Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

"Хĕлхем" ĕçлеме вăй-хал парать

Районти ял тăрăхĕсенчи культура ĕçченĕсенчен йĕркеленĕ агитбригадăсем кăçал тыр-пул пуçтарса кĕртекенсене хаваслă юрă-кĕвĕпе савăнтараççĕ. Курнавăшри информаципе культура центрĕ çумĕнчи "Хĕлхем" агитбригада та ял тăрăхне кĕрекен хуçалăхсене тухса çỹрет. Çак кунсенче коллектив "Нива" агрофирма" ОООри йĕтем çинче пулчĕ. Кăнтăрлахи апат вăхăтĕнче рабочисем хаçат-журналпа, çĕнĕ кĕнекесемпе паллашрĕç, вырăнти артистсен пултарулăхне курса савăнчĕç. Программăра вокал юррисем те, шỹтсем те пулчĕç. Концерт вĕçĕнче йĕтемре ĕçлекенсем те чăтса тăраймарĕç, художество пултарулăх ĕçченĕсемпе пĕрле ташша тухрĕç.


"Елчĕк Ен"
19 августа 2009
00:00
Поделиться