Туслăх çĕнтернĕ
Физкультурник кунне районти нумай ялсенче спорт ăмăртăвĕсемпе паллă тунă. Район центрĕнче мини-футбол енĕпе ял тăрăхĕсен командисем хушшинче ăмăрту иртнĕ. Елчĕкри тĕп стадиона шăмат кун футбол вăййине юратакансем пуçтарăнчĕç. Районтан, Шупашкартан 11 команда уçă турнира хутшăнчĕ. Вĕсем икĕ ушкăна пайланса вылярĕç. Пĕрремĕш ушкăнра çурма финала Елчĕк ял тăрăхĕн тата Шупашкарти "Экран", иккĕмĕшĕнче "Дружба" (Шупашкар) тата Тăрăм ял тăрăхĕн командисем тухрĕç. Çурма финалта Елчĕк, Тăрăм ял тăрăхĕсен, тепринче Шупашкарти "Дружба" тата "Экран" командăсем вылярĕç. Финалта вара унăн çĕнтерỹçисем _ Шупашкарта пурăнакан Елчĕк çамрăкĕсен "Дружба" командипе Тăрăм ял çамрăкĕсем тĕл пулчĕç. Элпуç тата Кармал, çавăн пекех Шупашкар çамрăкĕсенчен тăракан "Дружба" команда Тăрăмсенчен выляса илчĕ. Ăмăрту участникĕсене район пуçлăхĕн çумĕ _ вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Л.Левый, Елчĕкри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ В.Кудряшов саламларĕç. "Чи лайăх вылякан" ята "Дружба" командăри В.Ишмуратов тивĕçрĕ. Уçă турнира йĕркелесе ирттерме "Звезда" ООО (Ю.Марков), "Кристалл" суту-илỹ çурчĕ (В.Иванов) тата В.Изратов спонсор пулăшăвĕ панă.