Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Чăваш чапне çĕкленĕ Андрияна чысласа

 Чăваш халăхне тĕнче шайĕнче чапа кăларнă А.Г.Николаев пурăннă пулсан кăçалхи авăн уйăхĕнче 80 çул тултарнă пулĕччĕ. Космонавта халалласа Кĕçĕн Таяпари ял библиотекинче "Чăваш чапне çĕклерĕн уçлăха, сăвап сана, ентешĕм Андриян" ятпа слайд хатĕрленĕ. Ăна хатĕрлес ĕçе 7-мĕш класри Виктор Иванов хутшăннă. Çак кунсенче С.Агеева библиотекарь асăннă слайдăн презентацине ирттернĕ. Вулакансем летчик-космонавтăн ачалăхĕпе, çамрăклăхĕпе, çитĕнĕвĕсемпе тата паттăрлăхĕпе тĕплĕн паллашнă.


"Елчĕк Ен"
10 августа 2009
00:00
Поделиться