Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Йĕтеме тырă кĕрет

 "Родник" ял хуçалăх производство кооперативĕнчи уй-хирте виçĕ комбайн ĕçлет. Э.Васильев, Э.Фролов, Н.Максимов комбайнерсем 400 гектар ытла йышăнакан пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пĕр тăкаксăр пуçтарса кĕртессишĕн тăрăшаççĕ. Комбайнсем патĕнчен йĕтем çине тырă турттарнă çĕрте Э.Николаев, Е.Миллин, Н.Палашкин водительсем пысăк пуçарулăх кăтартаççĕ. Йĕтем çинчи мĕнпур ĕçе Н.Носова заведующи пĕлсе йĕркелесе пырать. Кунта виçĕ сменăпа вăй хураççĕ. Ю.Кирилловпа В.Краснов машинистсем агрегатсене пĕр тикĕс ĕçлеттерессишĕн тимлеççĕ. Хуçалăх ытлашши тырра патшалăха сутать. Хальлĕхе ăна 60 тонна ăсатнă.


"Елчĕк Ен"
10 августа 2009
00:00
Поделиться