Халăхран ыйтса пĕлеççĕ
Чăваш Республикинче административлă реформа ирттернĕ май Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕпе суту-илỹ министерстви хула округĕсен тата муниципаллă районĕсен муниципалитет учрежденийĕсем бюджет пулăшăвĕ панин пахалăхне пĕлме халăхран ыйтса пĕлессине йĕркелет. Ăна Чăваш Республикинчи хула округĕсемпе муниципаллă районсен вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕçĕ-хĕлĕн тухăçлăхне хак парас тĕллевпе ирттереççĕ. Халăх шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлессине 2009 çулхи çурла уйăхĕн 17-30-мĕшĕсенче ирттерме палăртнă. Унта халăха медицина пулăшăвĕ, ачасене шкулччен пĕлỹ, ачасене хушма пĕлỹ, культура сферинче пулăшу пани, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕçĕ-хĕлĕ, çав шутра информаци уçăмлăхĕ мĕнле тивĕçтерни çинчен ыйтусем пулĕç.
"Елчĕк Ен"