Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Умра пысăк тĕллевсем тăраççĕ

 А.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче кĕçех çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланать. Унăн иртнĕ çулхи ĕçĕ -хĕлĕ тата малашнехи тĕллевĕсем çинчен спорт шкулĕн директорĕ В.В.Кудряшов каласа парать. Район пурнăçĕнче физкультурăпа спорт аталанăвĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Елчĕк çĕрĕ спорт таланчĕсемпе пуян. Район Олимп вăййисен бронза призерĕсемпе Ардалион Игнатьевпа (Ĕнел), Владимир Андреевпа (Лаш Таяпа), СССР, Раççей чемпионĕсемпе, пĕтĕм тĕнчери турнирсен çĕнтерỹçисемпе _ Анатолий Миллинпа (Патреккел), Николай Григорьевпа (Ĕнел), Александр Васильевпа (Кивĕ Эйпеç), Иван Тихоновпа (Тăрăм), Юрий Ильинпа (Элекçей Тимеш), Олег Захаровпа (Исемпел), Зинаида Семеновăпа (Çуткỹл), Анатолий Горшковпа, Илья Уркинпа (Аслă Елчĕк) тата ытти паллă спортсменсемпе чăннипех мухтанма пултарать. Вĕсем спортăн малтанхи утăмĕсене ялта пурăннă тапхăрта тунă, каярахпа спортри ăсталăха тĕрлĕ хуласенче паллă тренерсем патĕнче туптанă. Хăйсен пĕрремĕш вĕрентекенĕсене _ шкулсенчи физкультура учителĕсене, тренерĕсене яланах ырăпа аса илеççĕ. Спортпа туслашмалли, ăсталăха туптамалли, пирвайхи çĕнтерỹсем тумалли, çамрăк талантсене тупса палăртмалли тапхăр вăл _ ачасем шкулта вĕреннĕ çулсем. Шăпах çак тĕллевпе уçнă та ĕнтĕ 1982 çулта Елчĕкри ачасемпе çамрăксен спорт шкулне. Малтанах унта штанга тата кире пуканĕ спорчĕн уйрăмĕ ĕçленĕ. Каярахпа çăмăл атлетика, ирĕклĕ майпа кĕрешес, спорт вăййисен уйрăмĕсем уçăлнă. Спорт шкулĕн филиалĕсем халĕ Курнавăшра, Çĕнĕ Пăвара, Аслă Елчĕкре, Кавалта, Аслă Пăла Тимешре, Тăрăмра ĕçлеççĕ. Занятисене аслă пĕлỹ илнĕ тренерсем ертсе пыраççĕ. Иртнĕ çул спорт шкулĕпе унăн филиалĕсенчи 25 ушкăна 405 ача çỹренĕ. Спорт шкулĕн вĕрентỹпе пурлăх бази çĕнелсе, лайăхланса пырать. Занятисем ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче, Ырсамайĕнчи спорт залĕнче иртеççĕ. "Улăп" спортпа сывлăх комплексне хута яни, Елчĕкре, Аслă Елчĕкре, Патреккелĕнче хоккей площадкисем туса лартни, спорт шкулне автобус туянса пани ача-пăча спортне аталантарма, ăмăртусене тухса çỹреме лайăх условисем туса пачĕç. Çавна май пиртен çитĕнỹсем те кĕтеççĕ. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче шкул воспитанникĕсенчен тăваттăшĕ спорт мастерĕн кандидачĕн, пĕрремĕш разрядлă 38 спортсмен, 302-шĕ массăллă спорт разрячĕсен нормативĕсене пурнăçланă. Пирĕн шкултан вĕренсе тухнă виçĕ çамрăк спорт мастерĕн нормативне тултарнă. Çулсеренех ДЮСШ воспитанникĕсем Мускаври, Шупашкарти тата Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсене хатĕрлекен училищĕсене вĕренме кĕреççĕ. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче акă Алина Векова (Çуткỹл) Мускаври Олимп резервĕсен училищинче ăсталăха ỹстерсе килчĕ. Çав училищĕрех вĕренекен Артем Сусликов çĕршыври пысăк ăмăртусенче лайăх кăтартусемпе савăнтарать. Вăл йывăр атлетика енĕпе Раççей спорт мастерĕн нормативне пурнăçларĕ. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче Елчĕкри спорт шкулне çỹрекенсем республикăри ăмăртусенче 50 хута яхăн çĕнтерỹçĕ, 60 хута яхăн призер пулнă. Пирĕн ĕçе хаклакан тĕп ăмăрту Чăваш Республикин Президенчĕн шкул ачисем хушшинчи спартакиади шутланать. 2008-2009 вĕренỹ çулĕнче Елчĕк районĕнчи шкул ачисем 28 хулапа район хушшинче 12-мĕш вырăн йышăнчĕç. Ку кăтарту иртнĕ çулхисенчен начартарах. Çапах та спортăн хуш та пĕр енĕсемпе эпир малтисен ратĕнче. Акă, "Ылтăн шайба" клуб парнисене çĕнсе илессишĕн пыракан ăмăртăва район тĕрлĕ ỹсĕмри ачасенчен 4 команда тăратрĕ, виççĕшĕ çĕнтерчĕç, тепри иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Командăсене ăмăртăва хатĕрлессишĕн, шкулсенчи физкультура учителĕсемпе пĕрлех, спорт шкулĕн завучĕ Роберт Григорьев нумай тăрăшрĕ. ДЮСШ команди кире пуканĕ йăтассипе те (тренерĕ Олег Федоров) республикăри спартакиадăра мала тухрĕ. Шывра ишессипе команда (тренерĕ Николай Волков) иккĕмĕш призер пулса тăчĕ. Спортăн çак виçĕ енĕпе пирĕн малашне те малтисен ретĕнче пулма шанчăк пысăк. Мĕншĕн тесен кире пуканĕ йăтассипе çамрăксем ăсталăха ỹстерсе пыраççĕ. "Улăп" спорт комплексĕнче районти шкулсенче вĕренекенсем шывра ишме хăнăхаççĕ. Çамрăк хоккеистсем "Яльчикская" ДПМК производство кооперативĕн директорĕ В.Скворцов пулăшнипе çулла та эрнере пĕрре Пăвари Спорт керменне тренировкăсене çỹреççĕ. Çамрăк футболистсем ытти çулсенче тăтăш çĕнтерỹçĕ е призерсен йышне кĕнĕччĕ. Кăçал малтанхи тапхăртах турнира хутшăнассинчен тухса ỹкрĕç. Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем, спортăн ытти енĕпе тупăшакансем те çитес вĕренỹ çулĕнче ăнăçлă ăмăртасса кĕтетпĕр. Йĕлтĕрпе, çуран чупассипе те кăтартусене лайăхлатмалла. Дзюдо, самбо мелĕсемпе кĕрешессинче, шашка-шахматла, теннисла выляссинче районта специалистсем çукки ура хурать. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче пирĕн умра иртнĕ çулхи кăтартусене лайăхлатас, Олимп резервĕсен училищисене, спорт ăсталăхне ỹстерекен шкулсене малалла аталанма пултаруллă çамрăк спортсменсем хатĕрлесе парас, ачасемпе çамрăксене физкультурăпа спорта анлăрах явăçтарас, вĕсене сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хăнăхтарас тĕллев тăрать. Спорт шкулĕн коллективĕ вĕсене пурнăçлас тĕлĕшпе шкулсемпе тачă çыхăнса ĕçлет.


"Елчĕк Ен"
10 августа 2009
00:00
Поделиться