Вĕрентỹ ĕçĕпе интересленнĕ
Çурла уйăхĕн 5-мĕшĕнче "Елчĕк районĕнчи Патреккел тата Канаш районĕнчи Шăхасан ялĕсенче хута каякан çĕнĕ шкулсемпе паллашасси" темăпа журналистсен пресс-турĕ иртрĕ. Унта Чăваш Республикин вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министрĕ Г.Чернова хутшăнчĕ. Елчĕкре пулнă май пресс-тура хутшăннисем чи малтанах Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкула чарăнчĕç. Г.Чернова министр шкул фасадне çутă сăрăсемпе сăрланине, çавна май шкул çуталса илемленнине тỹрех асăрхарĕ, çакă куллен вĕренме килекен ачасен кăмăл-туйăмне çĕкленине палăртрĕ. Кунти вĕренỹ кабинечĕсемпе, библиотекăпа, столовăйпа паллашнă май хаçатçăсемпе радио-телевидени ĕçченĕсем тĕрлĕ ыйтупа кăсăкланчĕç. Шкул директорĕ Л.Васильева кăçалхи вĕренỹ çулне хатĕрленсе пурнăçланă пысăк ĕçсене асăнчĕ: шкул фасадне сăрланисĕр пуçне электричество пăралукĕсене, шыв пăрăхне тĕпрен улăштарнă, физикăпа хими тата кулинари кабинечĕсене шыв кĕртнĕ тата канализаципе тивĕçтернĕ, тирпей-илем енĕпе уйрăмах тăрăшса ĕçленĕ. Шкул ĕçченĕсемпе пĕрле асăннă ĕçсене пурнăçлама Елчĕкри халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта учетра тăракансем те хутшăннă. Г.Чернова министр хыпарланă тăрăх, кашни шкулах шыв кĕртессине тата канализаци тăвассине, вĕри шывпа тивĕçтерессине хальлĕхе пĕр Елчĕк районĕ анчах вĕçлеме пултарнă. Вĕренме, ачасене килти евĕр хăтлăхлă туйма условисем çителĕклине палăртрĕç хăнасем шкулпа паллашнă хыççăн. Çĕнĕ вĕренỹ çулне районти ытти шкулсем мĕнле хатĕрленнипе те интересленчĕç вĕсем, райадминистрацин вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕн ертỹçинчен Л.Левыйран çакăн пирки кĕскен каласа пама ыйтрĕç. Леонард Васильевич пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче районти 22 шкулăн партисем хушшине 2822 ача вĕренме ларĕ, вĕсенчен 221-шĕ 1-мĕш класа килĕ. Патреккелти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсăр пуçне хальлĕхе кашни шкулах çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕррисен ретне кĕртме пулать, вĕсенчен хăш-пĕрисенче анчах вак-тĕвек ĕçсене пурнăçламалли юлнă. Елчĕк шкулĕнче пулнă хыççăн пресс-тур участникĕсем Патреккелти шкула çитсе курчĕç. Вĕсем çитнĕ çĕре строительсем хĕрсех ĕçлетчĕç. Строительствăн тĕп подрядчикĕ _ "Энергосервис" ООО. "Вĕренме тата ĕçлеме пур условисем те пулĕç ку шкулта",_пĕр шухăшлăн палăртрĕ кашниех икĕ хутлă кирпĕч шкулăн пысăк пỹлĕмĕсемпе, шкул директорĕпе учительсен кабинечĕсемпе, акт залĕпе, библиотекăпа, 50 вырăнлăх столовăйпа тата ытти пỹлĕмсемпе паллашнă май. Паянхи кун тĕлне уйрăмах пысăк калăпăшлă ĕçсене пурнăçланă ĕнтĕ. Хальхи вăхăтра ĕçченсем шкул территорине тирпей-илем кĕртес тата газ хуранĕсем вырнаçтарас, пỹлĕмсемпе коридорсен урай хăмисене хурса пĕтерсе линолеум сарас, алăксене вырнаçтарас, автобус валли гараж хăпартас, котельнăя çĕнетес енĕпе тимлеççĕ. Строительство ĕçĕсене авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме, классене сĕтел-пукансемпе тивĕçтерме ĕлкĕрейĕç-и, вĕренỹ пособийĕсем çителĕклĕ пулĕç-и? Кашнинех кăсăклантарчĕç çак ыйтусем. Асăннă ыйтусене çĕклесе Г.Чернова министр кунти подряд организацийĕн представителĕсемпе ĕçлĕ планерка ирттерчĕ. Подряд организацийĕн ертỹçи ума лартнă тĕллеве пурнăçласа строительство ĕçĕсене çурла уйăхĕн 28-мĕшĕ тĕлне тĕпĕпех вĕçлеме шантарчĕ. Çак кун Успени праçникĕ _ Патреккел ялĕн уявĕ. Шăпах уяв кунĕ уçма палăртаççĕ çĕнĕ шкула. Планерка хыççăн министр журналистсемпе пресс-конференци ирттерчĕ. Массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсем Г.Черновăран республикăри шкулсем çĕнĕ вĕренỹ çулне мĕнле хатĕрленни, "Вĕренỹ" наци проекчĕ Чăваш Енре мĕнле пурнăçа кĕни пирки ыйтса пĕлчĕç.
"Елчĕк Ен"