Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Малтисемпе танлашар

Районта вырма ĕçĕсем хĕрсе пыраççĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пĕтĕм лаптăкăн çуррине яхăн пухса кĕртнĕ. Вырма "Родник" агрофирма" ОООра, "Эмметево" ОООра , "Слава картофелю _ Яльчики" агрофирмăра тата ытти хуçалăхсенче ăнăçлă пырать. Район пуçлăхĕ Н.Миллин "Эмметево" ОООра, "Слава картофелю _ Яльчики" агрофирмăра пулнă. Икĕ хуçалăхра та тыр-пула пухса кĕртес, çĕртме сухи тăвас, кĕрхи культурăсем акма çĕр хатĕрлес, улăм пуçтарас ĕçсене ăнăçлă йĕркеленĕ. Хаçата пичете ярас умĕн Хăвăлçырмара тата Кỹлпуçĕнче 700 гектар çинчи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пухса кĕртни çинчен пĕлтерчĕç. Кунта çĕртме сухи тăвассине çĕнĕ йышши техникăпа, ушкăнпа пурнăçлаççĕ. Район пуçлăхĕ "Эмметево" ОООра тата "Слава картофелю _ Яльчики" агрофирмăра вырма ĕçĕсем ăнăçлă пынипе кăмăллă пулни çинчен пĕлтернĕ. Сăн ỹкерчĕксенче: район пуçлăхĕ Н.Миллин, ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ О.Карсаков тата "Эмметево" ООО ертỹçи Ю.Лапшин Кармалти уй-хирте; "Слава картофелю _ Яльчики" агрофирмăра кĕрхи çĕртме сухине çийĕнчех çĕнĕ техникăпа, ушкăнпа пурнăçлаççĕ.


"Елчĕк Ен"
12 августа 2009
00:00
Поделиться