Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Тасалăхпа тирпейлĕх кăмăла çĕклеççĕ

Утă уйăхĕн 30-мĕшĕнче шкулсене тĕрĕслекен комисси Аслă Таяпа, Чăваш Тăрăм, Тĕмер, Хăвăлçырма, Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕсенче пулчĕ. Çĕнĕ вĕренỹ çулне кашни шкултах хатĕрленнĕ, пурте классемпе коридорсене сăрласа илемлетнĕ, кивелнĕ стендсене çĕнетнĕ. Шкулсен умĕсенченех пуçланакан тасалăхпа тирпейлĕх, тĕрлĕ тĕспе çунса ларакан чечексем кăмăла çĕклеççĕ. Аслă Таяпа шкулне пырса кĕнĕ çĕре асфальтран тротуар сарнă, шкулпа котельнăй тăррине, спортзала тĕпрен юсама хал çитернĕ, классемпе коридорсенчи светильниксене улăштарнă, мультимедильлĕ проекторпа экран, принтер, цифрăллă фотоаппарат, çĕнĕ сĕтел-пукан туяннă. Кунта çывăх вăхăтра котельнăйне тирпей-илем кĕртмелле, стенисене шал енчен тата тул енчен шуратмалла. Чăваш Тăрăмĕнче иртнĕ çул шкул картишĕнчи кивĕ çуртсене пăснăччĕ. Халĕ вĕсен вырăнне çырла тĕмĕсем лартнă, карта тытса çавăрнă. Шкулта та тирпейлĕх хуçаланать, сăрламан пĕр пỹлĕм те юлман кунта. Тĕмер шкулĕн 20 ача вырнаçмалăх ача сачĕ уçăлнă. Çавна май шкулта пысăк калăпăшлă ĕçсем пурнăçланă: шыв кĕртнĕ, канализаци тунă, çĕнĕ умывальниксемпе раковинăсем, ваннăсем, савăт-сапа, кĕпе çăвакан автомат-машина туяннă. Юхтаракан çурт тăррине сапланă, физика кабинетне тĕпрен юсанă, çумăр шывĕ сăрхăнса тăнăран сарăхнă стенасемпе маччана шуратнă, истори кабинетне çĕнетнĕ. Пушар хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнса хайлавлă шыв усравĕ (искусственный водоем) чавнине, шкул чỹречисене тул енчен сăрланине, кĕçĕн классен алăкĕсене çĕннисемпе улăштарнине, 3 çĕнĕ компьютер, компьютер сĕтелĕсем, музыка центрĕ туяннине те асăрхамасăр иртмерĕç комисси членĕсем. Çĕнĕ япаласем туянас ĕçре ял çыннисем _ А.Муллин, Н.Муллин, А.Карсаков, А.Солин, Б.Солин спонсор пулăшăвĕ панине хыпарлаççĕ педагогсем. Иртнĕ çул палăртса хăварнă çитменлĕхсенчен спорт залне анчах юсама ĕлкĕреймен Тĕмерсем. Вентиляци трубине тасатнă, столовăйĕнчи ваннăсене вĕри шывпа тивĕçтернĕ, кунти сĕтелсен шутне ỹстернĕ. Поварсем санитарипе гигиенăн çĕнĕ правилисене çирĕп пăхăнни те сисĕнчĕ. Хăвăлçырмасем те çĕнĕ вĕренỹ çулне тăрăшса хатĕрленнĕ. Кăçал шкулти тăватă кивĕ кăмакана пăсса вĕсен вырăнĕнче хитре кĕтессем тунă. Физкультура учителĕ А.Карсаков тăрăшнипе медицина кабинетне хута янă, столовăйĕнче апат пĕçермелли çĕнĕ плита илнĕ, сывлăша тасатакан хатĕр вырнаçтарнă. Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕ вара кăçал хăйĕн 100 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çавна май кунта уйрăмах пысăк калăпăшлă ĕçсене юбилей умĕнех пурнăçланă: стендсене улăштарнă, коридорсене линолеум сарнă, акт залне çĕнĕ сăн кĕртнĕ, стенасене çунман тĕрлĕ тĕслĕ сăрăсемпе сăрланă, музей тата ỹсен-тăрансен кĕтесĕсене уçнă, шкулти вырăнти хăй тытăмлăх кабинечĕпе ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен спорт залне хута янă тата ытти те. Столовăйĕнче те тирпейлĕх хуçаланать ку шкулта, пушар хăрушсăрлăх йĕркисене те çирĕп пăхăнаççĕ. Хăш та пĕр шкулсем çитменлĕхсемсĕр мар-ха: пысăках мар вĕсем, тăрăшсан туса ĕлкĕреймен ĕçсене пĕр е икĕ кун хушшинче вĕçлеме пулать. Санитарипе гигиенăн çĕнĕ правилисене пăхăнса столовăйсенче тирпей-илем кĕртмелле, пушартан тата террорла актсенчен асăрханса ятарлă правилăсене пăхăнмалла. Çак ĕçсене вăраха тăсмалла маррине палăртрĕç комисси членĕсем.



"Елчĕк Ен"
10 августа 2009
00:00
Поделиться