Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Тырă пỹлмене кĕрет

 "Эмметево" ОООра тухăçлă тыр-пул çи-тĕннĕ. Уйри пуянлăха кĕске вăхăтра тата тăкаксăр пухса кĕртесси çĕр ĕçченĕ умĕнчи тĕп тĕллев пулса тăрать. Сахал яваплă юлташлăхра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен лаптăкĕ 1230 гектар йышăнать. Çав шутран кĕр тыррисем _ 430 гектар. Эпир кунта пулнă вăхăтра харăсах тăватă "уй-хир карапĕ" кĕрхи культурăсене юлашки гектарсем çинчен çапса тĕшĕлетчĕ. Кĕр тыррисене пĕтĕм лаптăкра тỹрремĕн çапса тĕшĕлеме май пулни ĕç тухăçлăхне нумай ỹстернĕ. _ Уйран каяс килмест, тыр- пул тухăçлă çитĕнни, пуçăннă кашни ĕçе вĕçе-вĕçĕн, чăрмавсăр пурнăçласа пыма май килни тата çирĕпрех пулма хистет, хавхалантарать, _ тет Юрий Лапшин директор. Ял хуçалăх предприятийĕнче кăçал кĕр тыррисен çĕнĕ тĕсĕсене акса çитĕнтернĕ. Тритикале _ 92 гектар, тритикален тепĕр тĕсĕ _ житница 10 гектар йышăнаççĕ. Тритикале кашни гектартан 45 центнертан кая мар тухăç парать. Кĕрхи культурăсен тухăçĕ, пĕтĕмĕшле илсен, 33 центнертан кая мар пулнине шута илсе кĕр тыррисене çитес çула 700 гектартан кая мар акса хăварма палăртаççĕ. Çакăн валли çу каçипех хура пусă лаптăкĕсене агротехника ыйтнине çирĕп пăхăнса ĕçлесе хатĕрленĕ. Асăннă лаптăксенчи тыр-пула кĕске вăхăтра пухса кĕртме тата кĕрхи суха ĕçĕсене пурнăçлама сахал яваплă юлташлăхра техника çителĕклĕ. Хирте харăсах 5 комбайн ĕçлет. Çав шутран тăваттăшĕ "Енисей _ 1200". Вĕсемпе ĕçлеме Валерий Захаровпа Василий Петрова, Николай Денисовпа Олег Лапшина тата Виталий Аверьянова çирĕплетнĕ. Вениамин Галкинпа Андрей Егоров, Владис Федоровпа Вячеслав Львов тата Сергей Аверьянов комбайнерсен пулăшаканĕсем пулса тăрăшаççĕ. Пурте _ шанчăклă çынсем. Çапса тĕшĕленĕ тырра Алексей Трофимов, Федор Иванов тата Сергей Алексеев водительсем йĕтеме турттараççĕ. Йĕтемре сортировкăсен шавĕ хăлхана хуплать. Серафим Мясниковпа Геннадий Иванов машинистсем сортировкăсене ир пуçласа сĕм çĕрлечченех чарăнмасăр, тухăçлă ĕçлеттереççĕ. Тырă алланă çĕрте вара хĕрсемпе хĕрарăмсен, арçынсен ушкăнĕ тăрăшать. Вĕсем: Алена Аверьянова, Катя Аверьянова, Августина Захарова, Мария Васильева, Альбина Алексеева, Ирина Мурзалова, Елена Краснова, Рена Галкина, Рена Николаева, Наташа Аверьянова, Александр Галкин, Виталий Галкин тата Николай Краснов. Тыр-пулран пушаннă лаптăксенче Венарий Захаров, Александр Иванов, Владимир Муравьев, Владимир Клечков механизаторсем кĕрхи çĕртме сухи тăваççĕ.



"Елчĕк Ен"
10 августа 2009
00:00
Поделиться