Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Тикĕс те яка çул тăвакансем

"Яльчикская" ДПМК производство кооперативĕ Елчĕкре ăçта вырнаçнине пĕлме йывăр мар: Канашран пырса кĕрекен çулăн сулахай енче ир-ирех инçетренех курăнакан çỹллĕ те пысăк мăрьерен хура тĕтĕм йăсăрланать. Апла пулсан асфальт "пĕçереççĕ", районта тикĕс çулсен çухрăмĕ паян тата ỹсет. Колонна пуçлăхĕн В.Скворцовăн хальхи вăхăтра пушшех пĕр канăç çук. Хĕвел тухсанах вăл "Родник" хуçалăха çул тытать. Чи малтанах уй-хир ĕçĕсене тишкерет, вырма вăхăтĕнче çанталăкăн кашни сехечĕпе туллин усă курассишĕн чунне парса, çаннине тавăрса вăй хурать. Хуçалăхри ĕçсене йĕркелесе хăварсан каллех Елчĕке васкать. Кунта та хĕрỹ те тăкăс ĕç. Çывăх вăхăтрах Патреккел шкулĕн территорине, Çĕнĕ Эйпеçпе Лаш Таяпа ялĕсен хушшинчи, Аслă Елчĕке каякан çулсене тикĕс те яка асфальт сармалла. Тĕлĕнетĕн, мĕн чухлĕ вăй-хал тапса тăрать унра. Мĕнпур руководитель çапла пулсанччĕ! Строительсен кунĕ умĕн ятарласа коллектив ĕçĕпе паллашма килнĕрен, Владимир Петрович чи малтанах хастар ĕçлекенсем çинче чарăнса тăчĕ. Пĕрне мухтаса тепĕрне хурлама çук кунта. Пурте чунĕсене парса вăй хураççĕ. Çапах та хăшĕсене ятран палăртса хăвармаллах. Асфальт хатĕрленĕ çĕрте В.Захаров, Г.Волков, Л.Кудрявцев чылай çул тăрăшаççĕ. Хатĕр продукцие тỹрех автомашинăсем çине тиеççĕ. В.Мальцев, А.Борисов, В.Аникин, А.Сергеев водительсем ăна кирлĕ çĕре турттараççĕ. С.Синев асфальтоукладчик ĕçĕпе уйрăмах кăмăллă пуçлăхсем. Вăл лайăх специалист, пĕрре те пушă лармасть. В.Васильев, В.Воробьев катоксене пĕр тикĕс ĕçлеттереççĕ. Çул хĕррисене саракан В.Скворцов та тăрăшуллă. В.Архипов грейдерист та кунта чылай çул. Хушнă ĕçе ячĕшĕн тума пĕлмест вăл, яланах маттур. Н.Гурьянов та ĕçе тĕплĕ тунипе палăрать. Коллективри кашни çыннăн ĕçлес кăмăлĕсем иксĕлми. Професси уявне тулли кăмăлпа, ĕçри ỹсĕмсемпе кĕтсе илеççĕ вĕсем. Тикĕс те яка çул тăвакансен умри тĕллевĕсем пысăк. Строитель кунĕпе саламласа коллективри кашни çынна ăнăçу та телей, пысăк хастарлăхпа пултарулăх сунатпăр. Район çуталса илемленнĕ çĕрте коллективăн тỹпи калама çук пысăк



"Елчĕк Ен"
10 августа 2009
00:00
Поделиться