Пурне те тивĕçтерет, пурте кăмăллă
Хĕрỹ ĕççи тапхăрĕнче акционерсен "Прогресс" обществинче кулленхи ĕçе тухăçлă йĕркелеме май килет. Çакăн тĕп вăрттăнлăхĕ _ вырмана хутшăнакан комбайнсемпе ытти ял хуçалăх машинисемпе ĕçлеме чи тăрăшуллă та шанчăклă çынсене çирĕплетнинче. Çавна май хальхи вăхăтра ял хуçалăх предприятийĕнче пĕтĕм лаптăкри пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен 80 процентне пухса кĕртме ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Автомашинăпа трактор паркĕ кашни çул çĕнĕ техникăпа пуянланса пынине кура çамрăксем те кунта хапăл туса ĕçлеме килеççĕ. Ĕçленине кура укçи те сахалах мар пулать. Çакă уй-хирте çĕрне-кунне пĕлмесĕр тăрăшакан механизаторсен кăмăлне тивĕçтерет тата çине тăрса ĕçлеме хистет. Ял хуçалăх предприятийĕн йĕтемĕсенче тĕш тырра алласа тасатнă çĕрте вара аслă классенче вĕренекен шкул ачисем тимлеççĕ, вĕсем çуллахи каникул вăхăтĕнче ĕç тупма пултарнипе кăмăллă. Кунта вĕсене тивĕçлĕ ĕç укçи тỹлеççĕ. Хĕр ачасемпе арçын ачасем çакна малтанах пĕлнĕ. Мĕншĕн тесен чылайăшĕ ял хуçалăх предприятийĕнче çуллахи каникул вăхăтĕнче пĕрремĕш çул анчах мар ĕçлет. Тракторист-комбайнерсен пулăшаканĕ пулса тимлекен арçын ачасене, ĕç кăткăслăхне кура, общество членĕсене тĕп ĕç укçине шутламасăр натура шучĕпе уйăракан утă-улăма та параççĕ. Мĕн чухлĕ ĕç укçи шутласа панине кура тырăпа тивĕçтереççĕ. Çавна май акционерсен "Прогресс" обществинче çуллахи каникул вăхăтĕнче тĕрлĕ ĕçре тăрăшакан çамрăксем пурте кăмăллă. Вĕсем пушă вăхăта усăллă ирттереççĕ, тепĕр енчен, пысăках мар тăкаксене саплаштарма хăйсемех укçа ĕçлесе илеççĕ. Акционерсен "Прогресс" обществин дирекцийĕ халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрпа тачă çыхăнса ĕçлет. Çынсене майлă, укçа-тенкĕ тĕлĕшĕпе пулăшма май паракан килĕшỹсене çирĕплетессинчен пăрăнса юлмасть. Каникулта вăхăтлăх ĕçре тăрăшакан 14 çултан пуçласа 18 çула çитичченхи çамрăксене хавхалантарас тĕллевпе федераци бюджетĕнчен уйăракан укçана хальхи вăхăтра кунта ĕçлекен асăннă çулсенчи ачасене уйăрса параççĕ. Ял хуçалăх предприятийĕ тỹлекен тĕп ĕç укçи çумне халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă пĕр хутчен куçарса паракан 700 тенкĕ укçа та ачасемшĕн курăмлă пулăшу.