççей Федерацийĕн субъекчĕсемпе калаçса татăлнă тăрăх палăртнă. Çырав вăхăтĕнче халăхран ыйтса пĕлессине вырăс чĕлхипе усă курĕç. Çавăнпа пĕрлех Раççей Федерацийĕн тытăмне кĕрекен республикăсенче халăхран ыйтса пĕлессине унти тĕп халăхăн чĕлхипе тата регионта пурăнакан ытти халăх чĕлхипе те пурнăçлама ирĕк пур.


"Елчĕк Ен"
19 августа 2009
00:00
Поделиться