Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çĕр улми кăлараççĕ

 "Гладков" хресчен (фермер) хуçалăхĕ 120 гектар çинче çĕр улми çитĕнтернĕ. Иртнĕ кунсенче 10 гектар çинчи ир пулакан çĕр улмине кăларнă. Кунта И.Алексеев механизатор тăрăшнă. Илья тăван хуçалăхра чылай çул тракторпа вăй хурать. Техникăна лайăх пĕлнĕрен шаннă ĕçе яланах тĕплĕ пурнăçлать. Çĕр улми ăнса пулнă. Ир тăракан çерçи тутă пулнă тенĕрен, хуçалăх ир пулакан "иккĕмĕш çăкăра" сутса кассăна сахал мар укçа-тенкĕ кĕртнĕ. Иртнĕ кунсенче ăна вĕсем 1 килограмне 12 тенкĕпе сутнă.



"Елчĕк Ен"
10 августа 2009
00:00
Поделиться