Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Транспорта страхланăшăн кама компенсаци параççĕ?

Раççей Федерацийĕн "Транспорт хатĕрĕсен хуçисен гражданла ответлăхĕн обязательнăй страхлавĕ çинчен" калакан саккунĕпе килĕшỹллĕн социаллă хỹтлĕх органĕсем сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану федераци агентстви урлă транспорт илнĕ инвалидсене обязательнăй страхлавăн килĕшĕвĕпе страхланă укçан 50 процентне компенсацилеççĕ. Ăна Раççей Федерацийĕн законодательствипе килĕшỹллĕн, тỹлевсĕр е çăмăллатнă условисемпе транспорт илнĕ инвалидсене параççĕ. Компенсацие килĕшỹре палăртнă транспортпа çỹреме ирĕк панă çын е унăн икĕ водителĕ илме пултарать. Çавна май çỹлерех асăннă çынсем социаллă хỹтлĕх пайне килсе заявлени çырмалла. Унпа пĕрле çак документсем пулмалла: - транспорт хуçин гражданла ответлăхĕн обязательнăй страховой полисĕн копийĕ; - килĕшỹре кăтартнă страховани укçине тỹленине çирĕплетекен квитанци копийĕ; - инвалидăн тата транспортăн паспорчĕсем. 2008 çулта 20 инвалид транспорт хатĕрне страхланăшăн компенсаци илме заявлени панă. Документсене пăхса тухнă хыççăн кашни инвалида 5927 тенкĕ те 61 пус компенсаци тỹленĕ. Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану федераци агентстви урлă транспорт илнĕ инвалидсене çывăх кунсенчех хамăр патăмăрта кĕтетпĕр.


"Елчĕк Ен"
10 августа 2009
00:00
Поделиться